bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Chronicles 19
1 Chronicles 19
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 18
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 20 →
1
Ҫакӑн хыҫҫӑн Наас, аммонсен патши, вилнӗ те, ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ ларнӑ.
2
Вара Давид каланӑ: Наас мана ырӑ тунӑччӗ, ҫавӑншӑн эпӗ унӑн ывӑлне Аннона ырӑ тӑвам-ха, тенӗ. Давид ӗнтӗ Аннон патне, ӑна ашшӗ вилнӗ хыҫҫӑн йӑпатса лӑплантармашкӑн, элчӗсем янӑ; Давид тарҫисем Аммон ҫӗрне, Аннон патне, ӑна йӑпатса лӑплантарма пырса ҫитнӗ.
3
Анчах аммонсен ҫулпуҫӗсем Аннона каланӑ: Давид санӑн аҫуна хисепленӗрен йӑпатакансем ярса панӑ тесе шутлатӑн-и эсӗ? Унӑн тарҫисем кунта пирӗн ҫӗре пӑхса-тӗпчесе каяс та кайран тустарма килес шухӑшпа ҫитмен-и? тенӗ.
4
Аннон вара Давид тарҫисене ярса тытнӑ та кашнийӗн ҫур сухалне хырса янӑ, тумтирӗсене те ҫурри таран, пилӗк таран, касса кӗскетнӗ те каялла кӑларса янӑ.
5
Тухса кайнӑ вӗсем. Давида ҫакӑн ҫынчен хыпар ҫитерсессӗн, вӑл вӗсене хирӗҫ ҫын янӑ, мӗншӗн тесессӗн лешӗсене питех те чыссӑрлатнӑ пулнӑ; патша вӗсене ҫапла калама хушнӑ: сухалӑр ӳссе ҫитиччен Иерихонра пулӑр, кайран тин таврӑнӑр, тенӗ.
6
Аммонсем ӗнтӗ хӑйсем Давидӑн курайман ҫыннисем пулса тӑнине туйса илнӗ, вара Аннон тата аммонсем Месопотамири Сирие, Маах тытса тӑракан Сирие тата Сувана ҫар ураписемпе юланутҫӑсем тара илме пин талант кӗмӗл ярса панӑ.
7
Вӗсем вӑтӑр икӗ пин ҫар урапи тата Маах патшапа унӑн ҫыннисене тара тытнӑ. Ӗнтӗ лешӗсем килнӗ те Медева хули ҫывӑхӗнче йӗркеленсе тӑнӑ. Аммонсем те хӑйсен хулисенчен пуҫтарӑнса вӑрҫа тухнӑ.
8
Ҫакӑн ҫинчен илтсессӗн Давид вӗсене хирӗҫ Иоав ертсе пыракан паттӑрсен ҫарне кӑларса янӑ.
9
Аммонсем, ҫапӑҫӑва хатӗрленсе, хула хапхи умне йӗркеленсе тӑнӑ, пулӑшма килнӗ патшасем вара хирте уйрӑммӑн тӑнӑ.
10
Иоав, тӑшман ҫарӗсем малта та, хыҫра та тӑнине курсассӑн, Израиль паттӑрӗсенчен чи паттӑррисене суйласа илсе вӗсене Сири ҫыннисене хирӗҫ йӗркелесе тӑратнӑ.
11
Ыттисене хӑйӗн шӑллӗне Авессана шанса панӑ, кусем аммонсене хирӗҫ йӗркеленсе тӑнӑ.
12
Иоав вара ҫапла каланӑ: эхер те Сири ҫыннисем мана хӗсме тытӑнсан мана эсӗ пулӑшӑн, эхер те аммонсем сана хӗсме тытӑнсан — сана эпӗ пулӑшӑп.
13
Хӑюллӑ пул, хамӑр халӑхшӑн, хамӑр Туррӑмӑр хулисемшӗн ҫирӗп тӑрӑпӑр, Ҫӳлхуҫа вара Хӑйне кирлӗ пек тутӑр, тенӗ.
14
Иоав тата унпа пӗрле пулнӑ халӑх Сири ҫыннисене хирӗҫ ҫапӑҫӑва кӗнӗ те, лешӗсем унран тарма пуҫланӑ.
15
Аммонсем вара, Сири ҫыннисем тарнине курса, хӑйсем те Иоав шӑллӗнчен Авессаран тарма пуҫланӑ та хулана кӗрсе пытаннӑ. Иоав вара Иерусалима таврӑннӑ.
16
Сири ҫыннисем, хӑйсене израильсем ҫӗнтернине курсассӑн, элчӗсем ярса, юханшыв леш енче тӑракан Сири ҫыннисене чӗнтерсе илнӗ; вӗсене Адраазарӑн ҫарпуҫӗ Совак ертсе пынӑ.
17
Давида ҫакӑн ҫинчен хыпар ҫитерсессӗн, вӑл израильсене пурне те пуҫтарнӑ та Иордан урлӑ каҫса вӗсем патне ҫитнӗ, вӗсене хирӗҫ йӗркеленсе тӑнӑ. Давид ӗнтӗ Сири ҫыннисене хирӗҫ ҫапӑҫӑва кӗнӗ, Сири ҫыннисем унпа тытӑҫса ӳкнӗ.
18
Сири ҫыннисем израильсенчен тарма пуҫланӑ. Давид Сири ҫыннисен ҫичӗ пин ҫар урапине, хӗрӗх пинлӗ ҫуран ҫарне ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, Совак ҫарпуҫа вӗлернӗ.
19
Адраазар тарҫисем, хӑйсене израильсем ҫӗмӗрсе тӑкнине курсассӑн, Давидпа килӗшӳ тунӑ, ӑна пӑхӑнма тытӑннӑ. Сири ҫыннисем вара аммонсене текех пулӑшасшӑн пулман.
← Chapter 18
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 20 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29