bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Chronicles 11
1 Chronicles 11
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 10
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 12 →
1
Израиль ҫыннисем Давид патне Хеврона пуҫтарӑнса пынӑ та каланӑ: акӑ эпир — санӑн шӑмму, санӑн ӳтӳ, тенӗ.
2
Ӗнер те, виҫӗмкун та — Саул патша пулнӑ чухне — эсӗ Израиле ертсе тухаттӑн, ертсе кӗреттӗн, Ҫӳлхуҫа Турру сана ҫапла каланӑ: «эсӗ Ман халӑхӑмӑн, Израилӗн, кӗтӳҫи пулӑн, эсӗ Манӑн халӑхӑн, Израилӗн, ҫулпуҫӗ пулӑн» тенӗ.
3
Вара Израилӗн мӗнпур аслӑ ҫынни патша патне Хеврона пынӑ та, Давид вӗсемпе Хевронра Ҫӳлхуҫа умӗнче халал хывнӑ; вара, Самуил урлӑ Ҫӳлхуҫа хушнипе, Давида Израиль патши пулма ҫу сӗрсе янӑ.
4
Давидпа мӗнпур Израиль вара Иерусалима, урӑхла каласассӑн Иевуса, кайнӑ. Унта иевусейсем, ҫав ҫӗр ҫыннисем, пурӑннӑ-ха.
5
Иевус ҫыннисем Давида: кунта кӗреймӗн, тенӗ. Анчах Давид Сион керемне ярса илнӗ; ку ӗнтӗ — Давид хули.
6
Вара Давид каланӑ: иевусейсене чи малтан аркатса тӑкаканӗ пуҫлӑх та ҫарпуҫ пулать, тенӗ. Ҫапӑҫӑва чи малтан Иоав, Саруия ывӑлӗ, кӗрсе кайнӑ та пуҫлӑх пулса тӑнӑ.
7
Давид ҫав керемре пурӑннӑ, ҫавӑнпа ӑна Давид хули тесе ят панӑ.
8
Хулана вӑл йӗри-таврашӗпех, Миллоран пуҫласа йӗри-таврах, ҫӗнетсе юсаттарнӑ, хулан ытти пайӗсене вара Иоав ҫӗнетнӗ.
9
Давид ӑнӑҫтарсах пынӑ, вӑл ҫӗкленнӗҫемӗн ҫӗкленнӗ, Саваоф Ҫӳлхуҫа унпа пӗрле пулнӑ.
10
Акӑ Давид паттӑрӗсен пуҫлӑхӗсем, ун майлӑ пулса, уншӑн ҫирӗппӗн тӑрса, ӑна, Ҫӳлхуҫа хушнипе, Израиль патши тӑвас тесе мӗнпур Израильпе пӗрле тӑрӑшнӑ ҫынсем,
11
акӑ Давид паттӑрӗсен ячӗсем: Ахамани ывӑлӗ Иесваал, вӑтӑр ҫын пуҫлӑхӗ. Вӑл виҫҫӗр ҫын ҫине сӑнӑ ҫӗкленӗ те вӗсене пӗр ӑстрӑмрах аркатса тӑкнӑ.
12
Ун хыҫҫӑн Елеазар, Ахоха ҫынни Додо ывӑлӗ, вӑл — виҫӗ паттӑртан пӗри:
13
вӑл Давидпа пӗрле Фасдамимра, филистимсем вӑрҫӑ вӑрҫма пухӑннӑ ҫӗрте, пулнӑ. Унта урпа акнӑ хир пулнӑ. Халӑх филистимсенчен тарнӑ чухне
14
вӗсем, виҫӗ паттӑр, уй варрине тӑнӑ та тырпула ҫӑлса хӑварнӑ тата филистимсене аркатса тӑкнӑ. Ҫӳлхуҫа ҫапла аслӑ ҫӗнтерӳ панӑ!
15
Ҫаксем виҫҫӗшӗ, вӑтӑр ҫарпуҫран чи аслисем, филистимсен тапӑрӗ Рефаимсен айлӑмӗнче тӑнӑ вӑхӑтра Давид патне чул ту ҫине, Одоллам ту хӑвӑлне, хӑпарнӑ.
16
Давид ун чухне ҫирӗплетнӗ хӳтӗ вырӑнта пулнӑ, филистимсен сыхлав ҫарӗ вара Вифлеемре тӑнӑ.
17
Давидӑн ҫав тери шыв ӗҫес килнӗ, вӑл вара: кам мана Вифлеем хапхи умӗнчи пусӑран шыв илсе килсе ӗҫтерӗ? тенӗ.
18
Ҫавӑн чухне ҫак виҫӗ ҫын филистимсен тапӑрӗ витӗр тухса Вифлеем хапхи умӗнчи пусӑран Давид валли шыв ӑсса килнӗ. Анчах Давид ҫак шыва ӗҫес темен, ӑна Ҫӳлхуҫана мухтаса ҫӗре тӑкнӑ та
19
ҫапла каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑм, ҫак шыва ӗҫесрен хӑтарсам мана! Маншӑн хӑйсен чунне панӑ арсен юнне ӗҫӗп-и вара? Вӗсем ӗнтӗ хӑйсен пурӑнӑҫне хӗрхенмесӗр шыв ӑсса килчӗҫ, тенӗ. Шыва вӑл ҫавӑншӑн ӗҫесшӗн пулман. Акӑ мӗн тунӑ ҫав виҫӗ паттӑр.
20
Авесса, Иоав пӗртӑванӗ, ҫав виҫӗ паттӑрӑн пуҫлӑхӗ пулнӑ: вӑл хӑйӗн сӑннипе виҫҫӗр ҫынна вӗлернӗ, леш виҫӗ паттӑр хушшинче те вӑл мухтавлӑ пулнӑ.
21
Вӑл виҫҫӗшӗнчен чи чапли пулнӑ, тата пуҫлӑх та пулнӑ; анчах та леш виҫӗ паттӑрпа танлашайман.
22
Ванея — паттӑр арӑн Иодайӑн ывӑлӗ, Кавцеил ҫынни — хӑйӗн ӗҫӗсемпе чапа тухнӑ: вӑл моавсен икӗ ҫулпуҫне вӗлернӗ; вӑлах юр ӳкнӗ вӑхӑтра арӑслан шӑтӑкне анса арӑслана вӗлернӗ;
23
вӑлах Египет ҫыннине, пилӗк чике ҫӳллӗшскере, вӗлернӗ: Египет ҫыннин аллинчи сӑнӑ пир-авӑр ӑстисен хивси пек пулнӑ, Ванея вара ун патне патакпа пынӑ та, Египет ҫыннин аллинчи сӑннине туртса илсе, ӑна ҫав сӑнӑпах вӗлерсе пӑрахнӑ —
24
акӑ мӗн тума пултарнӑ Ванея, Иодай ывӑлӗ. Ӑна леш виҫӗ паттӑр та чаплӑ ҫын вырӑнне хунӑ;
25
вӑл вӑтӑр ҫулпуҫран чаплӑраххи пулнӑ, анчах та леш виҫӗ паттӑрпа танлашайман. Давид ӑна хӑйӗн сыхлавҫисен пуҫлӑхӗ тунӑ.
26
Акӑ ҫав паттӑрсен ячӗсем: Иоавпа пӗртӑван Асаил; Елханан — Додо ывӑлӗ, Вифлеем ҫынни;
27
Гарод ҫынни Шамма; Пелони ҫынни Херец;
28
Ира — Икеш ывӑлӗ, Фекоя ҫынни; Анафоф ҫынни Евиезер;
29
Хушат ҫынни Сивхай; Ахоха ҫынни Илай;
30
Нетофа ҫынни Магарай; Ваана ывӑлӗ Хелед, Нетофа ҫынни;
31
Рибай ывӑлӗ Иттай — Вениаминсен Гивинчен; Пирафон ҫынни Ванея;
32
Хурай — Нагале-Гаашран; Авиел — Аравӑран;
33
Бахарум ҫынни Азмавеф; Шаалбони ҫынни Елияхба.
34
Гизони ҫыннин Гашемӑн ывӑлӗсем: Ионафан — Шаге ывӑлӗ, Гарир ҫынни;
35
Ахиам — Сахар ывӑлӗ, Гарир ҫынни; Ура ывӑлӗ Елифал;
36
Махера ҫынни Хефер; Пелони ҫынни Ахиа;
37
Кармил ҫынни Хецрой; Езбай ывӑлӗ Наарай;
38
Нафанпа пӗртӑван Иоиль; Гагрий ывӑлӗ Мивхар;
39
Аммон ҫынни Целек; Бероф ҫынни Нахарай — Саруия ывӑлӗн, Иоавӑн, кӑрал йӑтса ҫӳрекенӗ;
40
Ифри ҫынни Ира; Ифри ҫынни Гареб;
41
хет ҫынни Урия; Ахлай ывӑлӗ Завад;
42
Адина — Шиза ывӑлӗ, Рувим ҫынни, Рувим ӑрӑвӗн пуҫлӑхӗ, унӑн вӑтӑр ҫын пулнӑ;
43
Мааха ывӑлӗ Ханан; Мефен ҫынни Иосафат;
44
Аштероф ҫынни Уззия; Ароер ҫыннин Хофамӑн ывӑлӗсем: Шама тата Иеиел;
45
Шимрий ывӑлӗ Иедиаел тата унпа пӗртӑван Иоха, Фица ҫынни;
46
Махавим ҫынни Елиел, Елнаам ывӑлӗсем Иеривайпа Иошавия тата Моав ҫынни Ифма;
47
Мецоваи ҫыннисем Елиел, Овед тата Иасиел.
← Chapter 10
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 12 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29