bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Chronicles 27
1 Chronicles 27
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 26
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 28 →
1
Акӑ патшана ӗҫлесе тӑнӑ Израиль ывӑлӗсем: вӗсем — кил-йыш пуҫӗсем, пинпӳсем, ҫӗрпӳсем тата пӑхавҫӑсем. Вӗсем, уйрӑм ушкӑнсене пайланса, уйӑхсерен киле-киле тӑрса, ҫулталӑк тӑршшӗпех патшанӑн мӗнпур ӗҫне туса тӑнӑ. Кашни ушкӑнра тӑватшар пин ҫын пулнӑ.
2
Пӗрремӗш уйӑхра ӗҫлекен пӗрремӗш уйрӑмӑн пуҫлӑхӗ Завдиил ывӑлӗ Иашовам пулнӑ; унӑн уйрӑмӗнче ҫирӗм тӑватӑ пин ҫын пулнӑ;
3
вӑл Фарес ывӑлӗсенчен пулнӑ, пӗрремӗш уйӑхра ӗҫлекен ҫарпуҫсен пуҫлӑхӗ шутланнӑ.
4
Иккӗмӗш уйӑхӑн уйрӑмне Ахоха ҫынни Додай ертсе пынӑ; унӑн уйрӑмне Миклоф пуҫлӑх та кӗнӗ, унӑн уйрӑмӗнче те ҫирӗм тӑватӑ пин ҫын пулнӑ.
5
Виҫҫӗмӗш ҫарпуҫӗ Иодай священник ывӑлӗ Ванея пулнӑ, вӑл, чи аслӑ пуҫлӑх, виҫҫӗмӗш уйӑхӑн уйрӑмне ертсе пынӑ, унӑн уйрӑмӗнче те ҫирӗм тӑватӑ пин ҫын пулнӑ;
6
Ванея — вӑтӑр паттӑртан пӗри тата вӗсен пуҫлӑхӗ, ун уйрӑмӗнче хӑйӗн ывӑлӗ Аммизавад пулнӑ.
7
Тӑваттӑмӗшӗ, тӑваттӑмӗш уйӑхӑн уйрӑмне ертсе пыраканӗ Иоавпа пӗртӑван Асаил пулнӑ, ун хыҫҫӑнхи пуҫлӑх ун ывӑлӗ Завадия пулнӑ; Асаил уйрӑмӗнче те ҫирӗм тӑватӑ пин ҫын пулнӑ.
8
Пиллӗкӗмӗшӗ, пиллӗкӗмӗш уйӑхӑн уйрӑмне ертсе пыраканӗ Израх ҫынни Шамгуф пуҫлӑх пулнӑ, унӑн уйрӑмӗнче те ҫирӗм тӑватӑ пин ҫын пулнӑ.
9
Улттӑмӗшӗ, улттӑмӗш уйӑхӑн уйрӑмне ертсе пыраканӗ Ира — Иккеш ывӑлӗ, Фекоя ҫынни — пулнӑ, унӑн уйрӑмӗнче те ҫирӗм тӑватӑ пин ҫын пулнӑ.
10
Ҫиччӗмӗшӗ, ҫиччӗмӗш уйӑхӑн уйрӑмне ертсе пыраканӗ Пелон ҫынни Хелец, Ефрем йӑхӗнчен тухнӑскер, пулнӑ, унӑн уйрӑмӗнче те ҫирӗм тӑватӑ пин ҫын пулнӑ.
11
Саккӑрмӗшӗ, саккӑрмӗш уйӑхӑн уйрӑмне ертсе пыраканӗ Хуш ҫынни Совохай, Зара ӑрӑвӗнчен тухнӑскер, пулнӑ, унӑн уйрӑмӗнче те ҫирӗм тӑватӑ пин ҫын пулнӑ.
12
Тӑххӑрмӗшӗ, тӑххӑрмӗш уйӑхӑн уйрӑмне ертсе пыраканӗ Анафоф ҫынни Авиезер, Вениамин йӑхӗнчен тухнӑскер, пулнӑ, унӑн уйрӑмӗнче те ҫирӗм тӑватӑ пин ҫын пулнӑ.
13
Вуннӑмӗшӗ, вуннӑмӗш уйӑхӑн уйрӑмне ертсе пыраканӗ Нетофа ҫынни Магарай, Зара ӑрӑвӗнчен тухнӑскер, пулнӑ, унӑн уйрӑмӗнче те ҫирӗм тӑватӑ пин ҫын пулнӑ.
14
Вунпӗрмӗшӗ, вунпӗрмӗш уйӑхӑн уйрӑмне ертсе пыраканӗ Пирафон ҫынни Ванея, Ефрем йӑхӗнчен тухнӑскер, пулнӑ, унӑн уйрӑмӗнче те ҫирӗм тӑватӑ пин ҫын пулнӑ.
15
Вуниккӗмӗшӗ, вуниккӗмӗш уйӑхӑн уйрӑмне ертсе пыраканӗ Нетофа ҫынни Хелдай, Гофониил тӑхӑмӗ, пулнӑ, унӑн уйрӑмӗнче те ҫирӗм тӑватӑ пин ҫын пулнӑ.
16
Израиль йӑхӗсен пуҫлӑхӗсем вара ҫаксем пулнӑ: Рувим ывӑлӗсен — Зихри ывӑлӗ Елиезер; Симеонӑн — Мааха ывӑлӗ Сафатия;
17
Левийӗн — Кемуил ывӑлӗ Хашавия; Ааронӑн — Садок;
18
Иудӑн — Давид пиччӗшӗ Елиав; Иссахарӑн — Михаил ывӑлӗ Омри;
19
Завулонӑн — Овадия ывӑлӗ Ишмаия; Неффалимӑн — Азриил ывӑлӗ Иеримоф;
20
Ефрем ывӑлӗсенӗн — Азазия ывӑлӗ Осия; Манассия ҫур йӑхӗн — Федаия ывӑлӗ Иоиль;
21
Галаад ҫӗрӗнчи Манассия ҫур йӑхӗн — Захария ывӑлӗ Иддо; Вениаминӑн — Авенир ывӑлӗ Иаасиил;
22
Данӑн — Иерохам ывӑлӗ Азариил. Ҫаксем Израиль йӑхӗсен пуҫлӑхӗсем пулнӑ.
23
Давид ҫирӗм ҫулхисенчен кӗҫӗнреххисене шута илмен, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Израиль халӑхне тӳпери ҫӑлтӑрсем пекех йышлӑлатӑп, тенӗ.
24
Иоав, Саруия ывӑлӗ, халӑх йышне шутлама пуҫланӑ пулнӑ, анчах ӗҫне вӗҫлеймен. Ҫакӑншӑн Ҫӳлхуҫа Израиле ҫилленнӗ, вара ҫав шутлав Давид патшанӑн ҫулсеренхи кӗнекине кӗреймен.
25
Патша пурлӑхне Адиил ывӑлӗ Азмавеф сыхланӑ, уй-хирти, хуласемпе ялсенчи тата пашнесенчи пурлӑха вара Уззия ывӑлӗ Иоанафан пӑхса тӑнӑ;
26
уй-хирте ҫӗр ӗҫӗ тӑвакансене — Хелув ывӑлӗ Езрий;
27
иҫӗм ҫырли пахчисене — Рама ҫынни Шимей, иҫӗм ҫырли эрехне упракан вырӑнсене — Шефам ҫынни Завдий;
28
айлӑмри ҫу йывӑҫӗсемпе смоква йывӑҫӗсене — Гедер ҫынни Баал-Ханан, йывӑҫ ҫӑвне — Иоас;
29
Шаронра кӗтӳре ҫӳрекен шултӑра выльӑха — Шарон ҫынни Шитрай, айлӑмри выльӑха — Адлай ывӑлӗ Шафат;
30
тӗвесене — Исмаил ҫынни Овил, ашаксене — Мерониф ҫынни Иехдия;
31
вак выльӑха Агарь ҫынни Иазиз пӑхса тӑнӑ. Кусем пурте Давид патшан пурлӑхӗпе хуҫалӑхне тӗрӗслесе тӑракан пуҫлӑхсем пулнӑ.
32
Ионафан, Давид пиччӗшӗ, канашҫӑ пулнӑ, вӑл ӑслӑ ҫын, ҫыруҫӑ пулнӑ; Хахмоний ывӑлӗ Иехиил патша ачисем ҫумӗнче пулнӑ;
33
патша канашҫи Ахитофел пулнӑ; Архи ҫынни Хусий вара патшан тусӗ пулнӑ;
34
Ахитофел хыҫҫӑнхи канашҫӑсем — Ванея ывӑлӗ Иодай тата Авиафар; Иоав вара патшан ҫарпуҫӗ пулнӑ.
← Chapter 26
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 28 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29