bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Chronicles 24
1 Chronicles 24
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 23
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 25 →
1
Акӑ Аарон ывӑлӗсен ушкӑнӗсем: Аарон ывӑлӗсем: Надав, Авиуд, Елеазар тата Ифамар.
2
Надавпа Авиуд хӑйсен ашшӗнчен маларах вилнӗ, вӗсен ывӑл пулман, ҫавӑнпа та священник ӗҫӗсене Елеазарпа Ифамар ӗҫленӗ.
3
Елеазар ывӑлӗсемпе Ифамар ывӑлӗсене Давид, черетпе ӗҫлесе тӑччӑр тесе, икӗ ушкӑна пайланӑ, ӑна Елеазар тӑхӑмӗ Садок тата Ифамар тӑхӑмӗ Ахимелех пулӑшса тӑнӑ.
4
Елеазар йӑхӗнче ӑру пуҫӗсем Ифамар йӑхӗнчи ӑру пуҫӗсенчен ытларах пулнӑ. Елеазар йӑхӗнче вӗсем вунулттӑ, Ифамар йӑхӗнче саккӑр пулнӑ.
5
Вӗсене — Елеазарпа Ифамар ывӑлӗсене — шӑпа ярса уйӑрнӑ, вӗсем ӗнтӗ сӑваплӑ пӳлӗмре Турӑ умӗнче тӑмалли тӗп ҫынсем пулнӑ.
6
Ҫакна ҫырса пыраканӗ Шемаия — Нафанаил ывӑлӗ, левит-ҫыруҫӑ — пулнӑ, ҫырасса вӑл патша умӗнче, аслӑ ҫынсем умӗнче, Садок священник умӗнче, Авиафар ывӑлӗ Ахимелех умӗнче, священниксен тата левитсен кил-йышӗсен пуҫӗсем умӗнче ҫырса тӑнӑ: шӑпа туртнӑ чухне пӗрре Елеазар йӑхӗн ҫынни, тепре Ифамар йӑхӗн ҫынни шӑпа туртнӑ.
7
Пӗрремӗш шӑпа Иегоиарива тухнӑ, иккӗмӗшӗ — Иедаияна,
8
виҫҫӗмӗшӗ — Харима, тӑваттӑмӗшӗ — Сеорима,
9
пиллӗкӗмӗшӗ — Малхие, улттӑмӗшӗ — Миямина,
10
ҫиччӗмӗшӗ — Гаккоца, саккӑрмӗшӗ — Авияна,
11
тӑххӑрмӗшӗ — Иешуя, вуннӑмӗшӗ — Шеханияна,
12
вунпӗрмӗшӗ — Елиашива, вуниккӗмӗшӗ — Иакима,
13
вунвиҫҫӗмӗшӗ — Хушая, вунтӑваттӑмӗшӗ — Иешевава,
14
вунпиллӗкӗмӗшӗ — Вилгана, вунулттӑмӗшӗ — Имера,
15
вунҫиччӗмӗшӗ — Хезира, вунсаккӑрмӗшӗ — Гапицеца,
16
вунтӑххӑрмӗшӗ — Петахияна, ҫирӗммӗшӗ — Иезекииле,
17
ҫирӗм пӗрремӗшӗ — Иахина, ҫирӗм иккӗмӗшӗ — Гамула,
18
ҫирӗм виҫҫӗмӗшӗ — Делаияна, ҫирӗм тӑваттӑмӗшӗ Маазияна тухнӑ.
19
Ҫакӑ ҫынсене ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче ӗҫлеме суйласа илнӗ, ҫав ӗҫе вӗсен черетпе, Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри Аарона халалласа хӑварнӑ йӗрке тӑрӑх туса тӑмалла пулнӑ.
20
Левийӗн ытти ывӑлӗсем: Амрам ывӑлӗсенчен: Шуваил; Шуваил ывӑлӗсенчен: Иедия;
21
Рехавия ӑрӑвӗнчен: Рехавия ывӑлӗсенчен Ишшия пӗрремӗшӗ пулнӑ;
22
Ицгар ӑрӑвӗнчен: Шеломоф; Шеломоф ывӑлӗсенчен: Иахав;
23
Хеврон ывӑлӗсенчен: пӗрремӗшӗ — Иерия, иккӗмӗшӗ — Амария, виҫҫӗмӗшӗ — Иахазиил, тӑваттӑмӗшӗ — Иекамам.
24
Озиил ывӑлӗсенчен: Миха; Миха ывӑлӗсенчен: Шамир.
25
Миха пӗртӑванӗ Ишшия; Ишшия ывӑлӗсенчен: Захария.
26
Мерари ывӑлӗсем: Махли тата Муши; Иаазия ывӑлӗсенчен: Бено.
27
Мерари ывӑлӗн Иаазиян ывӑлӗсенчен: Бено тата Шогам, Заккур тата Иври.
28
Махли ывӑлӗ — Елеазар; Елеазарӑн ывӑл пулман.
29
Кисӑн: унӑн ывӑлӗсенчен: Иерахмиил;
30
Муши ывӑлӗсем: Махли, Едер тата Иеримоф. Кусем — левитсен, вӗсен ӑрӑвӗсен ывӑлӗсем.
31
Вӗсем те шӑпа туртнӑ: Давид патша умӗнче, Садокпа Ахимелех умӗнче, священниксемпе левитсен кил-йышӗсен пуҫӗсен умӗнче хӑйсен тӑванӗсемпе, Аарон ывӑлӗсемпе, пӗр танах шӑпа туртнӑ, кил-йыш пуҫӗсем хӑйсен кӗҫӗн тӑванӗсемпе пӗр тан пулнӑ.
← Chapter 23
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 25 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29