bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Chronicles 18
1 Chronicles 18
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 17
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 19 →
1
Ҫакӑн хыҫҫӑн Давид филистимсене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, парӑнтарнӑ вӗсене, филистимсен аллинчен вӑл Геф хулипе ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласене туртса илнӗ.
2
Вӑл ҫавӑн пекех моавсене те парӑнтарнӑ, — моавсем Давид чурисем пулса тӑнӑ, ӑна хырҫӑ тӳлеме пуҫланӑ.
3
Давид ӗнтӗ Адраазара, Сува патшине, Емафра ҫапса аркатнӑ, лешӗ ун чухне Евфрат хӗрринчи ҫӗре пӑхӑнтарма кайнӑ пулнӑ.
4
Давид унран пин ҫар урапи, ҫичӗ пин юланутҫӑ тата ҫирӗм пин ҫуран ҫын ярса илнӗ; ҫар урапи кӳлекен лашасен шӑнӑрӗсене каса-каса татнӑ, вӗсенчен ҫӗр урапа кӳлмелӗх ҫеҫ хӑварнӑ.
5
Сири ҫыннисем, Дамаскра пурӑнаканскерсем, Сува патшине Адраазара пулӑшма ҫитнӗ, анчах Давид вӗсен ҫирӗм икӗ пин ҫыннине пӗтерсе тӑкнӑ.
6
Давид вара Дамаск хулинче, Сирире, хурал ҫарӗ тӑратнӑ та, Сири ҫыннисем Давид чурисем пулса тӑнӑ, ӑна хырҫӑ тӳлеме пуҫланӑ. Кирек ӑҫта кайсассӑн та Давида Ҫӳлхуҫа пулӑшса пынӑ.
7
Давид ӗнтӗ Адраазар чурисенчен ылтӑн хулканӗсене туртса илсе вӗсене Иерусалима илсе кайнӑ.
8
Адраазар хулисенчен — Тивхафа хулипе Кун хулинчен — Давид темӗн чухлӗ пӑхӑр илсе килнӗ. Унран Соломон пӑхӑр тинӗс, юпасем тата пӑхӑр савӑт-сапа тутарнӑ.
9
Фой — Имаф патши — Давид Сува патшийӗн Адраазарӑн пӗтӗм ҫарне ҫӗмӗрсе тӑкни ҫинчен илтнӗ.
10
Вара вӑл Иорама, хӑйӗн ывӑлне, Давид патша патне янӑ: ӑна саламлама тата Адраазарпа ҫапӑҫнӑшӑн, ӑна ҫӗмӗрсе тӑкнӑшӑн тав тума хушнӑ; Фой хӑй те Адраазара хирӗҫ ҫапӑҫнӑ пулнӑ; вӑл Давид валли тӗрлӗрен ылтӑн, кӗмӗл, пӑхӑр савӑт-сапа парса янӑ.
11
Давид патша ҫакна ытти халӑхсенчен — Идумея, Моав, Аммон, Филисти, Амалик халӑхӗсенчен — ярса илнӗ ылтӑн-кӗмӗлпе пӗрле Ҫӳлхуҫана халалланӑ.
12
Авесса, Саруия ывӑлӗ, Тӑварлӑ айлӑмра идумейсен вунсакӑр пинлӗ ҫарне ҫӗмӗрсе тӑкнӑ;
13
Идумея ҫӗрӗнче хурал ҫарӗ тӑратнӑ та, идумейсем пурте Давид чурисем пулса тӑнӑ. Кирек ӑҫта кайсассӑн та Давида Ҫӳлхуҫа пулӑшса пынӑ.
14
Давид пӗтӗм Израиль патши пулнӑ, вӑл хӑйӗн пӗтӗм халӑхне тӳрӗ сут туса, тӗрӗссине туса тӑнӑ.
15
Саруия ывӑлӗ Иоав — ҫарпуҫ, Ахилуд ывӑлӗ Иосафат — кулленхи ӗҫсене ҫырса пыраканӗ,
16
Ахитув ывӑлӗ Садок тата Авиафар ывӑлӗ Авимелех — священник, Суса — ҫыруҫӑ,
17
Иодай ывӑлӗ Ванея вара хелефейсемпе фелефейсен пуҫлӑхӗ пулнӑ; Давид ывӑлӗсем патша ҫумӗнче пӗрремӗш ҫынсем пулнӑ.
← Chapter 17
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 19 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29