bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Chronicles 23
1 Chronicles 23
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 22
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 24 →
1
Ватӑлса ҫитсессӗн, мӗн тӑраниччен пурӑнсассӑн, Давид хӑйӗн ывӑлне Соломона Израиль патшине лартнӑ.
2
Вӑл Израилӗн мӗнпур пуҫлӑхне, священникне, левитне пуҫтарнӑ та
3
левитсене — вӑтӑр ҫулхисенчен пуҫласа унран аслӑраххисене — шута илсе тухнӑ, йӑлтах шутласассӑн вӗсем вӑтӑр сакӑр пин пулнӑ.
4
Вӗсене тӗрлӗ ӗҫ уйӑрса панӑ: ҫирӗм тӑватӑ пин ҫынна — Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи ӗҫсене йӗркелесе тӑма, ултӑ пинне — ҫыруҫӑ, тӳре пулма,
5
тӑватӑ пинне хапха умӗнче тӑма суйласа илнӗ, тӑватӑ пин ҫыннин вара Давид патша ятарласа Турра аслӑлама ӑсталанӑ кӗвӗ сӑпрайӗсемпе Ҫӳлхуҫана аслӑламалла пулнӑ.
6
Давид вӗсене Левий ывӑлӗсенӗн — Гирсонӑн, Каафӑн, Мерарин — ӑрӑвӗсем тӑрӑх пайласа тухнӑ.
7
Гирсон ӑрӑвӗнчен унта Лаедан тата Шимей пулнӑ.
8
Лаедан ывӑлӗсем: пӗрремӗшӗ Иехиил, Зефам тата Иоиль — виҫҫӗн.
9
Шимей ывӑлӗсем: Шиломиф, Хазиил тата Гаран — виҫҫӗн. Вӗсем Лаедан тӑхӑмӗсен пуҫлӑхӗсем пулнӑ.
10
Шимейӗн ытти ывӑлӗсем: Иахаф, Зиза, Иеуш тата Берия. Кусем — Шимей ывӑлӗсем, тӑваттӑн.
11
Иахаф — асли, Зиза иккӗмӗшӗ пулнӑ; Иеушпа Бериян ачисем йышлӑн пулман та, ҫавӑнпа вӗсем пӗр кил-йыш шутланнӑ.
12
Кааф ывӑлӗсем: Амрам, Ицгар, Хеврон тата Озиил — тӑваттӑн.
13
Амрам ывӑлӗсем: Аарон тата Моисей. Аарона ятарласа Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗм валли уйӑрса илнӗ, унӑн тата унӑн ывӑлӗсен ӗмӗр-ӗмӗрӗпех Ҫӳлхуҫа умӗнче ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмелле, ӗмӗр-ӗмӗрӗпех Ӑна ӗҫлесе тӑмалла, Унӑн ячӗпе пиллесе тӑмалла пулнӑ.
14
Моисее вара, Турӑ ҫыннине, тата унӑн ывӑлӗсене Левий йӑхӗн шутне кӗртнӗ.
15
Моисей ывӑлӗсем: Гирсон тата Елиезер.
16
Гирсон ывӑлӗсем: пӗрремӗшӗ Шевуил пулнӑ.
17
Елиезер ывӑлӗсем: пӗрремӗшӗ Рехавия пулнӑ. Елиезерӑн урӑх ывӑл пулман; Рехавиян вара ывӑл питӗ нумай пулнӑ.
18
Ицгар ывӑлӗсем: пӗрремӗшӗ — Шеломиф.
19
Хеврон ывӑлӗсем: пӗрремӗшӗ — Иерия, иккӗмӗшӗ — Амария, виҫҫӗмӗшӗ — Иахазиил, тӑваттӑмӗшӗ — Иекамам.
20
Озиил ывӑлӗсем: пӗрремӗшӗ — Миха, иккӗмӗшӗ — Ишшия.
21
Мерари ывӑлӗсем: Махли тата Муши. Махли ывӑлӗсем: Елеазар тата Кис.
22
Ӗнтӗ Елеазар вилнӗ, унӑн ывӑл пулман, хӗрсем кӑна пулнӑ; вӗсене Кис ывӑлӗсем, хӑйсен тӑванӗсем, качча илнӗ.
23
Муши ывӑлӗсем: Махли, Едер тата Иремоф — виҫҫӗн.
24
Вӗсем ӗнтӗ Левий ывӑлӗсем — ашшӗ килӗ тӑрӑх шутласа тухнӑскерсем, кил-йыш пуҫлӑхӗсем, пӗрерӗн ятран шута илнӗскерсем, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑракансем, ҫирӗм ҫулхинчен пуҫласа унтан аслӑраххисем — пулнӑ.
25
Давид ҫапла каланӑ: Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, Хӑйӗн халӑхне канлӗх пачӗ те ӑна Иерусалимра ӗмӗрлӗхе тӗплентерчӗ,
26
малашне левитсен кӗлӗ чатӑрне тата унӑн япалисене, кӗлӗ тунӑ чухне кирлӗ япаласене, ҫӗклесе ҫӳремелле пулмӗ, тенӗ.
27
Ҫавӑнпа ӗнтӗ Давид тутарнӑ юлашки ӗҫ левитсене — ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене — шута илсе тухни пулнӑ;
28
вӗсен Аарон ывӑлӗсем ҫумӗнче пулмалла пулнӑ, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне пӑхса тӑмалла, картишӗнче, хуралтӑ таврашӗнче ӗҫлесе тӑмалла, пур ҫӗрте те тасалӑха тытса тӑмалла, Турӑ Ҫурчӗ таврашӗнчи тӗрлӗ ӗҫе туса тӑмалла пулнӑ,
29
Турӑ умне хумалли ҫӑкӑрсене, тырӑ-пулӑ парни валли кӳрекен тулӑ ҫӑнӑхне, тутлӑлла пӗҫернӗ пашалусене, ытти пӗҫернӗ е ӑшаланӑ апат-ҫимӗҫе тӗрӗслесе, шутласа-виҫсе тӑмалла пулнӑ,
30
вӗсен ирсерен Ҫӳлхуҫана аслӑламалла, мухтавламалла пулнӑ, каҫхине те ҫавӑн пекех тумалла пулнӑ,
31
шӑматкунсенче, ҫӗнӗ уйӑх кунӗсенче тата уяв кунӗсенче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ чухне, ҫирӗплетнӗ йӗрке тӑрӑх, вӗсен яланах Ҫӳлхуҫа умӗнче пулмалла пулнӑ,
32
вӗсен Турӑ ирӗкне пӗлтерекен кӗлӗ чатӑрне сыхламалла, сӑваплӑ пӳлӗме пӑхса тӑмалла, хӑйсен тӑванӗсем священниксем, Аарон ывӑлӗсем, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче кӗлӗ тунӑ чухне вӗсене пулӑшса тӑмалла пулнӑ.
← Chapter 22
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 24 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29