bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Chronicles 26
1 Chronicles 26
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 25
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 27 →
1
Акӑ хапха хуралҫисен ушкӑнӗсем: Корей ӑрӑвӗнчен: Корей ывӑлӗ Мешелемия, вӑл — Асаф ывӑлӗсенчен.
2
Мешелемия ывӑлӗсем: малтанхи — Захария, иккӗмӗшӗ — Иедиаил, виҫҫӗмӗшӗ — Зевадия, тӑваттӑмӗшӗ — Иафниил,
3
пиллӗкӗмӗшӗ — Елам, улттӑмӗшӗ — Иегоханан, ҫиччӗмӗшӗ — Елиегоэнай.
4
Овед-Эдом ывӑлӗсем: малтанхи — Шемаия, иккӗмӗшӗ — Иегозавад, виҫҫӗмӗшӗ — Иоах, тӑваттӑмӗшӗ — Сахар, пиллӗкӗмӗшӗ — Нафанаил,
5
улттӑмӗшӗ — Аммиил, ҫиччӗмӗшӗ — Иссахар, саккӑрмӗшӗ — Пеульфай, ӗнтӗ Турӑ Овед-Эдома пиллӗх панӑ.
6
Унӑн Шемаия ятлӑ ывӑлӗн те хӑйсен ӑрӑвӗнче пуҫ пулса тӑракан ывӑлсем ҫуралнӑ, вӗсем паттӑр ҫынсем пулнӑ.
7
Шемаия ывӑлӗсем: Офни, Рефаил, Овед тата Елзавад, унӑн тӑванӗсем, вӑйлӑ ҫынсем: Елия, Семахия [тата Иеваком].
8
Ҫак ҫынсем пурте Овед-Эдом тӑхӑмӗсем пулнӑ; вӗсем, вӗсенӗн ывӑлӗсем, вӗсенӗн тӑванӗсем пултаруллӑ та тӑрӑшуллӑ ҫынсем пулнӑ: вӗсем Овед-Эдомӑн утмӑл иккӗн пулнӑ.
9
Мешелемиян пултаруллӑ ывӑлӗсем, тӑванӗсем пурӗ вунсаккӑрӑн пулнӑ.
10
Мерари йӑхӗнчи Хоса ывӑлӗсем: асли — Шимри, вӑл малтанхи ывӑл пулман пулсассӑн та, ашшӗ ӑна асли пулма лартнӑ;
11
иккӗмӗшӗ — Хелкия, виҫҫӗмӗшӗ — Тевалия, тӑваттӑмӗшӗ — Захария; Хосан ывӑлӗсемпе тӑванӗсем пурӗ вунвиҫҫӗн пулнӑ.
12
Ҫак ҫынсем — хапха хуралҫисен пуҫлӑхӗсем, вӗсем — кил-йыш пуҫӗсем, вӗсен тӑванӗсемпе пӗрле Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче ӗҫлемелле пулнӑ.
13
Кашни хапха тӗлӗшӗнчен вӗсем хӑйсен кил-йышӗ тӑрӑх асли те, кӗҫӗнни те шӑпа сиктернӗ.
14
Шелемияна шӑпа тухнӑ — унӑн тухӑҫ енчи хапхана сыхламалла пулнӑ; Захарийӑна — унӑн ывӑлне, ӑслӑ канашҫӑна — шӑпа ярсассӑн ҫурҫӗр енӗ тухнӑ;
15
Овед-Эдома кӑнтӑр енӗ тухнӑ, унӑн ывӑлӗсене вара тӗрлӗ пурлӑх управӑшӗсем лекнӗ.
16
Шупимпа Хосан анӑҫ енче Шаллехет хапхи умӗнче тӑмалла пулнӑ, ку вырӑнта ҫул тӑвалла хӑпарнӑ. Хуралҫӑсем тӗлме-тӗл тӑнӑ.
17
Тухӑҫ енче кунсерен — ултшар левит, ҫурҫӗр енче кунсерен — тӑватшар, кӑнтӑр енче кунсерен — тӑватшар, пурлӑх управӑшӗсем патӗнче икшер левит тӑнӑ.
18
Анӑҫ енчи картишӗнче тӑватӑ хуралҫӑ, картиш енне каякан ҫул ҫинче икшер хуралҫӑ тӑнӑ.
19
Ҫаксем ӗнтӗ — хапха хуралҫисен, Корей ывӑлӗсемпе Мерари ывӑлӗсен, ушкӑнӗсем.
20
Левитсемех, вӗсен тӑванӗсем, Турӑ Ҫуртӗнчи хаклӑ япаласене тата халалланӑ япаласен управӑшӗсене пӑхса тӑнӑ;
21
вӗсем Герсон ывӑлӗн Лаеданӑн ывӑлӗсем пулнӑ. Лаеданран, Герсон ывӑлӗнчен, кил-йыш пуҫӗ Иехиел тухнӑ.
22
Иехиел ывӑлӗсем: Зефампа унӑн пӗртӑванӗ Иоиль, вӗсем Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи хаклӑ япаласен управӑшӗсене пӑхса тӑнӑ;
23
вӗсем ҫак ӗҫе Амрам, Ицгар, Хеврон тата Озиил тӑхӑмӗсемпе пӗрле туса тӑнӑ.
24
Шевуил — Моисей ывӑлӗн Гирсонӑн ывӑлӗ — хаклӑ япаласен управӑшӗсене пӑхса тӑракансенӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ.
25
Елиезерӑн, Шевуил пӗртӑванӗн, Рехавия ятлӑ ывӑл пулнӑ; Рехавия ывӑлӗ — Исаия, Исаия ывӑлӗ — Иорам, Иорам ывӑлӗ — Зихрий, Зихрий ывӑлӗ — Шеломиф.
26
Шеломифпа унӑн тӑванӗсем вара Давид патшапа кил-йыш пуҫӗсем, пинпӳсемпе ҫӗрпӳсем тата ҫарпуҫсем Турра халалласа панӑ хаклӑ япаласен управӑшӗсене пӑхса тӑнӑ.
27
Вӑрҫӑра туртса илнӗ тупӑша вӗсем Ҫӳлхуҫа Ҫуртне тытса тӑма халалласа панӑ.
28
Самуил пророк халаллани те, Кис ывӑлӗ Саул, Нир ывӑлӗ Авенир, Саруия ывӑлӗ Иоав халалласа пани те пӗтӗмпех Шеломифпа унӑн тӑванӗсен аллинче пулнӑ.
29
Ицгар ӑрӑвӗнчен: Хенанияпа ун ывӑлӗсене, ҫыруҫӑсемпе тӳресем пулса, Израилӗн тулашри ӗҫӗсене туса пыма уйӑрнӑ.
30
Хеврон ӑрӑвӗнчен: Хашавияпа ун тӑванӗсем — хастар ҫынсем, пин те ҫичҫӗр ҫын — Израильре, Иордан ку енчи анӑҫ ҫӗрӗнче Ҫӳлхуҫашӑн мӗнле ӗҫлесе тӑнине, патша ӗҫӗ мӗнле пулса пынине сӑнаса тӑнӑ.
31
Хеврон ҫыннисен пуҫлӑхӗ Хеврон ӑрӑвӗн ҫынни Иерия пулнӑ. Давид хӗрӗхмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне вӗсене шута илсе тухнӑ, вӗсем хушшинче Галаад ҫӗрӗнчи Иазер хулинче хӑюллӑ ҫынсем тупӑннӑ.
32
Вара Давид патша унӑн тӑванӗсене — пултаруллӑ ҫынсене, кил-йыш пуҫӗсене, пурӗ пин те ҫичҫӗр ҫынна — Рувимпа Гад йӑхӗсем тата Манассиян ҫур йӑхӗ Турӑ ӗҫӗсене тата патша ӗҫӗсене мӗнле туса тӑнине пӑхса тӑма лартнӑ.
← Chapter 25
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 27 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29