bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Chronicles 7
1 Chronicles 7
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 6
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 8 →
1
Иссахар ывӑлӗсем: Фола, Фуа, Иашув тата Шимрон — тӑваттӑн.
2
Фола ывӑлӗсем: Уззий, Рефаия, Иериил, Иахмай, Ивсам тата Самуил, вӗсем — Фола ӑрӑвӗн кил-йышӗсен пуҫлӑхӗсем, вӗсем тата вӗсен тӑхӑмӗсем вӑрҫа хастар ҫынсем пулнӑ; Давид вӑхӑтӗнче вӗсен йышӗ ҫирӗм икӗ пин те ултҫӗр ҫын шутланнӑ.
3
Уззий ывӑлӗсем: Израхия; Израхия ывӑлӗсем вара: Михаил, Овадиа, Иоиль тата Ишшия — пиллӗкӗн. Вӗсем пурте пуҫлӑхсем.
4
Вӑрҫӑ тухас пулсассӑн вӗсен йӑхӗнчен, ӑрӑвӗсенчен ҫапӑҫма хатӗррисем вӑтӑр ултӑ пин ҫын шутланнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсен арӑмӗсемпе ывӑлӗсем нумай пулнӑ.
5
Йӑх-кӑк ҫырӑвне кӗртнӗ тӑрӑх, Иссахарӑн мӗнпур ӑрӑвӗнче вӑрҫа хастар ҫынсем сакӑрвунӑ ҫичӗ пин шутланнӑ.
6
Вениамин ывӑлӗсем: Бела, Бехер тата Иедиаил — виҫҫӗн.
7
Бела ывӑлӗсем: Ецбон, Уззий, Уззиил, Иеримоф тата Ири — пиллӗкӗн; вӗсем ӑру пуҫлӑхӗсем, вӑрҫа хастар ҫынсем пулнӑ. Йӑх-кӑк ҫырӑвӗнче вӗсем ҫирӗм икӗ пин те вӑтӑр тӑватӑ ҫын шутланнӑ.
8
Бехер ывӑлӗсем: Земира, Иоаш, Елиезер, Елиоенай, Омри, Иремоф, Авия, Анафоф тата Алемеф — ҫаксем пурте Бехер ывӑлӗсем.
9
Йӑх-кӑк ҫырӑвӗнче вӗсене ӑрӑвӗсем тӑрӑх, ӑру пуҫлӑхӗсем тӑрӑх кӑтартсассӑн, вӗсен вӑрҫа хастар ҫынсем ҫирӗм пин те икҫӗр шутланнӑ.
10
Иедиаил ывӑлӗсем: Билган. Билган ывӑлӗсем: Иеус, Вениамин, Егуд, Хенаана, Зефан, Фарсис тата Ахишахар.
11
Иедиаилӑн ҫак ывӑлӗсем пурте хӑйсен ӑрӑвӗсен пуҫлӑхӗсем, вӑрҫа хастар ҫынсем пулнӑ; вӑрҫа кӗме пултараканнисен шучӗ вунҫичӗ пин те икҫӗр ҫын шутланнӑ.
12
Шупим тата Хупим — Ир ывӑлӗсем; Хушим — Ахер ывӑлӗ.
13
Неффалим ывӑлӗсем: Иахцеил, Гуни, Иецер тата Шиллем, кусем — Валла ачисем.
14
Манассия ывӑлӗсем: Асриил, ӑна Манассияна ҫум-арӑмӗ, Арамея хӗрарӑмӗ, ҫуратса панӑ; вӑлах Галаад ашшӗне Махира ҫуратнӑ.
15
Махир вара Хупимпа Шупимӑн пӗртӑванне, Мааха ятлӑ хӗре, качча илнӗ; Манассиян иккӗмӗш ывӑлӗ Салпаад ятлӑ пулнӑ. Салпаадӑн хӗрсем ҫеҫ пулнӑ.
16
Махир арӑмӗ Мааха ывӑл ҫуратнӑ та ӑна Кереш ят панӑ, унӑн пӗртӑванне Шереш ят хунӑ; Шереш ывӑлӗсем: Улам тата Рекем.
17
Улам ывӑлӗ: Бедан. Ҫаксем ӗнтӗ Манассияран ҫуралнӑ Махир ывӑлӗн Галаадӑн ывӑлӗсем.
18
Махирпа пӗртӑван Молехеф ятлӑ хӗртен Ишгод, Авиезер тата Махла ҫуралнӑ.
19
Шемида ывӑлӗсем ҫаксем пулнӑ: Ахиан, Шехем, Ликхи тата Аниам.
20
Ефрем ывӑлӗсем: унӑн ывӑлӗ Шутелах, унӑн ывӑлӗ Беред, унӑн ывӑлӗ Фахаф, унӑн ывӑлӗ Елеада, унӑн ывӑлӗ Фахаф,
21
унӑн ывӑлӗ Завад, унӑн ывӑлӗ Шутелах тата Езерпа Елеад. Вӗсене Геф ҫыннисем, ҫав ҫӗрте ҫуралнӑскерсем, хӑйсен кӗтӗвне туртса илме тӑнӑшӑн вӗлернӗ.
22
Вӗсен ашшӗ Ефрем вӗсемшӗн темиҫе кун макӑрнӑ, тӑванӗсем ӑна лӑплантарма пынӑ.
23
Ун хыҫҫӑн вӑл хӑйӗн арӑмӗ патне кӗнӗ, арӑмӗ йывӑр ҫын пулнӑ та ывӑл ача ҫуратса панӑ, вӑл ӑна Берия тесе ят хунӑ, мӗншӗн тесессӗн унӑн килне хуйхӑ ҫитнӗ.
24
Ефремӑн тата Шеера ятлӑ хӗрӗ пулнӑ. Вӑл Анатри Беф-Орона, Тури Беф-Орона тата Уззен-Шеерӑна туса лартнӑ.
25
Унӑн тата ывӑлӗсем Рефайпа Решеф пулнӑ, Решеф ывӑлӗ — Фелах, унӑн ывӑлӗ Фахан,
26
унӑн ывӑлӗ Лаедан, унӑн ывӑлӗ Аммиуд, унӑн ывӑлӗ Елишама,
27
унӑн ывӑлӗ Нон, унӑн ывӑлӗ Иисус пулнӑ.
28
Вӗсем тытса тӑракан ҫӗрсем тата пурӑнакан ҫӗрӗсем ҫаксем пулнӑ: Вефильпе ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласем; тухӑҫ енче — Нааран, анӑҫ енче — Гезерпа ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласем; Сихем тата ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласем — Газӑпа ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласем патне ҫитиччен.
29
Манассия ывӑлӗсен ҫӗрӗ ҫумӗнчи Беф-Санпа ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласем, Фаанахпа ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласем, Мегиддопа ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласем, Дорпа ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласем. Ҫак хуласенче Израиль ывӑлӗн Иосифӑн ывӑлӗсем пурӑннӑ.
30
Асир ывӑлӗсем: Имна, Ишва, Ишви, Берия тата вӗсемпе пӗртӑван хӗр Серах.
31
Берия ывӑлӗсем: Хевер тата Малхиил. Малхиил вӑл — Бирзаиф ашшӗ.
32
Хевертан вара Иафлет, Шомер, Хофам тата вӗсемпе пӗртӑван хӗр Шуя ҫуралнӑ.
33
Иафлет ывӑлӗсем: Пасах, Бимгал тата Ашваф. Кусем — Иафлет ывӑлӗсем.
34
Шемер ывӑлӗсем: Ахи, Рохга, Ихубба тата Арам.
35
Шемерпа пӗртӑван Гелем ывӑлӗсем: Цофах, Имна, Шелеш тата Амал.
36
Цофах ывӑлӗсем: Суах, Харнефер, Шуал, Бери, Имра,
37
Бецер, Год, Шамма, Шилша, Ифран тата Беера.
38
Иефер ывӑлӗсем: Иефунни, Фиспа тата Ара.
39
Улла ывӑлӗсем: Арах, Ханниил тата Риция.
40
Ҫаксем пурте — Асир ывӑлӗсем, ӑру пуҫӗсем, чи лайӑххисем, вӑрҫа хастаррисем, тӗп пуҫлӑхсем. Вӗсен йӑхӗ-кӑкӗ ҫырӑвӗнче вӑрҫа юрӑхлисем ҫирӗм ултӑ пин ҫын шутланнӑ.
← Chapter 6
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 8 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29