bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Chronicles 12
1 Chronicles 12
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 11
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 13 →
1
Давид Кис ывӑлӗнчен Саултан пытанса пурӑннӑ чухне ун патне Секелага ҫак ҫынсем те пынӑ, вӗсем ҫапӑҫура пулӑшнӑ хӑюллӑ ҫынсем пулнӑ.
2
Вӑрҫӑ кӑралӗпе авӑрланнӑ, чулравран сылтӑм аллипе те, сулахай аллипе те чул перекенсем, ухӑпа ҫӗмрен яракансем — вӗсем Саул тӑванӗсем, Вениамин йӑхӗн ҫыннисем пулнӑ:
3
вӗсен пуҫлӑхӗ Ахиезер тата Иоас — Гива ҫыннин Шемаян ывӑлӗсем; Иезиел тата Фелет — Азмавеф ывӑлӗсем; Бераха тата Иегу — Анафоф ҫыннисем;
4
Гаваон ҫынни Ишмаия — вӑтӑр паттӑртан пӗри тата вӑтӑр ҫын пуҫлӑхӗ; Иеремия, Иахазиил, Иоханан тата Гедера ҫынни Иозавад;
5
Елузай, Иеримоф, Веалия, Шемария, Хариф ҫынни Сафатия;
6
Корей ҫыннисем Елкана, Ишшияху, Азариил, Иоезер тата Иошавам;
7
Иоела тата Завадия — Гедор хулинчи Иерохам ывӑлӗсем.
8
Давид патне пушхире, хӳтӗлӗх вырӑна, ун енне куҫнӑ Гад ҫыннисем те пынӑ, вӗсем вӑрҫа хастар, хӑюллӑ, вӑрҫӑ кӑралӗпе — хулканпа та сӑнӑпа — авӑрланнӑ паттӑр ҫынсем пулнӑ; сӑнӗ-пичӗ вӗсен — арӑсланӑнни пек, вӗсем — хир качаки пек вичкӗн.
9
Аслӑ пуҫлӑхӗ Езер пулнӑ, иккӗмӗшӗ Овадия, виҫҫӗмӗшӗ Елиав,
10
тӑваттӑмӗшӗ Мишманна, пиллӗкӗмӗшӗ Иеремия,
11
улттӑмӗшӗ Афай, ҫиччӗмӗшӗ Елиел,
12
саккӑрмӗшӗ Иоханан, тӑххӑрмӗшӗ Елзавад,
13
вуннӑмӗшӗ Иеремия, вунпӗрмӗшӗ Махбанай.
14
Вӗсем, Гад йӑхӗн ывӑлӗсем, ҫарпуҫсем пулнӑ: кӗҫӗнни ҫӗр ҫынпа, асли пин ҫынпа танлашнӑ.
15
Шӑпах ҫавсем ӗнтӗ пӗрремӗш уйӑхра, Иордан ейӗве кайнӑ чухне, Иордан урлӑ каҫнӑ та унти айлӑмсенче, тухӑҫ енче тата анӑҫ енче пурӑнакансене хӑваласа янӑ.
16
Давид патне хӳтӗлӗх вырӑна Вениаминпа Иуда ывӑлӗсем те пынӑ.
17
Давид вӗсене хирӗҫ тухнӑ та ҫапла каланӑ: эсир ман патӑма ырӑ кӑмӑлпа, мана пулӑшас тесе килтӗр пулсассӑн, манӑн сирӗнпе пӗр чӗре пултӑр; эхер те эсир мана аллӑм айӑплӑ мар ҫӗртенех ултавлӑ майпа тӑшмансене сутас шухӑшлӑ пулсассӑн, ҫакна аттемӗрсен Турри курса татса патӑр, тенӗ.
18
Амасая, вӑтӑр ҫын пуҫлӑхне, сывлӑш хупӑрласа илнӗ те, вӑл ҫапла каланӑ: Давид, сана тӑнӑҫлӑх пултӑр, Иессей ывӑлӗ, эпир санпала; сана тӑнӑҫлӑх пултӑр, сана пулӑшакансене те тӑнӑҫлӑх пултӑр: сана Турру пулӑшать! Давид вара вӗсене йышӑннӑ та ҫарпуҫсем пулма лартнӑ.
19
Манассия йӑхӗн хӑш-пӗр ҫыннисем те Давид енне куҫнӑ, ун чухне Давид филистимсемпе Саула хирӗҫ ҫапӑҫма кайнӑ пулнӑ, анчах вӗсене пулӑшман, мӗншӗн тесессӗн Филисти ҫулпуҫӗсем хӑйсем хушшинче канашласа илнӗ хыҫҫӑн, «вӑл хӑйӗн хуҫи Саул енне куҫӗ те пирӗн пуҫ чӗрӗ юлмӗ» тесе, ӑна хӑйсенчен уйӑрса янӑ.
20
Давид Секелага таврӑннӑ чухне вара Манассия йӑхӗн ҫак ҫыннисем ун енне куҫнӑ: Аднах, Иозавад, Иедиаел, Михаил, Иозавад, Елигу тата Цилльфай — Манассия йӑхӗнчи пинпӳсем.
21
Вӗсем Давида эшкерсене хирӗҫ ҫапӑҫма пулӑшнӑ: вӗсем пурте хӑюллӑ ҫынсем, ҫарпуҫсем пулнӑ.
22
Давида пулӑшас текен ҫынсем куллен-кунах килсе тӑнӑ, ӗнтӗ унӑн ҫарӗ Турӑ ҫарӗ пекех ӳссе кайнӑ.
23
Ҫӳлхуҫа хушнипе Саул патшалӑхне Давида парас тесе Хеврона пынӑ ҫарпуҫсем ҫаксем:
24
Иуда ывӑлӗсем — хулканпа та сӑнӑпа авӑрланнӑскерсем, вӑрҫа кӗме хатӗр тӑракансем — ултӑ пин те сакӑрҫӗр ҫын пулнӑ;
25
Симеон ывӑлӗсем — хӑюллӑ ҫынсем, вӑрҫа кӗме хатӗр тӑракансем — ҫичӗ пин те ҫӗр ҫын пулнӑ;
26
Левий ывӑлӗсем — тӑватӑ пин те ултҫӗр ҫын;
27
Аарон ӑрӑвӗнчи Иоддай ҫулпуҫ тата унпа пӗрле виҫӗ пин те ҫичҫӗр ҫын;
28
хӑюллӑ яш ача Садок тата унӑн йӑхӗнчи ҫирӗм икӗ пуҫлӑх;
29
Вениамин ывӑлӗсем, Саул тӑванӗсем — виҫӗ пин ҫын, анчах вӗсенчен чылайӑшӗ Саул килӗ майлӑ пулнӑ-ха;
30
Ефрем ывӑлӗсем — ҫирӗм пин те сакӑрҫӗр ҫын, хӑюллӑскерсем, хӑйсен йӑхӗнче паллӑ ҫынсем;
31
Манассиян ҫур йӑхӗнчен — вунсакӑр пин ҫын, вӗсене Давида патшана лартма ятран чӗнсе илнӗ пулнӑ;
32
Иссахар ывӑлӗсенчен лару-тӑрӑва ӑнланакан ҫынсем, Израилӗн хӑҫан мӗн тумаллине пӗлекенскерсем, икҫӗр аслӑ ҫын килнӗ, вӗсене итлесе тӑракан мӗнпур тӑванӗ те вӗсемпе пӗрле пулнӑ;
33
Завулон йӑхӗнчен аллӑ пин ҫын килнӗ, вӗсем вӑрҫа кӗме хатӗр, ҫар кӑралӗпе авӑрланнӑ, пӗр шухӑшлӑ ҫынсем пулнӑ;
34
Неффалим йӑхӗнчен — пин пуҫлӑх, вӗсемпе пӗрле — хулканпа та сӑнӑпа авӑрланнӑ вӑтӑр ҫичӗ пин ҫын;
35
Дан йӑхӗнчен — вӑрҫа кӗме хатӗр ҫирӗм сакӑр пин те ултҫӗр ҫын;
36
Асир йӑхӗнчен — ҫапӑҫӑва кӗме хатӗр хӗрӗх пин ҫар ҫынни;
37
Иордан леш енчи Рувимпа Гад йӑхӗсенчен тата Манассиян ҫур йӑхӗнчен тӗрлӗ кӑралпа авӑрланнӑ ҫӗр ҫирӗм пин ҫын килнӗ.
38
Ҫав ҫар ҫыннисем йӗркеленсе тӑрса, тулли кӑмӑлпа Хеврона — Давида пӗтӗм Израиль патшине лартмашкӑн — пынӑ. Израилӗн ытти ҫыннисем те Давида патшана лартас тӗлӗшпе пӗр шухӑшлӑ пулнӑ.
39
Давид патӗнче вӗсем виҫӗ кун пулнӑ, ӗҫнӗ-ҫинӗ, мӗншӗн тесессӗн тӑванӗсем вӗсем валли пӗтӗмпех хатӗрлесе хунӑ пулнӑ;
40
ҫавӑнта ҫывӑхра пурӑнакансем те — Иссахар, Завулон, Неффалим йӑхӗсем таранах — ашаксемпе те, тӗвесемпе те, ашакла лашасемпе те, вӑкӑрсемпе те темӗн чухлӗ ӗҫме-ҫиме: ҫӑнӑх, смоква, иҫӗм ҫырли, эрех, йывӑҫ ҫӑвӗ илсе килнӗ, шултӑра выльӑхӗпе вак выльӑхне те питӗ нумай илсе пынӑ, мӗншӗн тесессӗн Израильшӗн пысӑк савӑнӑҫ ҫитнӗ.
← Chapter 11
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 13 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29