bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Chronicles 14
1 Chronicles 14
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 13
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 15 →
1
Хирам, Тир патши, Давид патне элчӗсем янӑ, вӑл ун валли кермен лартма кедр йывӑҫӗ тата чул купалакансемпе каскалакансене ӑсатнӑ.
2
Давид ӗнтӗ хӑйне Ҫӳлхуҫа Израиль патши пулма ҫирӗплетнине, унӑн патшалӑхне Израиль халӑхӗшӗн ҫӗкленине курнӑ.
3
Давид Иерусалимра тата арӑмсем илнӗ, вара Давидӑн татах ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ.
4
Акӑ Иерусалимра ҫуралнӑ ачисен ячӗсем: Самус, Совав, Нафан, Соломон,
5
Евеар, Елисуя, Елфалет,
6
Ногах, Нафек, Иафиа,
7
Елисама, Веелиада тата Елифалеф.
8
Филистимсем Давида пӗтӗм Израиль патши пулма ҫу сӗрнине илтнӗ те пурте Давида шырама тапранса тухнӑ. Давид ҫакӑн ҫинчен пӗлнӗ те вӗсене хирӗҫ тухнӑ.
9
Филистимсем Рефаимсен айлӑмӗнче чарӑнса тӑнӑ.
10
Давид ӗнтӗ Турра ҫапла каласа тархасланӑ: филистимсене хирӗҫ каймалла-и манӑн, вӗсене манӑн аллӑма парӑн-и? тенӗ. Ҫӳлхуҫа ӑна: кай, Эпӗ вӗсене санӑн аллуна парӑп, тенӗ.
11
Вара Давидпа унӑн ҫыннисем Ваал-Перацим патне кайнӑ та унта филистимсене аркатса тӑкнӑ; ҫавӑн чухне Давид каланӑ: Турӑ манӑн тӑшмансене хамӑн аллӑмпах, пӗвене татса кайнӑ шыв пек, ҫӗмӗрсе тӑкрӗ, тенӗ. Ҫавӑнпа ҫак вырӑна Ваал-Перацим тесе ят панӑ.
12
Филистимсем хӑйсен туррисене пӑрахсах тарнӑ, Давид хушнипе вӗсене вут-ҫулӑмпа ҫунтарса янӑ.
13
Филистимсем каллех килнӗ те айлӑмра чарӑнса тӑнӑ.
14
Давид хальхинче те Турра тархасланӑ, Турӑ ӑна ҫапла каланӑ: вӗсем патне тӳррӗн ан кай, вӗсенчен пӑрӑн та пурҫӑн йывӑҫҫисем енчен пыр;
15
пурҫӑн йывӑҫҫисем тӑрринче ура сасси пек сасӑ илтӗнсессӗн ҫапӑҫӑва кӗр, ку ӗнтӗ филистимсен тапӑрне пӗтерме Турӑ сан умна тухни пулӗ, тенӗ.
16
Давид Турӑ хушнӑ пек тунӑ; ӗнтӗ филистимсен тапӑрне Гаваонран пуҫласа Газер таранах ҫӗмӗрсе тӑкнӑ.
17
Ҫакӑн хыҫҫӑн Давид ячӗ пӗтӗм ҫӗрӗ-шывӗпе саланнӑ, Ҫӳлхуҫа ытти халӑхсене унран хӑраса тӑмалла тунӑ.
← Chapter 13
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 15 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29