bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Chronicles 15
1 Chronicles 15
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 14
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 16 →
1
Хӑй хулинче Давид тата та ҫуртсем лартнӑ, Турӑ саккунӗн арчи валли вырӑн хатӗрленӗ, ун валли чатӑр тунӑ.
2
Ҫавӑн чухне Давид каланӑ: Турӑ арчине, левитсемсӗр пуҫне, никамӑн та ҫӗклемелле мар, мӗншӗн тесессӗн вӗсене Турӑ арчине ҫӗклеме тата ӗмӗр-ӗмӗр Хӑйшӗн ӗҫлесе тӑма Ҫӳлхуҫа Хӑй суйласа илнӗ, тенӗ.
3
Турӑ саккунӗн арчине ун валли хатӗрленӗ вырӑна куҫарса килме Давид Израиль ҫыннисене пурне те Иерусалима пуҫтарнӑ.
4
Давид ӗнтӗ Аарон ывӑлӗсемпе левитсене чӗнсе илнӗ:
5
унта Кааф ывӑлӗсенчен ҫӗр ҫирӗм ҫын пулнӑ, вӗсен пуҫлӑхӗ Уриил пулнӑ;
6
Мерари ывӑлӗсенчен — икҫӗр ҫирӗм ҫын, вӗсен пуҫлӑхӗ Асаия;
7
Гирсон ывӑлӗсенчен — ҫӗр вӑтӑр ҫын, вӗсен пуҫлӑхӗ Иоиль;
8
Елисафан ывӑлӗсенчен — икҫӗрӗн, вӗсен пуҫлӑхӗ Шемаия;
9
Хеврон ывӑлӗсенчен — сакӑрвуннӑн, вӗсен пуҫлӑхӗ Елиел;
10
Узиил ывӑлӗсенчен — ҫӗр вуниккӗн, вӗсен пуҫлӑхӗ Аминадав.
11
Давид вара Садокпа Авиафар священниксене тата Уриил, Асаия, Иоиль, Шемаия, Елиел, Аминадав левитсене чӗнсе илнӗ те
12
вӗсене ҫапла каланӑ: эсир, левит тӑхӑмӗсен пуҫлӑхӗсем, хӑвӑр та тасалӑр, тӑванӑрсем те тасалччӑр, вара Ҫӳлхуҫанӑн, Израиль Туррийӗн, арчине эпӗ ун валли хатӗрленӗ вырӑна куҫарса килӗр,
13
леш хутӗнче эпир ҫакна мӗнле тумаллине Турӑран ыйтмарӑмӑр та, ҫав ӗҫе эсир тумарӑр та, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр пире ҫапса ӳкерчӗ, тенӗ.
14
Вара священниксемпе левитсем Ҫӳлхуҫанӑн, Израиль Туррийӗн, арчине ҫӗклесе килмешкӗн тасалса тӑнӑ.
15
Моисей Ҫӳлхуҫа сӑмахне пӗлтерсе хушса хӑварнӑ пек, левитсен ывӑлӗсем Турӑ арчине хулпуҫҫи ҫинче шалчасем хурса ҫӗклесе пынӑ.
16
Давид ӗнтӗ левитсен пуҫлӑхӗсене хӑйсен юрӑҫӑ тӑванӗсене кӗвӗ сӑпрайӗсемпе тӑратса тухма хушнӑ, лешӗсен псалтирь, цитра, кимвал тытса савӑнӑҫ кӗввине янӑравлӑн каламалла пулнӑ.
17
Левитсем вара Иоиль ывӑлне Емана, унӑн тӑванӗсене тата Верехия ывӑлне Асафа, Мерари йӑхӗн ҫыннине Ефана, Кушаия ывӑлне, уйӑрса илнӗ;
18
вӗсене ҫак тӑванӗсем пулӑшса тӑмалла пулнӑ: Захария, Бен, Иаазиил, Шемирамоф, Иехиил, Унний, Елиав, Ванея, Маасей, Маттафия, Елифлеуй, Микней, Овед-Эдом тата Иеиел, кусем хапха хуралҫисем пулнӑ.
19
Еман, Асаф тата Ефан пӑхӑр кимвал ҫапса янӑраттарнӑ.
20
Захария, Азиил, Шемирамоф, Иехиил, Унний, Елиав, Маасей, Ванея вара псалтирь каласа ҫинҫе сасӑпа юрланӑ.
21
Маттафия, Елифлеуй, Микней, Овед-Эдом, Иеиел тата Азазия цитра каласа хулӑн сасӑпа юрланӑ.
22
Левитсен пуҫлӑхӗ Хенания юрӑ-кӗвӗшӗн явапли пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл юрӑ ӑсти пулнӑ.
23
Верехия тата Елкана Турӑ саккунӗн арчине хуралласа пынӑ.
24
Шевания, Иосафат, Нафанаил, Амасай, Захария, Ванея, Елиезер священниксем Турӑ саккунӗн арчи умӗнче трупа кӑшкӑртса пынӑ. Овед-Эдом тата Иехия вара Турӑ арчине хуралласа пынӑ.
25
Ҫапла Давидпа Израилӗн аслӑ ҫыннисем тата пинпӳсем Ҫӳлхуҫа халалӗн арчине Овед-Эдом ҫуртӗнчен хаваслӑн куҫарса килме тухнӑ.
26
Ҫӳлхуҫа халалӗн арчине ҫӗклесе пыракан левитсене Турӑ пулӑшнӑ, вӗсем вара ҫичӗ пӑру тата ҫичӗ така пусса парне кӳнӗ.
27
Давид виссон тум тӑхӑннӑ пулнӑ, ҫавӑн пекех Турӑ саккунӗн арчине ҫӗклесе пыракан левитсем те, юрӑҫӑсем те, кӗвӗ калакансемпе юрӑҫӑсен пуҫлӑхӗ Хенания та ҫавӑн йышши тумпах пулнӑ. Давид ҫинче тата йӗтӗн ефод пулнӑ.
28
Ҫапла пӗтӗм Израиль, хавассӑн кӑшкӑрса, мӑйракапа трупа кӑшкӑртса, кимвал ҫапса, псалтирь тата цитра каласа, Ҫӳлхуҫа халалӗн арчине куҫарса килнӗ.
29
Ҫӳлхуҫа халалӗн арчине Давид хулине илсе кӗнӗ чухне Мелхола, Саул хӗрӗ, чӳречерен пӑхса тӑнӑ пулнӑ, савӑнса сиккелесе пыракан Давид патшана курсассӑн, вӑл ӑна хӑйӗн ӑшӗнче хурланӑ.
← Chapter 14
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 16 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29