bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Chronicles 22
1 Chronicles 22
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 21
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 23 →
1
Давид каланӑ: ҫакӑнта Израиль халӑхӗ валли Ҫӳлхуҫа Туррӑн Ҫурчӗ тата пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнӗ пулӗ, тенӗ.
2
Давид вара Израиль ҫӗрӗ ҫине аякран килнӗ ҫынсене пуҫтарма хушнӑ, вӑл вӗсен хушшинчен чул касакансене суйласа илнӗ те ҫавсене Турӑ Ҫурчӗ валли чул чутлама тӑратнӑ.
3
Давид хапха алӑкӗсем валли пӑталӑх тата хытаркӑчсем валли темӗн чухлӗ тимӗр хатӗрленӗ, шутсӑр нумай пӑхӑр хатӗрлесе хунӑ,
4
кедр йывӑҫӗ те шутсӑр-сумсӑр пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн Сидонпа Тир ҫыннисем Давида кедр йывӑҫӗ нумай кӳрсе панӑ.
5
Давид ҫапла каланӑ: Соломон ывӑлӑм ҫамрӑк та хевтесӗр-ха, Ҫӳлхуҫа валли тӑвакан Ҫурт вара капмар та чаплӑ пулмалла, ытти ҫӗрсен умӗнче илемӗпе те, мухтавӗпе те палӑрса тӑтӑр; ӗнтӗ ҫак Ҫурта тума мӗн кирлине хатӗрлесе хурӑп, тенӗ. Ҫапла Давид хӑй виличчен нумай хатӗрлесе хӑварнӑ.
6
Вӑл ывӑлне, Соломона, чӗнсе илнӗ те Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ валли Ҫурт тума пиллӗх панӑ.
7
Давид Соломона каланӑ: ывӑлӑм! Ҫӳлхуҫа Туррӑм ячӗпе Ҫурт тӑвас шухӑш манӑн чӗрем варринчех пулнӑ,
8
анчах мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: «эсӗ юн нумай тӑкнӑ, пысӑк вӑрҫӑсем вӑрҫнӑ; санӑн Ман ятӑмпа Ҫурт лартма тивӗҫ ҫук, мӗншӗн тесессӗн Ман умӑмра ҫӗр ҫине нумай юн юхтартӑн.
9
Акӑ санӑн ывӑл ҫуралӗ, вӑл тӑнӑҫ пурӑнасскер пулӗ; Эпӗ ӑна таврари мӗнпур тӑшманӗнчен хӳтӗлесе лӑпкӑн усрӑп: ҫавӑнпа унӑн ячӗ те Соломон пулӗ. Ун вӑхӑтӗнче Израиле тӑнӑҫлӑхпа канлӗх парӑп.
10
Вӑл Манӑн ятӑмпа Ҫурт туса лартӗ, вӑл Манӑн ывӑлӑм пулӗ, Эпӗ унӑн ашшӗ пулӑп, ӑна Израильре ӗмӗрлӗхе патшана лартӑп» терӗ, тенӗ.
11
Халӗ те, ывӑлӑм, Ҫӳлхуҫа санпа пӗрле пултӑр! ӗҫӳ ӑнса пытӑр, Ҫӳлхуҫа Турру валли, Вӑл сан пирки каланӑ пек, Ҫурт туса лартмалла пултӑр.
12
Ҫӳлхуҫа сана ӑс-хакӑл патӑр, Израиль патшине ларттӑр; эсӗ вара Ҫӳлхуҫа Туррун саккунне уяса пурӑн.
13
Ҫӳлхуҫа Израиле Моисей урлӑ халалланӑ йӗркесене, саккунсене пурӑнӑҫлама тӑрӑшсассӑн ҫеҫ ӗҫӳ ӑнӑҫса пырӗ санӑн. Ҫирӗп те хӑюллӑ пул, ан хӑра, ан шиклен.
14
Хӗсӗк пурӑнӑҫпа та эпӗ Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ валли ҫӗр пин талант ылтӑн тата пин хут пин талант кӗмӗл хатӗрлерӗм, ытла та нумаййипе тимӗрпе пӑхӑрӑн ӗнтӗ виҫи те ҫук; йывӑҫ та, чул та хатӗрлерӗм, эсӗ вара ун ҫумне тата хуш.
15
Ӗҫлевҫӗсем — чул чутлакансем, эреш ӑстисем, каскалакансем, тӗрлӗ ӗҫе пултаракансем — темӗн чухлех санӑн;
16
ылтӑн-кӗмӗлпе пӑхӑр-тимӗрӗн шучӗ те ҫук: пуҫла та ӗҫле. Ҫӳлхуҫа санпа пӗрле пулӗ, тенӗ.
17
Давид Израилӗн мӗнпур пуҫлӑхне хӑйӗн ывӑлне пулӑшма халалласа хӑварнӑ:
18
ара, Ҫӳлхуҫа Туррӑр хӑвӑрпа пӗрле мар-и? Вӑл сире пур енчен те тӑнӑҫлӑх памарӗ-и? Вӑл ҫӗр ҫинче пурӑнакансене ман аллӑма пачӗ те, ҫӗр Ҫӳлхуҫана тата Унӑн халӑхне парӑнчӗ.
19
Апла чӗрӗрпе чунӑра Ҫӳлхуҫа Туррӑр майлӑ ҫавӑрӑр. Пуҫтарӑнӑр та Ҫӳлхуҫа Турӑ валли Ҫурт лартӑр, Ҫӳлхуҫа халалӗн арчине, Туррӑн таса савӑчӗсене Ҫӳлхуҫа ячӗпе тӑвакан Ҫурта куҫармалла пултӑр.
← Chapter 21
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 23 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29