bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Chronicles 2
1 Chronicles 2
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 3 →
1
Акӑ Израиль ывӑлӗсем: Рувим, Симеон, Левий, Иуда, Иссахар, Завулон,
2
Дан, Иосиф, Вениамин, Неффалим, Гад тата Асир.
3
Иуда ывӑлӗсем: Ир, Онан тата Шела, — Шуа ятлӑ ханаан хӗрӗнчен унӑн виҫӗ ача ҫуралнӑ. Ир, Иудӑн малтанхи ывӑлӗ, Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ҫын пулнӑ, ҫавӑнпа Вӑл ӑна вӗлернӗ.
4
Фамарь, унӑн кинӗ, ӑна Фареспа Зарана ҫуратса панӑ. Мӗнпурӗ Иудӑн пилӗк ывӑл пулнӑ.
5
Фарес ывӑлӗсем: Есром тата Хамул.
6
Зара ывӑлӗсем: Зимри, Ефан, Еман, Халкол тата Дара — мӗнпурӗ вӗсем пиллӗкӗн.
7
Харми ывӑлӗсем: Ахар, тупаланине пӑсса, Израиле инкек илсе ҫитернӗскер.
8
Ефан ывӑлӗ: Азария.
9
Есромран ҫуралнӑ ывӑлсем: Иерахмеил, Арам тата Хелувай.
10
Арамран вара Аминадав ҫуралнӑ; Аминадавран Наассон, Иуда ывӑлӗсен ҫулпуҫӗ, ҫуралнӑ;
11
Наассонран Салмон ҫуралнӑ, Салмонран Вооз ҫуралнӑ;
12
Воозран Овид ҫуралнӑ, Овидран Иессей ҫуралнӑ;
13
Иессейрен — малтанхи ывӑлӗ Елиав, иккӗмӗшӗ — Аминадав, виҫҫӗмӗшӗ — Самма,
14
тӑваттӑмӗшӗ — Нафанаил, пиллӗкӗмӗшӗ — Раддай,
15
улттӑмӗшӗ — Оцем, ҫиччӗмӗшӗ Давид ҫуралнӑ.
16
Вӗсемпе пӗртӑван хӗрсем: Саруия тата Авигея. Саруия ывӑлӗсем: Авесса, Иоав тата Азаил — виҫҫӗн.
17
Авигея Амессана ҫуратнӑ; Амессан ашшӗ Измаил ҫынни Иефер пулнӑ.
18
Халевӑн — Есром ывӑлӗн — хӑйӗн арӑмӗсенчен Азувӑран тата Иериофӑран ҫак ывӑлсем ҫуралнӑ: Иешер, Шовав тата Ардон.
19
Азува вилсессӗн Халев Ефрафӑна [качча] илнӗ, вӑл ӑна Хура ҫуратса панӑ.
20
Хуртан Урий ҫуралнӑ, Урийрен Веселиил ҫуралнӑ.
21
Каярах Есром Галаад ашшӗн, Махирӑн, хӗрӗ патне кӗнӗ, ӑна хӑй утмӑлта чухне качча илнӗ, вӑл вара ӑна Сегува ҫуратса панӑ.
22
Сегувран Иаир ҫуралнӑ, Иаирӑн Галаад ҫӗрӗнче ҫирӗм виҫӗ хула пулнӑ.
23
Анчах Гессурпа Сири ҫыннисем Иаир хулисене — Кенафпа ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласене, утмӑл хулана — туртса илнӗ. Ҫак хуласем пурте Махир ывӑлӗсен хулисем пулнӑ, Махир вӑл Галаад ашшӗ пулнӑ.
24
Есром Халев-Ефрафӑра вилнӗ. Вӑл вилсессӗн унӑн арӑмӗ Авия ывӑл ҫуратса панӑ, ӑна Ашхура тесе чӗннӗ, вӑл Фекоя ашшӗ пулнӑ.
25
Есромӑн малтанхи ывӑлӗн Иерахмеилӑн ывӑлӗсем ҫаксем пулнӑ: малтанхийӗ Рам, ун хыҫҫӑнхисем Вуна, Орен, Оцем тата Ахия.
26
Иерахмеилӑн тепӗр арӑм та пулнӑ, ӑна Афара тесе чӗннӗ; вӑл — Онам амӑшӗ.
27
Иерахмеилӑн малтанхи ывӑлӗн Рамӑн ывӑлӗсем ҫаксем пулнӑ: Маац, Иамин тата Екер.
28
Онам ывӑлӗсем ҫаксем пулнӑ: Шаммай тата Иада. Шаммай ывӑлӗсем: Надав тата Авишур.
29
Авишур арӑмне Авихаиль тесе чӗннӗ, вӑл Ахбанпа Молида ҫуратса панӑ.
30
Надав ывӑлӗсем: Селед тата Афаим. Селед ача-пӑчаллӑ пулмасӑрах вилнӗ.
31
Афаим ывӑлӗ: Иший. Иший ывӑлӗ: Шешан. Шешан ывӑлӗ: Ахлай.
32
Шаммайпа пӗртӑван Иада ывӑлӗсем: Иефер тата Ионафан. Иефер ача-пӑчаллӑ пулмасӑрах вилнӗ.
33
Ионафан ывӑлӗсем: Пелеф тата Заза. Ҫаксем — Иерахмеил ывӑлӗсем.
34
Шешанӑн ывӑлсем пулман, хӗрсем ҫеҫ пулнӑ. Шешанӑн чури Египет ҫынни пулнӑ, ӑна Иарха тесе чӗннӗ;
35
Шешан хӑйӗн хӗрне [хӑйӗн чурине] Иархӑна качча панӑ: вӑл упӑшкине Аттая ҫуратса панӑ.
36
Аттайран Нафан ҫуралнӑ, Нафанран Завад ҫуралнӑ;
37
Завадран Ефлал ҫуралнӑ, Ефлалран Овид ҫуралнӑ;
38
Овидран Иеуй ҫуралнӑ, Иеуйран Азария ҫуралнӑ;
39
Азарияран Хелец ҫуралнӑ, Хелецран Елеаса ҫуралнӑ;
40
Елеасӑран Сисмай ҫуралнӑ, Сисмайран Саллум ҫуралнӑ;
41
Саллумран Иекамия ҫуралнӑ, Иекамийӑран Елишама ҫуралнӑ.
42
Иерахмеилпа пӗртӑван Халев ывӑлӗсем: малтанхи ывӑлӗ Меша, вӑл — Зиф ашшӗ; иккӗмӗш ывӑлӗ — Мареша, вӑл — Хеврон ашшӗ.
43
Хеврон ывӑлӗсем: Корей, Таппаух, Рекем тата Шема.
44
Шемаран вара Иоркеам ашшӗ Рахам ҫуралнӑ; Рекемрен Шаммай ҫуралнӑ.
45
Шаммай ывӑлӗ — Маон, вӑл — Беф-Цур ашшӗ.
46
Ефа, Халевӑн ҫум-арӑмӗ, Харана, Моцана тата Газеза ҫуратнӑ; Харанран Газез ҫуралнӑ.
47
Иегдай ывӑлӗсем: Регем, Иофам, Гешан, Пелет, Ефа тата Шааф.
48
Мааха, Халевӑн ҫум-арӑмӗ, Шевера тата Фирханана ҫуратнӑ;
49
вӑлах Мадманна ашшӗне Шаафа тата Шевана — Махбена ашшӗпе Гивея ашшӗне — ҫуратса панӑ. Халев хӗрӗ вара — Ахса.
50
Халев ывӑлӗсем ҫаксем: малтанхи ывӑлӗ Хур, ӑна Ефрафа ҫуратнӑ; Хур ывӑлӗсем — Шовал, вӑл — Кириаф-Иарим ашшӗ;
51
Салма, Вифлеем ашшӗ; Хареф, Бефгадер ашшӗ.
52
Шовалӑн, Кириаф-Иарим ашшӗн, ывӑлӗсем ҫаксем пулнӑ: Реаия тата Манахатӑн ҫур ӑрӑвӗ.
53
Кириаф-Иарим ӑрӑвӗсем: Ифер, Фут, Шума, Мишра ҫыннисем. Вӗсенчен вара Цора тата Ештаол ҫыннисем пулса кайнӑ.
54
Салма ывӑлӗсем: Вифлеем тата Нетофа ҫыннисем, Атрот-бет-иоав, Манахатӑн ҫур ӑрӑвӗ — Цора ҫыннисем,
55
тата Иабецра пурӑннӑ ҫыруҫӑсен ӑрӑвӗсем, Тира, Шима, Суха ҫыннисем: вӗсем — Хамаф ӑрӑвӗнчен, Бетрехав ашшӗ ӑрӑвӗнчен, тухнӑ Кеней ҫыннисем пулнӑ.
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 3 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29