bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Chronicles 16
1 Chronicles 16
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 15
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 17 →
1
Турӑ саккунӗн арчине илсе килсессӗн, ӑна Давид ун валли хатӗрленӗ чатӑр варрине лартнӑ та Турра пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесемпе канӑҫлӑх парнисем кӳнӗ.
2
Давид пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнесемпе канӑҫлӑх парнисем кӳрсе пӗтерсессӗн, Давид халӑха Ҫӳлхуҫа ячӗпе пилленӗ,
3
израильсене пурне те — арҫыннисене те, хӗрарӑмӗсене те — пӗрер ҫӑкӑр, пӗрер татӑк аш тата пӗрер иҫӗм кукӑлӗ валеҫсе панӑ.
4
Унтан вӑл темиҫе левита Ҫӳлхуҫа арчи умне Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррине мухтавлама, тав тума тата аслӑлама тӑратнӑ:
5
Асафа — асли, Захарийӑна иккӗмӗшӗ тунӑ, Иеиелӑн, Шемирамофӑн, Иехиилӑн, Маттафиян, Елиавӑн, Ванеян, Овед-Эдомӑн, Иеиелӑн псалтирьпе цитра каламалла пулнӑ, Асафӑн кимвал ҫапмалла пулнӑ.
6
Ванеяпа Озиил священниксене Турӑ халалӗн арчи умӗнче пӗр вӗҫӗм трупа кӑшкӑртма тӑратнӑ.
7
Давид ҫав кунхине Асафпа унӑн тӑванӗсене Ҫӳлхуҫана аслӑласа мухтамашкӑн пӗрремӗш хут мухтав юрри панӑ:
8
Ҫӳлхуҫана аслӑлӑр, Унӑн ятне асӑнӑр, халӑхсем хушшинче Унӑн ӗҫӗсем ҫинчен пӗлтерӗр;
9
Ӑна мухтавлӑр, Ӑна мухтаса юрлӑр; Унӑн мӗнпур кӗтречӗ ҫинчен каласа кӑтартӑр;
10
Унӑн сӑваплӑ ячӗпе мухтанӑр; Ҫӳлхуҫана шыракансенӗн чӗри хаваслантӑр;
11
Ҫӳлхуҫана, Унӑн вӑй-хӑватне шырӑр, яланах Унӑн сӑнне шырӑр;
12
Вӑл пултарнӑ кӗтретсене, Ун хӑвачӗн паллисене, Вӑл каланӑ йӗркесене астуса тӑрӑр,
13
эсир — Израиль вӑрлӑхӗ, Унӑн чурисем, Иаков ывӑлӗсем, Турӑ суйласа илнисем!
14
Вӑл — пирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр: пӗтӗм ҫӗр ҫинче Унӑн йӗркисем.
15
Унӑн халалне, пин-пин сыпӑк валли каланӑ сӑмахне, Авраампа хывнӑ халалне, Исаака тупа тунине ӗмӗрӗпе астуса тӑрӑр,
17
ҫавна Вӑл Иаковшӑн саккун тунӑ, Израильшӗн ӗмӗрлӗх халал туса хунӑ,
18
«сана Ханаан ҫӗрне еткерлӗхе парӑп» тенӗ.
19
Вӗсем ун чухне сахаллӑн, питӗ сахаллӑн пулнӑ, унта ютран пынӑ ҫынсем пулса пурӑннӑ,
20
пӗр халӑх патӗнчен тепӗр халӑх патне, пӗр патшалӑхран тепӗр халӑх патне куҫса ҫӳренӗ;
21
анчах Вӑл вӗсене мӑшкӑллама никама та ирӗк паман, вӗсемшӗн патшасене те питленӗ:
22
«Манӑн ҫу сӗрнӗ ҫыннӑмсене ан тӗкӗнӗр, Манӑн пророкӑмсене усал ан тӑвӑр» тенӗ.
23
Ҫӗр ҫинчисем, пурте Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлӑр; Вӑл ҫӑлни ҫинчен, ҫӑласси ҫинчен куллен-кун ырӑ хыпар сарӑр.
24
Халӑхсем хушшинче Унӑн мухтавлӑхӗ ҫинчен, пур тӗрлӗ йӑх хушшинче Унӑн кӗтречӗсем ҫинчен пӗлтерӗр:
25
Ҫӳлхуҫа аслӑ, мухтава тивӗҫлӗ, Вӑл пур турӑран та хӑрушӑ.
26
Халӑхсенӗн туррисем пурте ӑҫтиҫук ҫеҫ, Ҫӳлхуҫа вара тӳпене пултарнӑ.
27
Унӑн умӗнче — мухтавлӑх та аслӑлӑх, Унӑн [сӑваплӑ] вырӑнӗнче — хӑват та чаплӑ илем.
28
Эй халӑхсенӗн ӑрӑвӗсем, Ҫӳлхуҫана мухтавлӑр, Ҫӳлхуҫана аслӑлӑр та чыслӑр,
29
Ҫӳлхуҫана Унӑн ятне кура мухтавлӑр. Чаплӑ тум тӑхӑнса, парне илсе Ун умне пырӑр, Ҫӳлхуҫана пуҫҫапӑр.
30
Эй ҫут тӗнче, Унӑн умӗнче чӗтресе тӑр: Вӑл ҫут тӗнчене пултарнӑ, вӑл хускалмӗ.
31
Ҫӳлхуҫа умӗнче тӳпе савӑнтӑр, ҫӗр хӗпӗртентӗр, халӑхсем: Ҫӳлхуҫа патшара ларать! тетчӗр.
32
Тинӗс те, ӑна тулли тӑваканнисем те шавлаччӑр, хир те, унта мӗн пурри те — пурте савӑнччӑр.
33
Ҫӳлхуҫа умӗнче вӑрман йывӑҫӗсем те пурте хавасланччӑр — Вӑл ҫӗре сут тума килет.
34
Ҫӳлхуҫана аслӑлӑр: Вӑл ырӑ, Унӑн ырӑлӑхӗ — ӗмӗрлӗхе.
35
Ҫапла калӑр: эй Туррӑмӑр, эй Ҫӑлаканӑмӑр, ҫӑлсамччӗ пире! халӑхсем хушшинчен пуҫтарсамччӗ пире, вӗсенчен хӑтарсамччӗ, эпир Санӑн сӑваплӑ ятна аслӑлар, Санӑн мухтавлӑхупа мухтанар!
36
Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ӗмӗртен ӗмӗре мухтавлӑ! Вара пӗтӗм халӑх: аминь! аллилуия! тенӗ.
37
Давид Асафпа унӑн тӑванӗсене ҫавӑнта, Ҫӳлхуҫа халалӗн арчи умӗнче, яланах, кунсеренех арча умӗнче ӗҫлесе тӑма хӑварнӑ,
38
вӗсемпе пӗрле ӗҫлесе тӑмашкӑн Овед-Эдомпа унӑн тӑванӗсене — утмӑл сакӑр ҫынна — хӑварнӑ; Идифун ывӑлӗ Овед-Эдом тата Хоса вара хапха хуралҫисем пулнӑ,
39
Садок священникпа унӑн тӑванӗсене, священниксене, Гаваон сӑрчӗ ҫинчи кӗлӗ чатӑрӗ умӗнче ӗҫлесе тӑма хӑварнӑ:
40
вӗсен пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парне вырӑнӗ ҫинче яланах, ирхине те, каҫхине те, парне кӳрсе тӑмалла пулнӑ, тата ытти ӗҫсене те, Ҫӳлхуҫа саккунӗнче ҫырнисене, Турӑ Израиле панӑ ӳкӗтсене, пурнӑҫласа тӑмалла пулнӑ;
41
вӗсемпе пӗрле Еманпа Идифуна та, ытти ҫынсене те, кашнине ятран каласа, суйласа илнӗ; вӗсен Ҫӳлхуҫана аслӑласа мухтаса тӑмалла пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн Унӑн ырӑлӑхӗ — ӗмӗрлӗхе.
42
Еманпа Идифун вӗсемпе пӗрле пулнӑ, вӗсем трупа кӑшкӑртнӑ, кимвал ҫапса янӑраттарнӑ тата ытти тӗрлӗ сӑпрай каласа Турра мухтанӑ; Идифун ывӑлӗсене вара хапха умне тӑратнӑ.
43
Ҫакӑн хыҫҫӑн ҫынсем хӑйсен килӗсене саланнӑ; Давид та хӑйӗн килне пиллеме таврӑннӑ.
← Chapter 15
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 17 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29