bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Chronicles 28
1 Chronicles 28
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 27
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 29 →
1
Давид ӗнтӗ Израилӗн мӗнпур ҫулпуҫне, йӑх пуҫӗсене, ҫар ушкӑнӗсен пуҫлӑхӗсене, патшашӑн ӗҫлекенскерсене, тата пинпӳсемпе ҫӗрпӳсене, патшанӑн мӗнпур пурлӑхӗпе хуҫалӑхне, кӗтӗвӗсене пӑхса тӑракансене, хӑйӗн ывӑлӗсемпе хайрансене, ҫарпуҫсене, пӗтӗм паттӑр ара Иерусалима пуҫтарнӑ.
2
Давид ура ҫине тӑнӑ та ҫапла каланӑ: итлӗр мана, тӑванӑмсем, халӑхӑм! Ҫӳлхуҫа халалӗн арчи валли канлӗ Ҫурт тӑвас шухӑш, Туррӑмӑр валли ура сакки тӑвас шухӑш яланах чӗремреччӗ, эпӗ ӗнтӗ ӑна тума мӗн кирлине хатӗрленӗччӗ.
3
Анчах Турӑ мана каларӗ: санӑн Ман ятӑмпа Ҫурт лартма тивӗҫ ҫук, мӗншӗн тесессӗн эсӗ вӑрҫӑ вӑрҫнӑ ҫын, эсӗ юн юхтарнӑ, терӗ.
4
Ҫапах та Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ аттемӗн пӗтӗм килӗнчен ӗмӗрӗпе Израиль патши пулма мана суйласа илчӗ, ӗнтӗ Вӑл Иудӑна ҫулпуҫ пулма суйланӑ, аттемӗн килӗ вара Иудӑн килӗнче шутланать; аттемӗн ывӑлӗсенчен вара пӗтӗм Израиль патшине лартма мана кӑмӑл тунӑ,
5
манӑн мӗнпур ывӑлӑмран, — Ҫӳлхуҫа мана нумай ывӑл пачӗ, — Вӑл Соломон ывӑлӑма Ҫӳлхуҫа патшалӑхӗн аслӑ пуканӗ ҫинче ларма, Израиль патши пулма суйласа илчӗ,
6
вара мана ҫапла каларӗ: Манӑн Ҫуртӑма, Манӑн картишӗмсене Соломон ывӑлу тӑвӗ, Эпӗ ӑна Хамӑн ывӑлӑм пулма суйласа илтӗм, Эпӗ вара унӑн ашшӗ пулӑп,
7
Манӑн ӳкӗтӗмсене, Эпӗ хывнӑ йӗркесене хальчченхи пекех пурӑнӑҫа килтерсе пырсассӑн, унӑн патшалӑхне ӗмӗрлӗхе ҫирӗплетӗп, терӗ.
8
Халӗ ӗнтӗ пӗтӗм Израиль куҫӗ умӗнче, Ҫӳлхуҫа пухӑвӗ умӗнче Туррӑмӑр илтмелле калатӑп: Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑрӑн мӗнпур ӳкӗтне уяса пурӑнӑр, вӗсенчен ан пӑрӑнӑр, ҫавӑн чухне тин ҫак ырӑ ҫӗре тытса тӑма, ӑна ӗмӗрлӗхе ачӑрсене еткерлӗхе хӑварма пултарайӑр;
9
эсӗ вара, Соломон ывӑлӑм, хӑвӑн аҫун Туррине ан пӑрах, пӗтӗм чӗрӳпе те чунупа Уншӑн ӗҫле, мӗншӗн тесессӗн Турӑ пур чӗрене те тӗрӗслесех тӑрать, шухӑш хусканӑвне те пӗлет. Ӑна шыратӑн пулсассӑн, тупӑн Ӑна, Ӑна пӑрахатӑн пулсассӑн, Вӑл та сана яланлӑхах пӑрахӗ.
10
Асту, Ҫӳлхуҫа сана таса Ҫурт тума суйласа илнӗ пулсассӑн, ҫирӗп пул та ӗҫле, тенӗ.
11
Давид вара Соломона, хӑйӗн ывӑлне, Турӑ Ҫурчӗн ӗлкине, ун пӑлтӑрӗн ӗлкине, хуралчӗсен, пӳлӗмӗсен, кӗлечӗсен, ҫӳлти пӳлӗмсемпе шалти пӳлӗмсен, саккун арчи пӳлӗмӗн ӗлкисене панӑ,
12
чӗринче шухӑшласа хунӑ ӗлкесене, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн картишӗсен ӗлкине, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ тавра вырӑнаҫнӑ пӳлӗмсен, Турӑ Ҫурчӗн мул управӑшӗсен, Ун ячӗпе кӳнӗ япаласен управӑшӗсен ӗлкине,
13
священниксемпе левитсен пӳлӗмӗсен, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи тӗрлӗ ӗҫ тумалли пӳлӗмсен ӗлкине, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи савӑтсен,
14
Турра ӗҫлесе тӑнӑ чухне тыткаламалли ылтӑн савӑтсемпе кӗмӗл савӑтсен ӗлкине панӑ, вӗсене тума кашни савӑчӗ валли мӗн чухлӗ ылтӑн-кӗмӗл кирлине каласа панӑ.
15
Ҫутаткӑҫсемпе ылтӑн лампадӑсем валли, кашни ҫутаткӑҫпа лампада виҫине палӑртса, ылтӑн панӑ; ҫавӑн пекех кӗмӗл ҫутаткӑҫсем валли, кашни ҫутаткӑҫӑн, кашни лампадӑн виҫине палӑртса, вӗсемпе хӑш тӗлте усӑ курмаллине шута илсе, кӗмӗл панӑ;
16
парне ҫӑкӑрӗсем хумалли сӗтел тума, ылтӑн сӗтелсем тума, кӗмӗл сӗтелсем тума ылтӑн тата кӗмӗл панӑ;
17
таса ылтӑнран тумалли кашни япалан виҫине палӑртса, юплешкесем, чашӑксем, сирпӗтмелли савӑтсем валли ылтӑн панӑ; кашни савӑтӑн виҫине палӑртса, кӗмӗл савӑтсем валли кӗмӗл панӑ;
18
ырӑ шӑршӑ тӗтӗрсе кӳмелли парне вырӑнне шӑратнӑ ылтӑнран тума, виҫине палӑртса, ылтӑн панӑ; Турӑ урапине, саккун арчи ҫийӗн ҫунаттисене сарса тӑракан херувимсене, тума ылтӑн панӑ.
19
Давид ҫапла каланӑ: эпӗ ҫакна пурне те Ҫӳлхуҫа пӗлтерсе тӑнипе ҫырнӑ, Вӑл мана ҫак ӗҫе мӗнле тумаллине вӗрентрӗ, тенӗ.
20
Давид хӑйӗн Соломон ывӑлне тата каланӑ: ҫирӗп те хӑюллӑ пул, ан хӑра, ан сехӗрлен — Ҫӳлхуҫа Турӑ, манӑн Туррӑм, санпа пӗрле пулӗ; Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ валли тумалли пӗтӗм ӗҫе вӗҫличчен Вӑл санран пӑрӑнмӗ, сана пӑрахмӗ.
21
Акӑ Турӑ Ҫуртӗнчи тӗрлӗрен ӗҫсене туса тӑракан священниксемпе левитсен ушкӑнӗсем. Санӑн кирек мӗнле ӗҫ валли те тӑрӑшуллӑ, ӑста ҫынсем пур; пуҫлӑхсем те, пӗтӗм халӑх та эсӗ мӗн хушнине тума хатӗр, тенӗ.
← Chapter 27
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 29 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29