bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Joshua 1
Joshua 1
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 2 →
1
Ҫӳлхуҫа чури Моисей вилсессӗн, Иисуса — Нав ывӑлне, Моисей ҫумӗнче ӗҫлесе тӑнӑ ҫынна — Ҫӳлхуҫа каланӑ:
2
Манӑн чурам, Моисей, вилчӗ; ӗнтӗ тӑр та ҫак Иордан шывӗ урлӑ каҫса кай: ху та, ҫак мӗнпур халӑх та Эпӗ вӗсене, Израиль ывӑлӗсене, паракан ҫӗр ҫине каҫӑр, тенӗ.
3
Моисее каланӑ пек, урӑр ҫитсе пуснӑ кирек хӑш ҫӗре те Эпӗ сире паратӑп:
4
хетсен пӗтӗм ҫӗрне — пушхирпе ҫак Ливан патӗнчен пуҫласа аслӑ Евфрат юханшывӗ таранчченех — сире паратӑп; сирӗн ҫӗрӗр хӗвеланӑҫӗ енчи аслӑ тинӗс хӗррине ҫитичченех сарӑлса выртӗ.
5
Ӗмӗрӳ тӑршшӗнче сан умӑнта никам та тытӑнса тӑраймӗ; Моисейпе пӗрле пулнӑ пекех, Эпӗ санпа пӗрле пулӑп: санран пӑрӑнмӑп, сана пӑрахса хӑвармӑп.
6
Ҫирӗп те хастар пул: Эпӗ вӗсенӗн ашшӗсене пама тупа тунӑ ҫӗре ҫак халӑха эсӗ валеҫсе парӑн;
7
анчах ҫирӗп те питӗ хастар пул, хӑвна Моисей, Манӑн чурам, халалласа хӑварнӑ пӗтӗм саккуна тӗплӗн уяса, пурӑнӑҫа килтерсе пыр; хӑвӑн пӗтӗм ӗҫне ӑслӑ-тӑнлӑ туса пырас тесессӗн, саккунран сылтӑмалла та, сулахаялла та ан пӑрӑн.
8
Ҫакӑ саккун кӗнеки санӑн чӗлхӳ вӗҫӗнчен ан кайтӑр; унта мӗн ҫырнине тӗп-тӗрӗс туса тӑмашкӑн ӑна кунӗн-ҫӗрӗн вӗрен: вара ҫӳрекен ҫулу ӑнӑҫлӑ пулӗ, пур ӗҫне те ӑслӑ-тӑнлӑ тӑвӑн.
9
Эпӗ сана ҫапла хушатӑп: ҫирӗп те хастар пул, ан хӑра, ан сехӗрлен: эсӗ кирек ӑҫта кайсассӑн та Ҫӳлхуҫа Турру санпа пӗрле пулӗ, тенӗ.
10
Вара Иисус халӑха пӑхса тӑракансене ҫапла тума хушнӑ:
11
тапӑра кайӑр та халӑха хистесех калӑр: хӑвӑр валли ҫул ҫине апат-ҫимӗҫ хатӗрлӗр: тепӗр виҫӗ кунран сирӗн [аҫӑрсенӗн] Ҫӳлхуҫа Турри хӑвӑра еткерлӗхе паракан ҫӗре илмешкӗн ҫак Иордан леш енне каҫса каймалла пулать, тейӗр, тенӗ.
12
Рувимпа Гад йӑхӗсене тата Манассиян ҫур йӑхне вара Иисус ҫапла каланӑ:
13
хӑвӑра Ҫӳлхуҫа чури Моисей мӗн каланине аса илӗр-ха, вӑл: Ҫӳлхуҫа Туррӑр сире канӑҫлӑх кӳрсе ҫакӑ ҫӗре пачӗ, тенӗ;
14
сирӗн арӑмӑрсем, ачӑр-пӑчӑр тата выльӑхӑр-чӗрлӗхӗр Моисей хӑвӑра Иордан леш енче панӑ ҫӗр ҫинчех юлччӑр; хӑвӑр вара — вӑрҫа юрӑхлисем — пурте кӑрал тытса тӑванӑрсем умӗнчен пырӑр,
15
Ҫӳлхуҫа [Туррӑр], хӑвӑра тивӗҫтернӗ пек, сирӗн тӑванӑрсене те канӑҫлӑх кӳриччен, вӗсем те Ҫӳлхуҫа Туррӑр паракан еткер ҫӗре иличчен вӗсене пулӑшса пырӑр; кайран хӑвӑрӑн ҫӗрӗре таврӑнӑр та унта — Ҫӳлхуҫа чури Моисей панӑ ҫӗр ҫинче, Иордан леш енчи хӗвелтухӑҫ еннелли ҫӗр ҫинче — хуҫа пулса пурӑнӑр, тенӗ.
16
Лешӗсем Иисуса хуравласа каланӑ: пире мӗн хушатӑн, ҫавна пӗтӗмпех тӑвӑпӑр, пире ӑҫта яратӑн — кайӑпӑр;
17
эпир Моисее епле итлесе пурӑннӑ, сана та ҫавӑн пекех итлесе пурӑнӑпӑр: ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Турру, Моисейпе пӗрле пулнӑ пек, санпа пӗрле пултӑрччӗ;
18
эсӗ хушнине хирӗҫ тӑракан, эсӗ мӗн каланине, мӗн хушнине итлемен кирек кам та вилӗме тивӗҫлӗ пулӗ. Ҫирӗп ҫеҫ, хастар ҫеҫ пул! тенӗ.
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 2 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24