bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Joshua 5
Joshua 5
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 6 →
1
Иордан ку енче тинӗс еннелле пурӑнакан аморрейсен патшисем, тинӗс хӗрринче пурӑнакан ханаансен патшисем пурте Израиль ывӑлӗсем Иордан урлӑ каҫнӑ чухне Ҫӳлхуҫа [Турӑ] вӗсен умӗнчи шыва типӗтсе тӑни ҫинчен илтсессӗн, вӗсен чӗри хавшаса ӳкнӗ, [сехри хӑпнӑ,] Израиль ывӑлӗсене хирӗҫ тӑма вӗсен хал та юлман.
2
Ҫав вӑхӑтра Ҫӳлхуҫа Иисуса каланӑ: ҫивӗч [чул] ҫӗҫӗсем ту та Израиль ывӑлӗсене иккӗмӗш хут ӳт касса тух, тенӗ.
3
Вара Иисус ҫивӗч [чул] ҫӗҫӗсем тунӑ та Ӳт кастарнӑ сӑрт тесе ят панӑ вырӑнта Израиль ывӑлӗсене ӳт касса тухнӑ.
4
Иисус акӑ мӗн сӑлтавпа ӳт каснӑ [Израиль ывӑлӗсене — ҫул ҫинче ҫуралнисене, Египетран тухнисем хушшинче ӳт кастармасӑр юлнисене — Иисус пурне те ӳт касса тухнӑ]: Египетран тухнӑ пӗтӗм ар халӑх, вӑрҫа юрӑхлӑ пур арҫын та Египетран тухнӑ хыҫҫӑн ҫул ҫинче пушхирте вилсе пӗтнӗ;
5
ҫула тухнӑ халӑх пурте ӳт кастарнӑскерсем пулнӑ, Египетран тухнӑ хыҫҫӑн ҫул ҫинче пушхирте ҫуралнисене вара ӳт касман пулнӑ,
6
мӗншӗн тесессӗн Израиль ывӑлӗсем хӗрӗх [икӗ] ҫул хушши пушхирте ҫӳренӗ [ҫавӑнпа нумайӑшне ӳт касман пулнӑ], ҫапла вӗсем Египетран тухсассӑн вӑрҫа юрӑхлӑ пӗтӗм халӑх вилсе пӗтиччен пушхирте ҫӳренӗ; ҫав ҫынсем Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлемен пулнӑ, ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа вӗсем ҫак ҫӗре — Хӑй вӗсен ашшӗсене тупа туса пире пама пулнӑ ҫӗре, сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре — кураймӗҫ тесе тупа тунӑ,
7
вӗсем вырӑнне ҫав ҫӗре вӗсенӗн ывӑлӗсене курмалла тунӑ. Иисус ӗнтӗ ҫавсене ӳт касса тухнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем ӳт кастарманскерсем пулнӑ: ҫул ҫинче [ҫуралнӑран] вӗсене ӳт касмасӑр хӑварса пынӑ.
8
Ҫапла пӗтӗм халӑха ӳт касса тухсассӑн, вӑл, тӳрленсе ҫитиччен, хӑйӗн вырӑнӗнче тапӑртах тӑнӑ.
9
Ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа Иисуса каланӑ: халӗ ӗнтӗ Эпӗ сирӗн ҫинчен Египет мӑшкӑлне сиртӗм, тенӗ. Акӑ мӗншӗн ҫав вырӑна паян кунчченех Галгал теҫҫӗ.
10
Израиль ывӑлӗсем Галгал патӗнче тапӑрӑн тӑнӑ, уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче каҫхине вара Иерихон тӳремӗнче Пасха уявне уяса ирттернӗ;
11
Пасхӑн тепӗр кунӗнче вӗсем ҫав ҫӗр ҫинче ӳсекен ҫимӗҫе ҫие пуҫланӑ, ҫав кунах тутлӑлла ҫӑкӑр, типӗтнӗ тӗшӗ ҫинӗ;
12
вӗсем ҫӗр ҫимӗҫне ҫие пуҫласассӑн тепӗр куннех манна ҫума чарӑннӑ, Израиль ывӑлӗсен вара текех манна пулман, вӗсем ӗнтӗ ҫав ҫул Ханаан ҫӗрӗн ҫимӗҫне ҫисе пурӑннӑ.
13
Иерихон ҫывӑхӗнче тӑнӑ чухне Иисус пӑхнӑ та акӑ курах каять: ун умӗнче пӗр ҫын тӑра парать, аллинче хӑйӗн — йӗнӗрен кӑларнӑ хӗҫ. Иисус ун патне пынӑ та каланӑ ӑна: эсӗ пирӗн ҫын-и е пирӗнпе тӑшманлӑ халӑх ҫынни-и? тенӗ.
14
Лешӗ каланӑ: ҫук, эпӗ — Ҫӳлхуҫа ҫарӗн ҫулпуҫӗ, халӗ [кунта] килтӗм, тенӗ. Иисус ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ та каланӑ: хуҫамӑм хӑйӗн чурине мӗн калӗ-ши? тенӗ.
15
Ҫӳлхуҫа ҫарӗн ҫулпуҫӗ Иисуса каланӑ: уру сыррине салт, мӗншӗн тесессӗн эсӗ тӑракан вырӑн — сӑваплӑ вырӑн, тенӗ. Иисус вӑл каланӑ пек тунӑ.
16
Иерихон ӗнтӗ Израиль ывӑлӗсенчен хӑранипе питӗрӗнсех ларнӑ, хупӑ тӑнӑ: [унтан] тухаканни те пулман, кӗрекенни те пулман.
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 6 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24