bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Joshua 13
Joshua 13
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 12
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 14 →
1
Иисус ватӑлса ҫитсессӗн, ӗнтӗ ватлӑх кунӗсем ҫитсессӗн, Ҫӳлхуҫа ӑна каланӑ: эсӗ ватӑлтӑн, ӗнтӗ ватлӑх кунусем ҫитрӗҫ, еткерлӗхе илмелли ҫӗр вара питех те нумай-ха.
2
Акӑ епле ҫӗрсем юлаҫҫӗ: пӗтӗм Филисти тавралӑхӗ, пӗтӗм Гессур [тата Ханаан] ҫӗрӗ.
3
Египет чиккинчи Сихор шывӗнчен пуҫласа Екронӑн ҫурҫӗр чиккине ҫитиччен тӑсӑлакан ҫӗр те — Ханаан ҫӗрӗ, ӑна пилӗк патша, Филисти патшисем — Газа, Азот, Аскалон, Геф, Екрон, Аввей патшисем — тытса тӑраҫҫӗ;
4
кӑнтӑр енчи ҫӗр Меарӑран, Сидон ҫыннисен ҫӗрӗнчен, пуҫласа Афека, аморрейсен чиккине ҫитиччен сарӑлса выртакан ҫӗр те — ханаансен ҫӗрӗ,
5
ҫавӑн пекех [Филисти ҫӗрӗ] Гевла та, тухӑҫ енче, Ермон тӑвӗ ҫумӗнчи Ваал-Гадран пуҫласа Емаф хулине ҫитиччен сарӑлса выртакан пӗтӗм Ливан та — пӗтӗмпех Ханаан ҫӗрӗ.
6
Сӑртлӑхра пурӑнакан пӗтӗм халӑха — Ливанпа Мисрефоф-Маим хушшинче пурӑнакан пӗтӗм Сидон халӑхне — Эпӗ Израиль ывӑлӗсем умӗнчен хӑваласа ярӑп. Ҫав ҫӗре эсӗ, Эпӗ хӑвна хушнӑ пек, Израиль халӑхне еткерлӗхе валеҫсе пар;
7
ҫав ҫӗре тӑхӑр йӑха тата Манассиян ҫур йӑхне валеҫсе пар, [вӗсене Иорданран пуҫласа анӑҫалла аслӑ тинӗс хӗррине ҫитиччен сарӑлса выртакан ҫӗре пар; аслӑ тинӗс чикӗ пултӑр].
8
Рувим йӑхӗпе Гад йӑхне тата Манассиян тепӗр ҫур йӑхне Ҫӳлхуҫа чури Моисей Иордан леш енчи [хӗвел]тухӑҫӗ еннелле выртакан ҫӗрсене панӑ:
9
вӗсен ҫӗрӗ Арнон юхӑм шывӗ хӗрринчи Ароер патӗнчен пуҫланса кайнӑ, вӗсене айлӑмра ларакан хулана та, пӗтӗм Медева тӳремлӗхне те Дивон хулине ҫитичченех панӑ,
10
тата Есевонра патшара ларнӑ аморрейсен патшийӗн Сигонӑн хулисене пӗтӗмпе, аммонсен чиккине ҫитиччен,
11
ҫавӑн пекех Галаад, Гессур, Мааха ҫӗрӗсене, пӗтӗм Ермон ту-сӑртне, пӗтӗм Васан ҫӗрне Салха таранччен
12
тата Астарофпа Едреи хулисенче патшара ларнӑ Васан патшийӗн Огӑн пӗтӗм патшалӑхне панӑ. Моисей тӗп тунӑ, хӑваласа янӑ рефаимсенчен вӑл пӗчченех юлнӑ пулнӑ.
13
Анчах Израиль ывӑлӗсем Гессурпа Мааха [тата Ханаан] ҫыннисене тивмен, Гессурпа Мааха паян кунчченех Израиль хушшинче пурӑнаҫҫӗ.
14
Моисей пӗр Левий йӑхне ҫеҫ ҫӗр паман: Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, вӗсенӗн еткерлӗхӗ Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррине кӳрекен парнесем пулнӑ. [Моисей Иордан леш енчи Моав тӳремлӗхӗнче, Иерихон тӗлӗнче тӑнӑ чухне Израиль ывӑлӗсене йӑхсерен ҫапла еткерлӗх ҫӗр валеҫсе панӑ:]
15
Моисей Рувим йӑхне ӑрӑвӗсем тӑрӑх еткер ҫӗр панӑ:
16
вӗсен ҫӗрӗн чикки Арнон юхӑм шывӗ хӗрринчи Ароер пулнӑ, вӗсене акӑ мӗн-мӗн тивнӗ: Арнон айлӑмӗнчи хула, Медева ҫумӗнчи пӗтӗм тӳремлӗх,
17
Есевон тата ун таврашӗнчи тӳремлӗхри мӗнпур хула: Дивон, Вамоф-Ваал, Беф-Ваал-Меон,
18
Иааца, Кедемоф, Мефааф,
19
Кириафаим, Сивма, Емек тӑвӗ ҫинчи Цереф-Шахар,
20
Беф-Фегор, Фасга ту аркинчи вырӑнсем, Беф-Иешимоф,
21
тӳремлӗхри пӗтӗм хула, аморрейсен патшийӗн Сигонӑн пӗтӗм патшалӑхӗ; ӑна, Есевонра патшара ларнӑскере, Моисей вӗлернӗ; ҫавӑн пекех Моисей мадиансен ҫулпуҫӗсене Евия, Рекема, Цура, Хура, Ревӑна та пӗтернӗ, лешӗсем ҫав ҫӗршывра Сигона пӑхӑнса пурӑннӑ пулнӑ;
22
вӗсене вӗлернӗ чухне Израиль ывӑлӗсем Веор ывӑлне Валаам пӗлӗмҫе те хӗҫпе касса вӗлернӗ.
23
Рувим ывӑлӗсен ҫӗрӗн чикки Иордан шывӗ пулнӑ. Рувим ывӑлӗсене ӑрусерен пайласа панӑ еткерлӗх ҫӗр, вӗсенӗн хулисемпе ялӗсем ҫавӑ пулнӑ ӗнтӗ.
24
Моисей ҫавӑн пекех Гад йӑхне, Гад ывӑлӗсене те ӑрусерен еткерлӗх ҫӗр пайласа панӑ:
25
вӗсенӗн еткерлӗхӗ Иазер, пӗтӗм Галаад хули, Аммон ывӑлӗсен ҫӗрӗ ҫурри таран, Равва ҫывӑхӗнчи Ароера ҫитиччен сарӑлса выртакан ҫӗр,
26
Есевонран пуҫласа Рамаф-Мицфапа Ветонима ҫитиччен, Маханаимран пуҫласа Давир чикки таран выртакан ҫӗрсем пулнӑ,
27
тата айлӑмри Беф-Гарам, Беф-Нимра, Сокхоф тата Цафон хулисем — Сигон патшалӑхӗн, Есевон патшийӗн, юлашки ҫӗрӗ — Иордан шывӗпе чикӗллӗ, Иордан леш енче тухӑҫалла Хиннереф тинӗсӗ патне ҫитиччен тӑсӑлакан ҫӗр.
28
Ҫапла вара Гад ывӑлӗсене ӑрусерен пайласа панӑ еткерлӗх ҫӗр, вӗсенӗн хулисемпе ялӗсем ҫавӑ пулнӑ ӗнтӗ.
29
Моисей Манассиян ҫур йӑхне те еткерлӗх ҫӗр панӑ, ҫав ҫӗре Манассия ҫур йӑхӗн ӑрӑвӗсем тӑрӑх валеҫсе панӑ;
30
вӗсенӗн ҫӗрӗ Маханаимран пуҫласа пӗтӗм Васан — Васан патшийӗн Огӑн пӗтӗм патшалӑхӗ — Васанри мӗнпур Иаир хули, утмӑл хула, пулнӑ;
31
Галаад ҫӗрне ҫурри таран тата Астарофпа Едреи хулисене — Васан патшийӗн Огӑн тӗп хулисене — Манассия ывӑлӗ Махирӑн ывӑлӗсене, Махир ывӑлӗсен ҫур йӑхне ӑрусерен валеҫсе [панӑ].
32
Иордан леш енчи Моав тӳремлӗхӗнче, Иерихон тӗлӗнчен тухӑҫалла, Моисей акӑ епле еткерлӗх ҫӗр уйӑрса панӑ.
33
Левий йӑхне вара Моисей еткерлӗх ҫӗр паман: Турӑ каланӑ пек, вӗсенӗн еткерлӗхӗ Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри Хӑй пулнӑ.
← Chapter 12
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 14 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24