bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Joshua 23
Joshua 23
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 22
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 24 →
1
Ҫӳлхуҫа [Турӑ] Израиль халӑхне пӗтӗм таврари тӑшманӗсенчен хӳтӗлесе тӑнӑҫлӑ пурӑнӑҫ панӑранпа нумай вӑхӑт иртсессӗн, Иисус ӗнтӗ ватӑлса ҫитнӗ, сӗм ватлӑх патне ҫитсе тухнӑ.
2
Вара Иисус мӗнпур Израиль [ывӑлне], аслӑ ҫыннисене, пуҫлӑхӗсене, тӳрисене, халӑха пӑхса тӑракансене чӗнсе илнӗ те каланӑ: эпӗ ватӑлтӑм ӗнтӗ, сӗм ватлӑха ҫитрӗм.
3
Эсир Ҫӳлхуҫа Туррӑр ҫак халӑхсене пурне те хӑвӑр куҫӑр умӗнче мӗн кӑтартнине пӗтӗмпех куртӑр ӗнтӗ: Ҫӳлхуҫа Туррӑр сирӗншӗн Хӑй ҫапӑҫрӗ.
4
Акӑ эпӗ ҫакӑнта юлнӑ халӑхсен ҫӗрне те, хам ҫӗмӗрсе тӑкнӑ пур халӑхсен ҫӗрне те — Иорданран пуҫласа хӗвеланӑҫ еннелле Аслӑ тинӗс хӗррине ҫитиччен сарӑлса выртакан ҫӗре — сире, шӑпа тӑрӑх, еткерлӗхе валеҫсе патӑм.
5
Кунта юлнисене сирӗн умӑртан Ҫӳлхуҫа Туррӑр Хӑй хӑваласа ярӗ, [мӗн вӗлеричченех хӳтерӗ; вӗсене, вӗсенӗн патшисене тӗпӗ-йӗрӗпе пӗтерсе тӑкмашкӑн вӗсем ҫине тискер кайӑксем ярӗ], Ҫӳлхуҫа Туррӑр хӑвӑра каланӑ пек, эсир вӗсенӗн ҫӗрне еткерлӗхе илччӗр тесе, вӗсене сирӗн умӑрта пӗтерсе тӑкӗ.
6
Ҫавӑнпа ӗнтӗ Моисей саккунӗн кӗнекинче мӗн ҫырнине тӗп-тӗрӗс те тимлӗ туса тӑрӑр, унран сылтӑмалла та, сулахаялла та ан пӑрӑнӑр.
7
Хӑвӑр хушшӑра юлнӑ халӑхсемпе ан хутшӑнӑр, вӗсен туррисен ячӗсене ан асӑнӑр, [вӗсен ячӗпе] тупа ан тӑвӑр, вӗсемшӗн ан ӗҫлӗр, вӗсене ан пуҫҫапӑр,
8
ку таранччен пурӑннӑ пек, ӳлӗмрен те Ҫӳлхуҫа Туррӑр ҫумне ҫыпҫӑнса пурӑнӑр.
9
Ҫӳлхуҫа сирӗн патӑртан аслӑ та вӑйлӑ халӑхсене хӑваласа ячӗ, паян кунччен сирӗн умӑрта никам та тӳссе тӑраймарӗ;
10
сирӗнтен пӗри пин ҫынна хӑвалать, мӗншӗн тесессӗн, хӑвӑра каланӑ пек, Ҫӳлхуҫа Туррӑр сирӗншӗн Хӑй ҫапӑҫать.
11
Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Туррӑра пӗтӗм чун-чӗререн юратма тӑрӑшӑр.
12
Эхер те эсир, Унран пӑрӑнса хӑвӑр хушшӑра юлнӑ халӑхсене иленсессӗн, вӗсемпе хурӑнташланса кайса пӗр-пӗрин патне ҫӳреме тытӑнсассӑн,
13
пӗлсех тӑрӑр: ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Туррӑр ҫав халӑхсене сирӗн патӑртан хӑваламӗ, вӗсем хӑйсем сирӗншӗн мӑйкӑчпа таната пулӗҫ, куҫӑрсене тӑрӑнӗҫ, аякӑрсенчен чикӗҫ, ҫапла сире Ҫӳлхуҫа Туррӑр панӑ ҫак ырӑ ҫӗр ҫинчен пӗтерсе тӑкӗҫ.
14
Акӑ ӗнтӗ эпӗ ҫӗр ҫинчи мӗнпур чун каякан ҫӗре каятӑп. Эсир вара пӗтӗм чӗрӗрпе, пӗтӗм чунӑрпа пӗлсе тӑратӑр: Ҫӳлхуҫа Туррӑр сирӗн ҫинчен каланӑ мӗнпур ырӑ сӑмахран пӗр сӑмахӗ те кӑлӑх пулмарӗ; сирӗншӗн пӗтӗмпех пурӑнӑҫланчӗ, пӗр сӑмахӗ те пурӑнӑҫа кӗмесӗр юлмарӗ.
15
Анчах та Ҫӳлхуҫа Туррӑр хӑвӑра каланӑ пур ырӑ сӑмахӗ те сире ҫитсе тӑнӑ евӗр, Унӑн сирӗн тӗлӗшрен каланӑ усал сӑмахӗ те — хӑвӑра Ҫӳлхуҫа Туррӑр панӑ ырӑ ҫӗр ҫинчен пӗтерсе тӑкичченех — ҫитсе тӑрӗ.
16
Эхер те эсир Ҫӳлхуҫа Туррӑр хӑвӑрпа ҫураҫса хывнӑ халала пӑсса ытти турӑсене иленсессӗн, вӗсемшӗн ӗҫлеме тытӑнсассӑн, вӗсене пуҫҫапсассӑн, сире Ҫӳлхуҫа ҫилли ҫитӗ, вара эсир хӑвӑра [Ҫӳлхуҫа] панӑ ҫак ырӑ ҫӗр ҫинчен часах ҫухалӑр.
← Chapter 22
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 24 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24