bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Joshua 9
Joshua 9
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 8
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 10 →
1
Ҫакӑн ҫинчен илтсен, [аморрейсен] патшисем, — Иордан леш енчи сӑртлӑ-туллӑ, тӳремлӗ тата аслӑ тинӗс хӗррипе Ливан тӑвӗ патнех тӑсӑлакан ҫӗрсене тытса тӑраканскерсем, — тата хетсем, аморрейсем, [гергесейсем,] ханаансем, ферезейсем, евейсем, иевусейсем
2
пурте пӗрле пухӑннӑ та, пӗр майлӑ пулса, Иисуспа Израиль халӑхне хирӗҫ тӑрас тенӗ.
3
Анчах Гаваон ҫыннисем, Иисус Иерихонпа Гай хулисене епле пӗтерсе тӑкни ҫинчен илтсессӗн,
4
акӑ мӗнле чеелӗх тупнӑ: ашакӗсем ҫине ҫул валли кивӗ михӗсемпе ҫӑкӑр янтӑласа хунӑ, ҫӗтӗлсе пӗтнӗ, саплӑклӑ тир хутаҫпа эрех илнӗ;
5
ури сырри те вӗсен кивӗ, саплӑклӑ пулнӑ, ҫийӗнчи тумтирӗсем те ҫӗтӗк пулнӑ; ҫул ҫине илнӗ ҫӑкӑрӗ те пӗтӗмпех типсе-кӑвакарса кайнӑскер, [тӗпренсе] пӗтнӗскер пулнӑ.
6
Вӗсем ҫапла [израильсен] тапӑрне Галгала Иисус патне ҫитнӗ те ӑна тата пӗтӗм Израиль халӑхне каланӑ: эпир питӗ инҫетрен килтӗмӗр; пирӗнпе килӗшӳ тусамӑр, тенӗ.
7
Израиль ҫыннисем ҫав евейсене каланӑ: тен, эсир хамӑр ҫывӑхрах пурӑнатӑр? пирӗн сирӗнпе епле килӗшӳ тӑвас-ха? тенӗ.
8
Лешӗсем Иисуса: санӑн чурусем эпир, тенӗ. Иисус вара: эсир камсем пулатӑр, ӑҫтан килтӗр? тенӗ.
9
Вӗсем ӑна каланӑ: санӑн чурусем Ҫӳлхуҫа Турру ячӗпе питӗ инҫетрен килчӗҫ: эпир Унӑн мухтавӗ ҫинчен, Египет ҫӗрӗнче Вӑл мӗн-мӗн туни ҫинчен илтнӗ,
10
Иордан леш енче [пурӑннӑ] аморрейсен икӗ патшине — Есевон патшине Сигона тата Астарофпа [Едреи] хулисенче [пурӑннӑ] Васан патшине Ога — мӗн туни ҫинчен те пӗтӗмпех илтнӗ.
11
[Ҫакӑн ҫинчен илтсессӗн,] пирӗн аслӑ ҫыннӑмӑрсемпе хамӑр ҫӗршывра пурӑнакансем пурте пире ҫапла каларӗҫ: ҫул ҫине апат илӗр те ҫав халӑх патне кайӑр, калӑр вӗсене: «Эпир — сирӗн чурӑрсем; пирӗнпе килӗшӳ тусамӑр» тейӗр, терӗҫ.
12
Сирӗн пата килме тухнӑ чухне ҫак ҫӑкӑрсене эпир ӑшӑллах илсе тухнӑччӗ, кунта ҫитиччен йӑлт типсе кӑвакарса пӗтрӗҫ;
13
эрехне те вӗр-ҫӗнӗ тир хутаҫсене тултарнӑччӗ, вӗсем те йӑлт ҫӗтӗлсе пӗтрӗҫ; инҫе ҫула пула пирӗн тумтирӗ те, ура сыррисем те йӑптӑхланчӗҫ, тенӗ.
14
Израиль ҫыннисем Ҫӳлхуҫаран ыйтмасӑрах вӗсен ҫӑкӑрне илнӗ.
15
Иисус вара вӗсемпе килӗшӳ тунӑ, сире тивмӗпӗр, чӗрӗ хӑварӑпӑр тесе шантарнӑ; халӑх пуҫлӑхӗсем ҫав сӑмахпа килӗшсе тупа тунӑ.
16
Ҫапла килӗшӳ тунӑ хыҫҫӑн Израиль ҫыннисем виҫӗ кунранах вӗсем хӑйсен ҫывӑхӗнчех, хӑйсемпе кӳршӗллех пурӑннине пӗлнӗ:
17
Израиль ывӑлӗсем ҫула тухсассӑн виҫҫӗмӗш кунне шӑпах вӗсен хулисене ҫитсе кӗнӗ; вӗсен хулисем Гаваон, Кефира, Беероф тата Кириаф-Иарим [пулнӑ].
18
[Иисуспа] Израиль ывӑлӗсем ҫак хуласене тапӑнман, мӗншӗн тесессӗн халӑх пуҫлӑхӗсем [пурте] Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ячӗпе тупа тунӑ пулнӑ. Ҫавӑншӑн пӗтӗм [Израиль] халӑхӗ пуҫлӑхсене ӳпкеленӗ.
19
Пуҫлӑхсем ӗнтӗ халӑха каланӑ: эпир вӗсене Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ячӗпе тупа тунӑ, ҫавӑнпа вӗсене тӗкӗнме пултараймастпӑр;
20
эпир акӑ ҫапла тӑвӑпӑр: вӗсене тупа тунӑшӑн хамӑра ылхан ан ҫиттӗр тесе, вӗсене чӗрех хӑварар, тенӗ.
21
Пуҫлӑхсем вӗсене тата каланӑ: пурӑнччӑр, анчах вӗсем пӗтӗм халӑх валли вутӑ касса, шыв кӳрсе тӑччӑр, тенӗ. [Вара пӗтӗм халӑх] пуҫлӑхсем каланӑ пек [тунӑ].
22
Иисус вӗсене чӗнсе илнӗ те каланӑ: эсир пире мӗншӗн улталарӑр? «Эпир аякрисем» терӗр, хӑвӑр пирӗн ҫывӑхрах пурӑнатӑр;
23
ҫакӑншӑн эсир ылханлӑ пулӑр! ӗмӗрех чурара тӑрӑр, [ман валли тата] манӑн Туррӑм ҫурчӗ валли вутӑ касса, шыв кӳрсе пурӑнӑр! тенӗ.
24
Вӗсем Иисуса хуравласа каланӑ: эпир, санӑн чурусем, санӑн Ҫӳлхуҫа Турру Хӑйӗн чурине Моисее ҫак ҫӗре пӗтӗмпех сире пама, [пире тата] ҫак ҫӗр ҫинче пурӑнакан пӗтӗм халӑха сирӗн куҫӑр умӗнче пӗтерме хушнӑ тенине илтсеттӗмӗр; ҫавӑнпа эсир пире вӗлерсе пӗтересрен хӑраса ӳкрӗмӗр, ҫак ӗҫе те ҫавӑнпах турӑмӑр;
25
халӗ ӗнтӗ акӑ эпир санӑн аллунта: хӑвна пирӗн тӗлӗшрен мӗнле тусассӑн лайӑхрах та тӗрӗсрех туйӑнать, ҫапла ту, тенӗ.
26
Вара Иисус вӗсем тӗлӗшӗнчен ҫапла тунӑ: вӗсене Израиль ывӑлӗсен аллинчен хӑтарнӑ, вӗлерме паман;
27
Иисус вӗсене ҫав кунран пуҫласа [пӗтӗм] халӑх валли тата Ҫӳлхуҫанӑн парне вырӑнӗ валли вутӑ касса, шыв кӳрсе тӑма хушнӑ; [ҫавӑнпа та Гаваон ҫыннисем Туррӑн парне вырӑнӗ валли Ҫӳлхуҫа] суйласа илнӗ кирек хӑш вырӑнта та паян кунчченех [вутӑ касса, шыв кӳрсе тӑраҫҫӗ].
← Chapter 8
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 10 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24