bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Joshua 21
Joshua 21
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 20
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 22 →
1
Левий йӑхӗнчи ӑру пуҫлӑхӗсем Ханаан ҫӗрӗнчи Силом хулине Елеазар священникпа Нав ывӑлӗ Иисус патне, Израиль йӑхӗнчи ӑру пуҫлӑхӗсем патне пынӑ та каланӑ вӗсене: Моисей урлӑ Ҫӳлхуҫа пире пурӑнма хуласем, выльӑх-чӗрлӗх ҫӳретме хуласем таврашӗнче ҫӗр пуссисем пама хушнӑччӗ, тенӗ.
3
Вара, Ҫӳлхуҫа хушнипе, Израиль ывӑлӗсем левитсене хӑйсенӗн еткер ҫӗрӗнчен хуласемпе вӗсен таврашӗнчи уй-хирсене уйӑрса панӑ.
4
Малтан Кааф ӑрӑвӗсене шӑпа тухнӑ; Аарон священник ывӑлӗсене, левитсене, шӑпа тӑрӑх, Иуда йӑхӗнчен, Симеон йӑхӗнчен тата Вениамин йӑхӗнчен вунвиҫӗ хула тивнӗ;
5
Каафӑн ытти ывӑлӗсене вара Ефрем йӑхӗн ӑрӑвӗсенчен, Дан йӑхӗнчен тата Манассиян ҫур йӑхӗнчен, шӑпа тӑрӑх, вунӑ хула тивнӗ;
6
Гирсон ывӑлӗсене Иссахар йӑхӗн ӑрӑвӗсенчен, Асир йӑхӗнчен, Неффалим йӑхӗнчен тата Манассиян Васанри тепӗр ҫур йӑхӗнчен, шӑпа тӑрӑх, вунвиҫӗ хула тивнӗ;
7
Мерари ывӑлӗсенӗн ӑрӑвӗсене Рувим йӑхӗнчен, Гад йӑхӗнчен тата Завулон йӑхӗнчен — вуникӗ хула.
8
Турӑ Моисей урлӑ хушнӑ пек, Израиль ывӑлӗсем ҫак хуласемпе вӗсен таврашӗнчи ҫӗрсене, шӑпа тӑрӑх, левитсене уйӑрса панӑ.
9
Кунта Иуда ывӑлӗсен йӑхӗнчен, Симеон ывӑлӗсен йӑхӗнчен [тата Вениамин ывӑлӗсен йӑхӗнчен] уйӑрса панӑ хуласен ятне асӑннӑ:
10
Левий йӑхӗнчи Кааф ӑрӑвӗнчен тухнӑ Аарон ывӑлӗсене [вӗсене пӗрремӗш шӑпа тухнӑран]
11
Иуда тӑвӗ ҫинче ларакан Кириаф-Арба хулипе ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ; вӑл Енак ашшӗн хули пулнӑ, тепӗр тӗрлӗ ӑна Хеврон тенӗ;
12
ҫав хулан хирӗсемпе ялӗсене вара Халева — Иефонния ывӑлне — еткерлӗхе панӑ.
13
Аарон священник ывӑлӗсене — ҫын вӗлерекен тарса хӑтӑлмашкӑн — хӳтлӗх хула вырӑнне Хевронпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ тата Ливнӑпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене,
14
Иаттирпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Ештемопа ун таврашӗнчи ҫӗрсене,
15
Холонпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Давирпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене,
16
Аинпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Юттапа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Беф-Шемешпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ: ҫав икӗ йӑхран тӑхӑр хула панӑ;
17
Вениамин йӑхӗнчен вара Гаваонпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Гевӑпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене,
18
Анафофпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Алмонпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ: тӑватӑ хула.
19
Аарон ывӑлӗсене, священниксене, мӗнпурӗ вунвиҫӗ хулапа вӗсенӗн таврашӗнчи ҫӗрсем тивнӗ.
20
Кааф йӑхӗнчен тухнӑ ытти левитсене вара, шӑпа тӑрӑх, Ефрем йӑхӗн хулисем тивнӗ;
21
вӗсене — ҫынвӗлерен тарса хӑтӑлмашкӑн — хӳтлӗх хула вырӑнне Ефрем тӑвӗ ҫинче ларакан Сихемпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ тата Гезерпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене,
22
Кивцаимпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Беф-Оронпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ: тӑватӑ хула;
23
Дан йӑхӗнчен: Елфекепе ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Гиввефонпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене,
24
Аиалонпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Гаф-Риммонпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене: тӑватӑ хула;
25
Манассиян ҫур йӑхӗнчен: Фаанахпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Гаф-Риммонпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене: икӗ хула.
26
Кааф ывӑлӗсенӗн ытти ӑрӑвӗсене хула таврашӗнчи ҫӗрсемпе пӗрле пурӗ вунӑ хула тивнӗ.
27
Гирсон ывӑлӗсене вара, левитсене, ҫак хуласене панӑ: Манассиян ҫур йӑхӗнчен: ҫынвӗлерен тарса хӑтӑлмалли хӳтлӗх хула вырӑнне Васанри Голанпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ, тата Беештерапа ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ: икӗ хула;
28
Иссахар йӑхӗнчен: Кишионпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Даврафпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене,
29
Иармуфпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Ен-Ганнимпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене: тӑватӑ хула;
30
Асир йӑхӗнчен: Мишалпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Авдонпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене,
31
Хелкафпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Реховпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене: тӑватӑ хула;
32
Неффалим йӑхӗнчен: ҫынвӗлерен тарса хӑтӑлмалли хӳтлӗх хула вырӑнне Галилейӑри Кедеспа ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ, тата Хамоф-Дорпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Карфанпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ: виҫӗ хула.
33
Ҫапла Гирсон ывӑлӗсенӗн ӑрӑвӗсене хула таврашӗнчи ҫӗрсемпе пӗрле пурӗ вунвиҫӗ хула тивнӗ.
34
Мерари ывӑлӗсенӗн ӑрӑвӗсене, ытти левитсене, ҫак хуласене панӑ: Завулон йӑхӗнчен: Иокнеампа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Карфапа ун таврашӗнчи ҫӗрсене,
35
Димнапа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Нагалалпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене: тӑватӑ хула;
36
[Иордан леш енче, Иерихон тӗлӗнче] Рувим йӑхӗнчен: [ҫынвӗлерен тарса хӑтӑлмалли хӳтлӗх хула вырӑнне Мисор пушхирӗнчи] Бецер хулипе ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ, тата Иаацӑпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене,
37
Кедемофпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Мефаафпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ: тӑватӑ хула;
38
Гад йӑхӗнчен: ҫынвӗлерен тарса хӑтӑлмалли хӳтлӗх хула вырӑнне Галаадри Рамофпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ, тата Маханаимпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене,
39
Есевонпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Иазерпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ: пурӗ тӑватӑ хула.
40
Мерари ывӑлӗсене, левитсен ытти ӑрӑвӗсене, шӑпа тӑрӑх, пурӗ вуникӗ хула тивнӗ.
41
Ҫапла вара Израиль ывӑлӗсен еткер ҫӗрӗсем хушшинче левитсене пӗтӗмпе хӗрӗх сакӑр хула уйӑрса панӑ, хулисене таврари ҫӗрӗ-мӗнӗпех панӑ.
42
Ҫав хуласем ҫумӗнче кашни хули ҫумӗнчех йӗри-таврипех ҫӗрсем пулнӑ: пур хулара та ҫавӑн пек пулнӑ. [Иисус ҫапла пӗтӗм ҫӗре йӑхсерен уйӑрса тухсассӑн, Израиль ывӑлӗсем, Ҫӳлхуҫа хушнипе, Иисуса хӑйне пай кӑларса панӑ, ӑна вӗсем хӑй ыйтнӑ хулана — Ефрем тӑвӗ ҫинчи Фимнаф-Сара хулине — панӑ, ҫапла Иисус хӑй ыйтнӑ хулана илсе юсаса лартнӑ та унта пурӑнма вырӑнаҫнӑ. Израиль ывӑлӗсем пушхирте ҫӳренӗ чухне ҫул ҫинче ҫуралнисене ӳт кастарман пулнӑ, кайран Иисус ӑна туса ҫитернӗ; ӗнтӗ ӳт каснӑ чул ҫӗҫӗсене вӑл Фимнаф-Сара хулине пуҫтарса хунӑ.]
43
Ҫапла Ҫӳлхуҫа вӗсенӗн ашшӗсене пама тупа тунӑ ҫӗре пӗтӗмпех Израиль халӑхне панӑ, вара вӗсем ӑна еткерлӗхе илсе унта пурӑнма вырӑнаҫнӑ.
44
Вӗсенӗн ашшӗсене тупа тунӑ пек, Ҫӳлхуҫа вӗсене пур енчен те тӑнӑҫлӑх панӑ, вӗсен тӑшманӗсенчен пӗри те вӗсене хирӗҫ тӑрайман; вӗсен тӑшманӗсене пурне те Ҫӳлхуҫа вӗсен аллине ӳкернӗ.
45
Ҫӳлхуҫа Израиль килне каланӑ ырӑ сӑмахран пӗр сӑмахӗ те вырӑна килмесӗр юлман; пурте пурӑнӑҫланнӑ.
← Chapter 20
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 22 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24