bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Joshua 10
Joshua 10
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 9
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 11 →
1
Адониседек — Иерусалим патши — Иисус Гай хулине туртса илсе ӑна тупаласа тӗп туни ҫинчен, Гай хулипе унӑн патшине те Иерихон хулипе унӑн патшине пӗтернӗ пекех пӗтерни ҫинчен, Гаваон ҫыннисем [Иисуспа тата] Израильпе килӗшӳ туса вӗсем хушшинче юлни ҫинчен илтсессӗн
2
сехӗрленсех ӳкнӗ, мӗншӗн тесессӗн Гаваон патша хулисенчен кая мар, Гайран та пысӑкрах хула [пулнӑ], ҫыннисем те унта харсӑр ҫынсем пулнӑ.
3
Ҫавӑнпа Адониседек — Иерусалим патши — Хеврон патши Гогам патне, Иармуф патши Фирам патне, Лахис патши Яфий патне, Еглон патши Деавир патне ҫынсем янӑ, вӗсене:
4
«Килӗр, пулӑшӑр мана, Иисуспа, Израиль ывӑлӗсемпе килӗшӳ тунӑшӑн Гаваона ҫапса аркатма пулӑшӑр» тесе калама хушнӑ.
5
Вӗсем пуҫтарӑннӑ, вара аморрейсен пилӗк патши — Иерусалим патши, Хеврон патши, Иармуф патши, Лахис патши тата Еглон патши — хӑйсен мӗнпур ҫарне ертсе пырса Гаваон хулине ҫавӑрса илсе вӑрҫӑ пуҫланӑ.
6
Гаваон ҫыннисем Иисус патне [Израиль] тапӑрне, Галгал хулине, ҫынсем янӑ: «Хӑвӑн чурусене аллу хӳттисӗр ан хӑвар; хӑвӑртрах килсе пулӑшсам пире, ҫӑлсам пире: ту ҫинче пурӑнакан аморрейсен патшисем пурте пире хирӗҫ пуҫтарӑнса килчӗҫ» тесе калама хушнӑ.
7
Иисус вара Галгалран вӑрҫа юрӑхлӑ мӗнпур халӑха, пӗтӗм харсӑр ҫынна хӑй ертсе тухнӑ.
8
Ҫӳлхуҫа Иисуса каланӑ: вӗсенчен ан хӑра: Эпӗ вӗсене санӑн аллуна патӑм, пӗри те сана хирӗҫ тӑраймӗҫ вӗсем, тенӗ.
9
Галгалран тухсан пӗр чарӑнмасӑр, ҫӗрӗпе кайса, Иисус вӗсем патне пӗр кӗтмен ҫӗртен ҫитсе тухнӑ.
10
Израиль ҫыннисем курӑнсассӑнах, Ҫӳлхуҫа Гаваон халӑхне шуйхатсах пӑрахнӑ, вара израильсем вӗсене Гаваонра тӗппипе аркатса тӑкнӑ, Вефорон тӳпемӗ еннелле выртакан ҫулпа хӑваласа кайса Азекпа Макед патне ҫитичченех ҫӗмӗрсе пынӑ.
11
Вӗсем Израиль ывӑлӗсенчен тарса Вефорон тӑвӗн тайлӑмӗпе пынӑ чухне Ҫӳлхуҫа вӗсем ҫине Азек патне ҫитичченех тӳперен шултӑра чул [пӑр] ҫутарса пынӑ, вӗсем вилнӗ ӗнтӗ: чул ҫуса тӑнипе вилнисем Израиль ывӑлӗсем [ҫапӑҫура] хӗҫпе вӗлерсе пӗтернинчен ытларах пулнӑ.
12
Ҫӳлхуҫа [Турӑ], аморрей халӑхне Гаваонра Израиль ывӑлӗсем умӗнче ҫӗмӗрсе тӑкса, ӑна Израиль аллине панӑ кун Иисус Израиль халӑхӗ умӗнче пӗтӗм чун хавалӗпе Ҫӳлхуҫана асӑнса каланӑ: эй хӗвел, Гаваон тӗлӗнче чарӑнса тӑр! эй уйӑх, Аиалон айлӑмӗ тӗлӗнче чарӑнса тӑр!
13
Хӗвел чарӑнса тӑнӑ, уйӑх чарӑнса тӑнӑ, халӑх хӑй тӑшманне аркатса тӑкичченех вӗсем ҫапла пӗр хускалмасӑр тӑнӑ. Тӳрӗ ҫын кӗнекинче шӑпах ҫавӑн ҫинчен ҫырман-и ӗнтӗ: унта: «Хӗвел чӑн тӳпере тӑнӑ, кунӗпе тенӗ пекех вӑл анӑҫалла шума васкаман» тенӗ.
14
Ҫӳлхуҫа этем сассине [ҫав тӗрлӗ] итленӗ пек кун унччен те, кайран та урӑх пулман. Ҫӳлхуҫа ҫав кун Израиль хутне кӗрсе ҫапӑҫнӑ.
15
Кайран Иисус мӗнпур Израиль халӑхӗпе пӗрле хӑйсен тапӑрне Галгала таврӑннӑ.
16
Леш пилӗк патша Макед ҫывӑхне тарса ӳксе ҫӗр хӑвӑлне пытаннӑ.
17
Иисуса: «Пилӗк патша тупӑнчӗ, вӗсем Макед ҫывӑхӗнчи ҫӗр хӑвӑлӗнче пытанса лараҫҫӗ» тесе пӗлтерсессӗн,
18
Иисус каланӑ: ҫӗр хӑвӑлӗн анине пысӑк чулсемпе хупласа хурӑр, хураллама ҫынсем тӑратӑр;
19
хӑвӑр [кунта] чарӑнса ан тӑрӑр, тӑшманӑрсене хӑвалӑр, ҫарӗнчен тӑрса юлнисене пӗтерсе тӑкӑр, вӗсене хӑйсен хулисене тарса ӳкме ан парӑр: Ҫӳлхуҫа Туррӑр вӗсене сирӗн аллӑра панӑ, тенӗ.
20
Иисуспа Израиль ывӑлӗсем ҫапла хӑйсен тӑшманӗсене вирлӗн ҫӗмӗрсе тӑксассӑн, вӗсенчен чӗрӗ юлнисем тӗреклӗлетнӗ хуласене тарса кайсассӑн,
21
пӗтӗм халӑх, лӑпланса, Иисус патне тапӑра Макед хулине таврӑннӑ, Израиль ывӑлӗсене хирӗҫ ҫӑвар уҫакан та пулман.
22
Вара Иисус каланӑ: ҫӗр хӑвӑлӗн анине уҫӑр та леш пилӗк патшана ман патӑма илсе килӗр, тенӗ.
23
Ҫапла тунӑ та: леш пилӗк патшана — Иерусалим патшине, Хеврон патшине, Иармуф патшине, Лахис патшине тата Еглон патшине — ҫӗр хӑвӑлӗнчен кӑларса Иисус патне илсе пырса тӑратнӑ.
24
Ҫав патшасене хӑй патне илсе тухсассӑн, Иисус Израиль ывӑлӗсене пурне те чӗнсе илнӗ те хӑйпе пӗрле ҫӳренӗ ҫар ҫулпуҫӗсене каланӑ: пырӑр, ҫак патшасен мӑйӗ ҫине урӑрпа пусӑр, тенӗ. Лешӗсем пынӑ та вӗсен мӑйӗ ҫине урипе пуснӑ.
25
Иисус вӗсене каланӑ: ан хӑрӑр, ан сехӗрленӗр, ҫирӗп те хастар пулӑр: сирӗнпе вӑрҫакан тӑшманӑрсене Ҫӳлхуҫа пурне те ҫапла тӑвӗ, тенӗ.
26
Унтан Иисус патшасене вӗлерсе пилӗк йывӑҫран ҫактарнӑ; вӗсем каҫченех ҫакӑнса тӑнӑ.
27
Хӗвел аннӑ вӑхӑтра, Иисус хушнипе, вӗсен виллисене йывӑҫ ҫинчен антарнӑ та малтан хӑйсем тарса пытаннӑ ҫӗр хӑвӑлне пӑрахнӑ, хӑвӑлӗ анине пысӑк чулсем йӑвантарса хунӑ, ҫав чулсем паян кун та пулин ҫавӑнтах выртаҫҫӗ.
28
Иисус ҫав кунах Макед хулине ярса илнӗ, [ӑна,] унӑн патшине хӗҫ айне тунӑ, хулара мӗн пуррине, мӗнпур сывлан чуна тупаласа тӗп тунӑ: никама та чӗрӗ халлӗн хӑварман, пӗри те ҫӑлӑнайман, [тарса хӑтӑлайман]; Иерихон патшине мӗн кӑтартнӑ, Макед патшине те ҫавнах кӑтартнӑ.
29
Вара Иисус пӗтӗм Израиль халӑхне ертсе Македран Ливна хулине кайса ӑна хирӗҫ ҫапӑҫнӑ;
30
Ҫӳлхуҫа Ливнӑна та Израиль аллине панӑ, [вара ӑна,] унӑн патшине [ярса илнӗ], Иисус хулара мӗн пуррине, мӗнпур сывлан чуна хӗҫ айне тунӑ: унта никама та чӗрӗ халлӗн хӑварман, пӗри те ҫӑлӑнайман, [тарса хӑтӑлайман]; Иерихон патшине мӗн кӑтартнӑ, Ливна патшине те ҫавнах кӑтартнӑ.
31
Иисус пӗтӗм Израиль халӑхне ертсе Ливнӑран Лахис хулине кайнӑ, ун ҫывӑхне тапӑрӑн вырӑнаҫса, ӑна хирӗҫ ҫапӑҫнӑ;
32
Ҫӳлхуҫа Лахис хулине те Израиль аллине панӑ, вӑл ӑна тепӗр куннех туртса илнӗ те хулара мӗн пуррине, мӗнпур сывлан чуна хӗҫ айне тунӑ, [ӑна та] Ливнӑна пӗтернӗ пекех [пӗтерсе тӑкнӑ].
33
Лахиса пулӑшма Горам, Газер патши, ҫитнӗ; ӗнтӗ Иисус ӑна хӑйне те, унӑн халӑхне те [хӗҫ] айне тунӑ; никама та чӗрӗ хӑварман, пӗри те ҫӑлӑнайман, [тарса хӑтӑлайман].
34
Иисус пӗтӗм Израиль халӑхне ертсе Лахисран Еглон хулине кайнӑ, ун ҫывӑхне тапӑрӑн вырӑнаҫса, ӑна хирӗҫ ҫапӑҫнӑ;
35
[Ҫӳлхуҫа ӑна та Израиль аллине панӑ,] ӑна ҫав кунах туртса илсе, ӑна тата ҫав кун унта пулнӑ мӗнпур сывлан чуна хӗҫ айне тунӑ, ӑна та Лахиса тупаланӑ пекех тупаланӑ.
36
Иисус пӗтӗм Израиль халӑхне ертсе Еглонран Хеврон хулине кайса ӑна хирӗҫ ҫапӑҫнӑ;
37
Израиль ҫыннисем Хеврона туртса илсе хулине те, патшине те, ҫывӑхри ялсене те, унти мӗнпур сывлан чуна хӗҫ айне тунӑ; никама та чӗрӗ халлӗн хӑварман, пӗри те ҫӑлӑнайман, ӑна Еглона мӗн кӑтартнинех кӑтартнӑ: ӑна, унта мӗн пуррине, мӗнпур сывлан чуна тупаланӑ.
38
Унтан Иисус пӗтӗм Израиль халӑхне ертсе Давир хули патне ҫитсе ӑна хирӗҫ ҫапӑҫнӑ;
39
хулана туртса илсе, унӑн патшине те, ҫывӑхри пур ялне те хӗҫ айне тунӑ, унта мӗн пуррине, [вӗсене,] мӗнпур сывлан чуна тупаланӑ: пӗри те ҫӑлӑнайман; Хевронпа унӑн патшине мӗн кӑтартнӑ, Ливнӑпа унӑн патшине мӗн кӑтартнӑ, Давирпа унӑн патшине те ҫавнах кӑтартнӑ.
40
Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри хушнӑ пек, Иисус ҫапла сӑртлӑхри, кӑнтӑр енчи, айлӑмри пӗтӗм ҫӗре, ту аркисенчи ҫӗре тата вӗсенӗн пӗтӗм патшине ҫӗмӗрсе тӑкнӑ: никама та чӗрӗ халлӗн хӑварман, мӗнпур сывлан чуна тупаласа тӗп тунӑ;
41
Иисус вӗсене Кадес-Варни хулинчен пуҫласа Газа хулине ҫитиччен тӗп тунӑ, Гошен ҫӗрне те Гаваон таранчченех пӗтӗмпех ҫӗмӗрсе тӑкнӑ;
42
ҫав патшасене, вӗсенӗн мӗнпур ҫӗрне Иисус пӗрре тытӑнсах ҫӗнсе илнӗ, мӗншӗн тесессӗн Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри Израиль хутне кӗрсе ҫапӑҫнӑ.
43
Кайран Иисуспа пӗтӗм Израиль халӑхӗ хӑйсен тапӑрне Галгала таврӑннӑ.
← Chapter 9
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 11 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24