bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Joshua 11
Joshua 11
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 10
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 12 →
1
Ҫавӑн ҫинчен илтсессӗн, Иавин — Асор патши — Мадон патши Иовав патне, Шимрон патши патне, Ахсаф патши патне,
2
ҫурҫӗр еннелли сӑртлӑхра, Хиннарофӑн кӑнтӑр енчи тӳремлӗхре, айлӑмлӑ вырӑнсенче пурӑнакан патшасем патне, анӑҫ енче Нафоф-Дорта пурӑнакан патшасем патне,
3
тухӑҫ енче, тинӗс хӗрринче пурӑнакан ханаансем патне, ту ҫинче пурӑнакан аморрейсемпе хетсем, ферезейсемпе иевусейсем патне тата Ермон ҫывӑхӗнче, Массифа ҫӗрӗнче пурӑнакан евейсем патне хыпар янӑ.
4
Вара ҫавсем хӑйсен пӗтӗм ҫарӗпе, темӗн чухлӗ халӑхӗпе вӑрҫа хатӗрленсе тухнӑ, халӑхӗ тинӗс хӗрринчи хӑйӑр пек йышлӑ пухӑннӑ; утсемпе ҫар ураписем те шутсӑр нумай пулнӑ.
5
Ҫав патшасем, пурте пӗрле пухӑнса, Израильпе ҫапӑҫмашкӑн Мером шывӗ хӗррине ҫитсе тапӑра тӑнӑ.
6
Ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Иисуса каланӑ: ан хӑра вӗсенчен — Эпӗ ыран ҫак вӑхӑт тӗлнелле [вӗсене] пурне те Израиль [ывӑлӗсен] аллине ӳкерӗп; эсӗ вӗсен учӗсенӗн шӑнӑрӗсене каса-каса тат, ҫар ураписене вут-ҫулӑмпа ҫунтарса яр, тенӗ.
7
Вара Иисуспа вӑрҫа юрӑхлӑ мӗнпур халӑх вӗсем патне Мером шывӗ хӗррине пӗр кӗтмен ҫӗртен пырса тухнӑ та вӗсене тапӑннӑ.
8
Ҫӳлхуҫа вӗсене Израиль ҫыннисен аллине ӳкернӗ, Израиль ҫыннисем вӗсене аслӑ Сидона ҫитиччен, Мисрефоф-Маима ҫитиччен, тухӑҫ енчи Мицфа айлӑмне ҫитиччен хыҫран хӑваласа пӗтерсе пынӑ, вӗсене тӗппипех пӗтернӗ, пӗри те чӗрӗ юлман, пӗри те ҫӑлӑнайман, [тарса хӑтӑлайман].
9
Иисус хӑйне Ҫӳлхуҫа мӗнле каланӑ, ҫавӑн пек тунӑ: учӗсен шӑнӑрӗсене каса-каса татнӑ, ҫар ураписене вут-ҫулӑмпа ҫунтарса янӑ.
10
Ҫав вӑхӑтрах Иисус, каялла таврӑнса, Асор хулине туртса илнӗ, унӑн патшине хӗҫпе касса вӗлернӗ, [Асорӗ вӑл ӗлӗк таврари патшалӑхсен чӑн аслӑ хули пулнӑ];
11
унти мӗнпур сывлан чуна хӗҫ айне тунӑ, [пурне те] тупаланӑ: пӗр чӗрӗ чун та юлман; Асора вӑл вут-ҫулӑмпа ҫунтарса янӑ.
12
Ҫӳлхуҫа чури Моисей хушса хӑварнӑ пек, ҫав патшасене тата вӗсен мӗнпур хулине ярса илсессӗн, Иисус вӗсене пурне те хӗҫ айне тунӑ, пӗтмелле тупаланӑ;
13
анчах сӑрт тӳпемӗсенчи хуласене Израиль ывӑлӗсем ҫунтармасӑр хӑварнӑ, Иисус пӗр Асор хулине ҫеҫ ҫунтарса янӑ.
14
Ҫав хуласен мӗнпур пурлӑхне, [мӗнпур] выльӑх-чӗрлӗхне Израиль ывӑлӗсем хӑйсем валли ҫаратнӑ; ҫыннисене вара пурне те хӗҫпе касса тухнӑ, ҫапла пурне те тӗп тунӑ: [вӗсенчен] пӗр чун та хӑварман.
15
Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн чурине Моисее епле хушнӑ, Моисей те Иисуса ҫапла каласа хӑварнӑ, Иисус вара ҫавӑн пек тунӑ та: Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ сӑмахран тухман вӑл.
16
Иисус ҫапла пӗтӗм сӑртлӑх ҫӗре, кӑнтӑрти пӗтӗм ҫӗре, пӗтӗм Гошен ҫӗрне, айлӑм вырӑнсене, Израиль тӳремлӗхӗпе тӑвне, [ту таврашӗнчи] айлӑмлӑ вырӑнсене —
17
Сеир ҫывӑхӗнчи Халак тӑвӗнчен пуҫласа Ермон тӑвӗ ҫумӗнчи Ливан айлӑмӗнчи Ваал-Гад патне ҫитичченех — туртса илнӗ, ҫав ҫӗрсен патшисене пурне те тыткӑна илсе вӗлерсе пӗтернӗ.
18
Ҫав патшасемпе Иисус нумай вӑхӑт хушши вӑрҫӑ вӑрҫнӑ.
19
Гаваонра пурӑнакан евейсемсӗр пуҫне Израиль ывӑлӗсемпе [пӗр хула та] килӗшӳ туман: израильсем вӗсене пурне те вӑрҫӑ вӑрҫса илнӗ;
20
вӗсем хӑйсенӗн чӗрине хаярлантарни, Израиле вӑрҫӑпа кӗтсе илни пӗтӗмпе Ҫӳлхуҫа ирӗкӗнчен килнӗ: Израиль ывӑлӗсем вӗсене тупалаччӑр тесе, ан каҫарччӑр тесе, Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек пӗтерччӗр тесе, Ҫӳлхуҫа вӗсене Израиль халӑхӗпе хирӗҫтернӗ.
21
Ҫавӑн чухнех Иисус тата енакимсене [пурне те] ҫӗмӗрсе тӑкнӑ; лешӗсем сӑртлӑхра, Хевронра, Давирта, Анавӑра, пӗтӗм Иуда тӑвӗ ҫинче, пӗтӗм Израиль тӑвӗ ҫинче пурӑннӑ; Иисус вӗсене хули-мӗнӗпе тупаланӑ;
22
Израиль ҫӗрӗнче енакимсен [пӗр ҫынни] те юлман, вӗсем Газа, Геф тата Азот хулисенче анчах юлнӑ.
23
Ҫапла вара Иисус, Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ пек, пӗтӗм ҫӗре туртса илнӗ те Израиль халӑхне еткерлӗхе йӑхсерен уйӑрса панӑ. Ӗнтӗ вӑрҫӑ чарӑннӑ, самана лӑпланнӑ.
← Chapter 10
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 12 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24