bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Joshua 17
Joshua 17
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 16
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 18 →
1
Иосифӑн малтанхи ывӑлӗ пулнӑран шӑпа Манассия йӑхне тухнӑ. Махира — Манассиян малтанхи ывӑлне, Галаад ашшӗне, — вӑрҫӑра паттӑр пулнӑскере, Галаадпа Васан тивнӗ.
2
Манассиян ытти ывӑлӗсен ӑрӑвӗсене те — Авиезер ывӑлӗсене, Хелек ывӑлӗсене, Асриил ывӑлӗсене, Шехем ывӑлӗсене, Хефер ывӑлӗсене, Шемида ывӑлӗсене — пурне те еткер ҫӗр уйӑрса панӑ. Иосиф ывӑлӗ Манассия йӑхӗнчи арҫынсем ҫавсем ӗнтӗ.
3
Салпаадӑн вара — вӑл Хефер ывӑлӗ пулнӑ, Хефер — Галаад ывӑлӗ, Галаад — Махир ывӑлӗ, Махир вара Манассия ывӑлӗ пулнӑ — ывӑл ача пулман, хӗрачасем [ҫеҫ] пулнӑ. Акӑ унӑн хӗрӗсен ячӗсем: Махла, Ноа, Хогла, Милка тата Фирца.
4
Ҫавсем ӗнтӗ Елеазар священник, Нав ывӑлӗ Иисус тата пуҫлӑхсем патне пынӑ та каланӑ: Ҫӳлхуҫа Моисее пире те тӑванӑмӑрсем хушшинче ҫӗр пама хушнӑ, тенӗ. Вара, Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек, вӗсене ашшӗн тӑванӗсем хушшинче ҫӗр уйӑрса панӑ.
5
Манассияна ҫапла, Иордан леш енчи Галаадпа Васансӑр пуҫне, тата вунӑ пай ҫӗр тивнӗ,
6
мӗншӗн тесессӗн Манассия [ывӑлӗсен] хӗрӗсем арҫынсемпе тан ҫӗр илнӗ, унсӑр пуҫне Манассия ывӑлӗсене Галаад та тивнӗ.
7
Манассия [ывӑлӗсен] ҫӗр чикки Асир патӗнчен пуҫласа Сихем тӗлӗнчи Михмефаф еннелле пырать; унтан чикӗ сылтӑмалла, Ен-Таппуах ҫыннисем пурӑнакан вырӑналла, каять.
8
Таппуах ҫӗрӗ — Манассияна, Манассия ҫӗрӗ чиккинчи Таппуах хули вара Ефрем ывӑлӗсене тивнӗ.
9
Ҫав вырӑнтан чикӗ Кана юхӑм шывӗ патнелле кӑнтӑр енӗпеле анать. Ҫав хуласем, Манассия хулисем хушшинче пулсассӑн та, Ефрем йӑхне тивнӗ. Манассия ҫӗрӗн чикки юхӑм шывран ҫурҫӗрелле кайса тинӗс хӗррине пырса тухать.
10
Кӑнтӑр енчи ҫӗр Ефрема пулнӑ, ҫурҫӗр енчи Манассияна пулнӑ; тинӗс вӗсем хушшинчи чикӗ шутланнӑ; ҫурҫӗр енчен вӗсем Асирпа, тухӑҫ енчен Иссахарпа чикӗллӗ пулнӑ.
11
Иссахарпа Асир хушшинчи ҫӗр Манассияна тивнӗ, унта Беф-Сан хулипе ӑна пӑхӑнса тӑракан вырӑнсем, Ивлеам хулипе ӑна пӑхӑнса тӑракан вырӑнсем, Дор ҫыннисемпе ӑна пӑхӑнса тӑракан вырӑнсем, Ен-Дор ҫыннисемпе ӑна пӑхӑнса тӑракан вырӑнсем, Фаанах ҫыннисемпе ӑна пӑхӑнса тӑракан вырӑнсем, Мегиддон ҫыннисемпе ӑна пӑхӑнса тӑракан вырӑнсем, Нафеф ҫӗрӗн виҫҫӗмӗш пайӗ [тата ун таврашӗнчи ялсем] пулнӑ.
12
Манассия ывӑлӗсем ҫав хуласенче пурӑнакансене хӑваласа яма пултарайман, вара ханаансем ҫав ҫӗртех пурӑнма юлнӑ.
13
Вӑй илсе ҫитсессӗн, Израиль ывӑлӗсем ханаансене пӑхӑнтарса куланай тӳлеттерме тытӑннӑ, анчах хӑваласа ярасса вӗсене ҫапах хӑваласа яман.
14
Иосиф ывӑлӗсем Иисуса каланӑ: Ҫӳлхуҫа пилленипе пирӗн йыш питӗ пысӑк, эппин, мӗншӗн-ха эсӗ пире пӗр шӑпа, пӗр пай анчах уйӑрса патӑн? тенӗ.
15
Иисус вӗсене каланӑ: ытах та эсир йышлӑ пулсассӑн, Ефрем тӑвӗ сирӗншӗн хӗсӗк пулсассӑн, вӑрманлӑха кайӑр та ферезейсемпе рефаимсен [ҫӗрне] тасатса вырӑнаҫӑр, тенӗ.
16
Иосиф ывӑлӗсем каланӑ: Ефрем тӑвӗ пирӗн алӑра тытӑнса тӑрас ҫук, мӗншӗн тесессӗн айлӑмра пурӑнакан ханаансем те, Беф-Санпа ӑна пӑхӑнса тӑракан ҫӗрсенче пурӑнакансем те, Изреель айлӑмӗнче пурӑнакансем те ҫар урапийӗсене тимӗртенех тунӑ, тенӗ.
17
Вара Иисус Иосиф килне — Ефремпа Манассияна — каланӑ: эсӗ — йышлӑ халӑх, вӑй-хӑвату та пысӑк; сана пӗр пай анчах пулмӗ:
18
сӑртлӑх та, ҫак вӑрманлӑх та сана пулӗ; вӑрманне тасатӑн та — вӑл ӗмӗрлӗхе сана пулӗ; ҫар урапийӗсем тимӗр пулин те, эсӗ ханаансене хӑваласа ярӑн, вӗсем тем тӗрлӗ вӑйлӑ пулсан та, [эсӗ вӗсене ҫӗнтерӗн], тенӗ.
← Chapter 16
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 18 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24