bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Joshua 16
Joshua 16
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 15
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 17 →
1
Унтан Иосиф ывӑлӗсене шӑпа тухнӑ: вӗсен ҫӗрӗн чикки, Иерихон тӗлӗнчи Иорданран пуҫласа, Иерихон шывӗнчен тухӑҫалла, Иерихон патӗнчен Вефиль тӑвӗ патнелле сарӑлса выртакан пушхирпе пырать;
2
чикӗ Вефильрен Луз патнелле каять, унтан, Арха чикки енне каҫса, Атарофа ҫитиччен тӑсӑлать,
3
тинӗс хӗррине, Иафлет чикки патне анать, Анатри Беф-Орон, Газер патне ҫитсе тинӗс хӗррине пырса тухать.
4
Ҫак ҫӗре ӗнтӗ Иосиф ывӑлӗсем — Манассияпа Ефрем — еткерлӗхе илнӗ.
5
Ефрем ывӑлӗсене ӑрусерен валеҫсе панӑ ҫӗр чикки акӑ ҫапла пулнӑ: вӗсен ҫӗрӗн чикки тухӑҫри Атароф-Адартан тытӑнса Тури Беф-Орона [тата Газарӑна] ҫитиччен пырать;
6
унтан чикӗ Михмефафӑн ҫурҫӗр енӗпе тинӗс хӗррине анать те тухӑҫалла, Фаанаф-Силом еннелле пӑрӑнса, Ианохӑн тухӑҫ енӗпе каҫса каять;
7
Ианох патӗнчен Атарофпа Наараф еннелле анса Иерихон ҫумнех пырать, унтан Иордан хӗррине пырса тухать;
8
чикӗ Таппуахран тинӗс патнелле, Кана юхӑм шывӗ патнелле пырса, тинӗс хӗррине ҫитсе тухать. Ефрем ывӑлӗсен йӑхне ӑрусерен валеҫсе панӑ еткер ҫӗр ҫакӑ ӗнтӗ,
9
ку вӑл — Ефрем ывӑлӗсене Манассия ывӑлӗсен ҫӗрӗнчен уйӑрса панӑ хуласемпе вӗсен таврашӗнчи ялсем.
10
Анчах [Ефрем ывӑлӗсем] Газер хулинче пурӑннӑ ханаансене хӑваласа яман, ҫавӑнпа ханаансем Ефрем ывӑлӗсем хушшинче паян кунчченех хырҫӑ тӳлесе пурӑннӑ. [Кайран-кайран фараон, Египет патши, ҫитнӗ те хулана туртса илсе ҫунтарса янӑ, ханаансене, ферезейсене, Газер ҫыннисене вӗлерсе тухнӑ; ҫав хулана вара фараон хӑй хӗрне хулӑн тупри вырӑнне панӑ.]
← Chapter 15
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 17 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24