bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Joshua 7
Joshua 7
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 6
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 8 →
1
Анчах та Израиль ывӑлӗсем [хӑрушла] усал ӗҫ тунӑ: вӗсем тупаланӑ япалана [илнӗ]. Ахан — Иуда йӑхӗн ҫынни, Хармий ывӑлӗ пулнӑ; Хармий вара — Завдий ывӑлӗ, Завдий — Зара ывӑлӗ пулнӑ — тупаланӑ япалана илнӗ, ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсене питӗ хытӑ ҫилленнӗ.
2
Иисус ҫавӑн чухне Иерихон хулинчен Вефилӗн хӗвелтухӑҫ енчи Беф-Авен ҫывӑхӗнчи Гай хулине ҫынсем янӑ, вӑл вӗсене: кайӑр, ҫӗр пӑхса килӗр, тенӗ. Лешӗсем кайнӑ та Гай ҫӗрне пӑхса килнӗ.
3
Иисус патне таврӑнсассӑн, ӑна каланӑ: пӗтӗм халӑх ан кайтӑр унта, икӗ пине е виҫӗ пине яхӑн анчах кайччӑр, Гай хулине вӗсем те ҫӗнтерӗҫ; пӗтӗм халӑха асаплантарса ан ҫӳрет, вӗсем [унта] сахаллӑн, тенӗ.
4
Ҫапла вара унта виҫӗ пин ҫынна яхӑн кайнӑ, анчах вӗсем Гай ҫыннисенчен каялла тарса таврӑннӑ;
5
Гай ҫыннисем вӗсене хула хапхи патӗнчен Севарима ҫитиччен хӑваласа кайнӑ, ту ҫинчен аннӑ чухне вӗсен вӑтӑр ултӑ ҫыннине вӗлерсе пӑрахнӑ; ҫавна пула халӑх чӗри хавшаса ӳксе шыв пек шӗвелнӗ.
6
Иисус ӗнтӗ ҫийӗнчи тумтирне туртса ҫурнӑ та, Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчи умне ӳксе, мӗн каҫченех ҫапла выртнӑ; Израилӗн аслӑ ҫыннисем те ҫапла тунӑ; пуҫӗ ҫине вӗсем тусан сапнӑ.
7
Вара Иисус каланӑ: эй Ҫӳлхуҫа Патшам! Эсӗ ҫак халӑха мӗншӗн Иордан урлӑ каҫартӑн — пире аморрейсен аллине парса пӗтерес тесе-и? ах, пирӗн Иордан леш енчех юлса пурӑнмаллаччӗ-мӗн!
8
Эй Ҫӳлхуҫамӑм! Израиль ҫапла тӑшманӗсенчен тарса килнӗ хыҫҫӑн мӗн калас ӗнтӗ манӑн?
9
Ҫакна илтсессӗн ханаансем тата ҫак ҫӗрте пурӑнакансем пире ҫавӑрса илсе ҫӗр ҫинче ятӑмӑра та хӑвармӗҫ. Хӑвӑн аслӑ ятна мӗн кӑтартӑн вара? тенӗ.
10
Ҫӳлхуҫа Иисуса каланӑ: тӑр, мӗншӗн ӳпне ӳксе выртатӑн?
11
Израиль ҫылӑха кӗчӗ: вӗсем Манпа хывнӑ халала пӑсрӗҫ; тупаланӑ япалана илчӗҫ, вӑрларӗҫ, хӑйсен япалисем хушшине пытарса хучӗҫ;
12
ҫавӑнпа Израиль ывӑлӗсем, тӑшман умӗнче чӑтаймасӑр, каялла ҫаврӑнса тарчӗҫ, вӗсене ӗнтӗ ылхан ҫитрӗ; тупаланӑ япалана хӑвӑр хушшӑртан пӗтермесессӗн, текех сирӗнпе пӗрле пулмӑп.
13
Тӑр, халӑха тасат, кала ӑна: ирччен тасалӑр, Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ҫапла калать, те: «Эй Израиль, сан хушшунта тупалани пур; ҫав тупаланӑ япаларан хӑтӑлмасӑр эсӗ хӑвӑн тӑшманна хирӗҫ тӑма пултараймӑн» тесе калать, те;
14
ыран [пурсӑр та] йӑхӗ-йӑхӗпе пухӑнса тӑрӑр; Ҫӳлхуҫа кӑтартакан йӑх ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе пытӑр; Ҫӳлхуҫа кӑтартакан ӑру кил-йышӗ-кил-йышӗпе пытӑр; Ҫӳлхуҫа кӑтартакан кил-йыш пӗрер ҫыннӑн пытӑр;
15
тупаланӑ япалана вӑрлани кам ҫине тухӗ, ҫавна хӑйне те, унӑн мӗнпур япалине те вут-ҫулӑмпа ҫунтарса яччӑр: вӑл Ҫӳлхуҫа хывнӑ халалран пӑрӑнса Израиль хушшинче саккуна хирӗҫле ӗҫ тунӑ, тенӗ.
16
Тепӗр кунхине Иисус ирех тӑнӑ та Израиль халӑхне йӑхӑн-йӑхӑн пухӑнса пыма хушнӑ, кӑтартни Иуда йӑхӗ ҫине тухнӑ;
17
Иуда йӑхне ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе пыма хушсассӑн, кӑтартни Зара ӑрӑвӗ ҫине тухнӑ; Зара ӑрӑвне кил-йышӗ-кил-йышӗпе пыма хушсассӑн, кӑтартни Завдий [кил-йышӗ] ҫине тухнӑ;
18
Завдий кил-йышне пӗрер ҫыннӑн пыма хушсассӑн, кӑтартни Ахан ҫине — вӑл Иуда йӑхӗн ҫынни, Хармий ывӑлӗ пулнӑ; Хармий вара — Завдий ывӑлӗ, Завдий — Зара ывӑлӗ пулнӑ — тухнӑ.
19
Вара Иисус Ахана каланӑ: эй ывӑлӑм! Ҫӳлхуҫана, Израиль Туррине, мухтавлӑх кӳр, Унӑн умӗнче ӳкӗн, мӗн тунине мана каласа пар; манран ан пытар, тенӗ.
20
Ахан Иисуса хуравласа каланӑ: чӑн, эпӗ Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри умӗнче ҫылӑха кӗтӗм, ҫапла-ҫапла турӑм:
21
туртса илнӗ япаласем хушшинче эпӗ питех те илемлӗ Сеннаар тумтирӗ, икҫӗр сикль кӗмӗл тата аллӑ сикль таякан ылтӑн катӑкӗ куртӑм; ӗнтӗ кӑмӑла кайрӗ те — илтӗм; ӑна хамӑн чатӑрта ҫӗр айне пытарса хутӑм, кӗмӗлне чи аяла [пытартӑм], тенӗ.
22
Иисус ҫынсем янӑ та, лешӗсем чатӑра [тапӑра] чупса кайнӑ; хайхи япаласене пурне те Ахан чатӑрне пытарнӑ пулнӑ, кӗмӗлӗ чи аялта пулнӑ.
23
Вӗсем ҫав япаласене чатӑртан илнӗ те, Иисуспа Израилӗн пӗтӗм ывӑлӗ патне илсе пырса, Ҫӳлхуҫа умне хунӑ.
24
Иисуспа пӗтӗм Израиль халӑхӗ, Зара ывӑлне Ахана ертсе, хайхи кӗмӗле, тумтире, ылтӑн катӑкне, унӑн ывӑлӗсемпе хӗрӗсене, вӑкӑрӗсемпе ашакӗсене, сурӑхӗсемпе чатӑрне тата унӑн мӗн пулнӑ, ҫавна [пӗтӗмпех] Ахор айлӑмне илсе тухнӑ.
25
Ӗнтӗ Иисус каланӑ: пире инкек кӳнӗшӗн ҫак кун Ҫӳлхуҫа сана инкек кӑтартӗ, тенӗ. Вара пӗтӗм Израиль халӑхӗ Ахана чулпа пере-пере вӗлернӗ, вӗсене вут-ҫулӑмпа ҫунтарса янӑ, вӗсем ҫине чул пӑрахнӑ.
26
Ахан ҫине темӗн ҫӳллӗш чул купи купаласа хӑварнӑ, вӑл халичченех сыхланса юлнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫа ҫилли лӑпланнӑ. Ҫавӑнпа ҫав вырӑна паян кунчченех Ахор айлӑмӗ теҫҫӗ.
← Chapter 6
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 8 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24