bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Joshua 3
Joshua 3
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 4 →
1
Иисус ирхине ирех тӑнӑ та, вара вӗсем, — вӑл хӑй тата пӗтӗм Израиль ывӑлӗ, — Ситтим хулинчен тапранса тухса Иордан хӗррине ҫитнӗ, ҫавӑнта ҫӗр выртнӑ, шывӗ урлӑ каҫман-ха.
2
Халӑха пӑхса тӑракансем виҫӗ кунран тапӑр тӑрӑх кайнӑ та
3
акӑ ҫапла каласа тухнӑ: хӑвӑр Ҫӳлхуҫа Туррӑр саккунӗн арчине, ӑна ҫӗклесе пыракан [хамӑр] священниксене [тата] левитсене курсассӑн, эсир те вырӑнтан тапранӑр та вӗсем хыҫҫӑн кайӑр;
4
саккун арчипе сирӗн хушшӑр икӗ пин чике пулмалла, унтан кая ан пултӑр; каяс ҫулӑра пӗлес тесе ун патне ҫывӑха ан пырӑр: вӑл ҫулпа эсир ӗнер те, виҫӗмкун та ҫӳремен, тенӗ.
5
Иисус халӑха каланӑ: [ир тӗлне] тасалса тӑрӑр: ыран Ҫӳлхуҫа сирӗн хушшӑрта хӑватсем-кӗтретсем кӑтартӗ, тенӗ.
6
Священниксене вара Иисус ҫапла каланӑ: [Ҫӳлхуҫа] саккунӗн арчине илӗр те халӑх умӗнчен пырӑр, тенӗ. [Священниксем Ҫӳлхуҫа] саккунӗн арчине илнӗ те халӑх умӗнчен пынӑ.
7
Ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа Иисуса каланӑ: ҫак кун Эпӗ сана пӗтӗм Израиль [ывӑлӗ] умӗнче асла кӑларма пуҫлатӑп — пӗлччӗр вӗсем: Эпӗ Моисей тӗлӗшӗнчен мӗнле пулнӑ, сан тӗлӗшӗнчен те ҫавӑн пекех пулӑп;
8
эсӗ вара саккун арчине ҫӗклесе пыракан священниксене ҫапла хуш, ҫапла кала: Иордан шывне кӗрсессӗнех, Иорданта чарӑнса тӑрӑр, те, тенӗ.
9
Иисус Израиль ывӑлӗсене каланӑ: кунтарах килӗр, Ҫӳлхуҫа Туррӑр сӑмахне итлӗр, тенӗ.
10
Иисус тата каланӑ: сирӗн хушшӑрта чӗрӗ Турӑ тӑнине, Вӑл сирӗн патӑртан ханаансене, хетсене, евейсене, ферезейсене, гергесейсене, аморрейсене тата иевусейсене хӑваласа ярасса эсир акӑ ҫакӑнтан пӗлӗр:
11
эсир Иордан урлӑ каҫнӑ чухне пӗтӗм ҫӗр Ҫӳлхуҫи саккунӗн арчи сирӗн умӑртан пырӗ;
12
Израиль йӑхӗсем хушшинчен вуникӗ ҫын — кашни йӑхран пӗрер ҫын — суйласа илӗр;
13
Ҫӳлхуҫанӑн, пӗтӗм ҫӗр Патшийӗн, саккун арчине ҫӗклесе пыракан священниксен ури Иордан шывне ярса пуссассӑнах, Иордан шывӗ типсе ларӗ, тури енчен юхакан шыв чарӑнса хӳме пек тӑрӗ, тенӗ.
14
Вара халӑх Иордан урлӑ каҫмашкӑн хӑйӗн чатӑрӗсем патӗнчен тапранса тухнӑ, священниксем халӑх умӗнчен [Ҫӳлхуҫа] саккунӗн арчине ҫӗклесе пынӑ,
15
ҫапла [Ҫӳлхуҫа саккунӗн] арчине йӑтса пыракансем Иордана пырса кӗрсессӗнех, арча ҫӗкленӗ священниксем урине шыва чиксессӗнех [Иордан вара тулӑ вырнӑ вӑхӑтра яланах ҫыранӗнчен тухса ейӗве кайса выртать],
16
тури енчен юхакан шыв тӑпах чарӑннӑ та Цартан ҫывӑхӗнчи Адам хули патне ҫитичченех хӳме пек пӳлӗнсе тӑнӑ; анаталла юхакан шывӗ тӳремлӗх тинӗсне, Тӑварлӑ тинӗсе, юхса кайса пӗтнӗ.
17
Халӑх Иерихон тӗлӗнчен каҫса кайнӑ; Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчине ҫӗклесе пыракан священниксем Иордан варринче типӗ ҫӗрте шанӑҫлӑн тӑнӑ. Израиль [ывӑлӗсем] ҫапла пӗтӗм халӑх Иордан урлӑ каҫса пӗтичченех типӗ ҫӗрпе пынӑ.
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 4 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24