bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Joshua 20
Joshua 20
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 19
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 21 →
1
Ҫӳлхуҫа Иисуса ҫапла тесе каланӑ:
2
Израиль ывӑлӗсене кала: Эпӗ сире Моисей урлӑ хушнӑ пек, хӑвӑр валли хӳтлӗх пулмалли хуласем суйласа илӗр —
3
ҫынна йӑнӑшпа, ӑнсӑртран вӗлернӗ этем ҫавӑнта тарма пултартӑр; [ҫын вӗлерекене халӑх умне сута тӑратиччен] ан вӗлерччӗр тесе, [ҫав хуласем] юншӑн тавӑраканран тарса хӑтӑлмалли хӳтлӗх хуласем пулччӑр.
4
Кам та кам ҫав хуласенчен пӗрне тарса ӳксессӗн, вӑл хула хапхи умне тӑтӑр та хулан аслӑ ҫыннисене хӑй ӗҫне каласа кӑтарттӑр; лешӗсем вара ӑна хӑйсен хулине кӗртӗҫ те пурӑнма вырӑн парӗҫ;
5
юншӑн тавӑрас теекенӗ ун хыҫҫӑн хӑваласа пырсассӑн, вӗсенӗн ӑна унӑн аллине памалла мар, мӗншӗн тесессӗн вӑл хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине ятарласа вӗлермен, вӑл ӗнер те, виҫӗмкун та ӑна курайман ҫын пулман;
6
вӑл ӗнтӗ халӑх умне сута тӑриччен, ҫавӑн чухнехи аслӑ священник виличчен ҫав хулара пурӑнтӑр. Кайран вара ҫынвӗлерен хӑйӗн хулине, хӑйӗн килне, хӑй ӑҫтан тарса пынӑ, ҫав хулана таврӑнтӑр, тенӗ.
7
Вара Неффалим тӑвӗ ҫинчи Галилейӑри Кедес хулине, Ефрем тӑвӗ ҫинчи Сихем хулине тата Иуда тӑвӗ ҫинчи Кириаф-Арба хулине — тепӗр тӗрлӗ каласассӑн Хеврон хулине — уйӑрса илнӗ;
8
тата Иордан леш енче Иерихонран тухӑҫалла ларакан хуласене суйласа илнӗ: Рувим йӑхӗнчен — пушхирти, тӳремри Бецер хулине, Гад йӑхӗнчен — Галаадри Рамоф хулине тата Манассия йӑхӗнчен — Васанри Голан хулине;
9
ҫав хуласем ӗнтӗ Израиль ҫыннисемшӗн те, ютран пырса вӗсем хушшинче пурӑнакансемшӗн те уҫӑ пулнӑ: ҫынна йӑнӑшпа вӗлерекен ҫавӑнта тарса ӳкме пултартӑр, халӑх умне [сута] тӑриччен унӑн юншӑн тавӑракан аллинчен вилмелле ан пултӑр, тенӗ.
← Chapter 19
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 21 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24