bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Joshua 22
Joshua 22
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 21
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 23 →
1
Ҫавӑн хыҫҫӑн вара Иисус Рувим йӑхне, Гад йӑхне, Манассиян ҫур йӑхне чӗнсе илнӗ те каланӑ:
2
эсир Ҫӳлхуҫа чури Моисей хӑвӑра мӗн каласа хӑварнине пурне те пурӑнӑҫларӑр, эпӗ мӗн хушнине те пурне те итлерӗр;
3
эсир хӑвӑр тӑванӑрсене пӑрахса хӑвармарӑр, нумай хушӑ, паян кунчченех, вӗсемпе пӗрле пултӑр, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑрӑн Туррӑр, пурӑнӑҫлама хушнине пурӑнӑҫларӑр:
4
халӗ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа, хӑвӑрӑн Туррӑр, вӗсене мӗн каланине турӗ — сирӗн тӑванӑрсене тӑнӑҫлӑх пачӗ; эппин, килӗр чатӑрӑрсене, Ҫӳлхуҫа чури Моисей хӑвӑра Иордан леш енче панӑ еткерлӗх ҫӗрӗре таврӑнӑр;
5
анчах эсир ӳкӗтсене тата Ҫӳлхуҫа чури Моисей хӑвӑра халалланӑ саккуна тӗрӗс тытса тӑма тӑрӑшӑр: Ҫӳлхуҫа Туррӑра юратӑр, Вӑл кӑтартнӑ ҫулпа ҫӳрӗр, Унӑн ӳкӗчӗсене уяса пурӑнӑр, Ун ҫумне ҫыпӑҫӑнӑр, пӗтӗм чӗрепе, пӗтӗм чунпа Ӑна пӑхӑнса тӑрӑр, тенӗ.
6
Вара Иисус вӗсене пиллӗх панӑ та, вӗсем чатӑрӗсене таврӑннӑ.
7
Манассиян ҫур йӑхне Моисей еткер ҫӗр Васанра панӑ, тепӗр ҫур йӑхне еткер ҫӗр Иисус Иордан шывӗн ку енне, анӑҫ еннелле, ытти тӑванӗсемпе пӗрле панӑ. Килӗсене кӑларса ярас умӗн Иисус вӗсене пиллӗх парса
8
ҫапла каланӑ: эсир килӗрсене шутсӑр нумай пурлӑх илсе таврӑнатӑр, сирӗн темӗн чухлӗ выльӑх-чӗрлӗх, кӗмӗл, ылтӑн, пӑхӑр, тимӗр, темӗн чухлӗ тумтир; тӑшманӑрсенчен туртса илнӗ тупӑша тӑванӑрсемпе пайлӑр, тенӗ.
9
Вара Рувим ывӑлӗсем, Гад ывӑлӗсем, Манассиян ҫур йӑхӗ ытти Израиль халӑхӗпе сывпуллашса, Ханаан ҫӗрӗнчи Силом хулинчен тухса кайса, Галаад ҫӗрне, Турӑ Моисее хушнипе илнӗ хӑйсен еткерлӗх ҫӗрне, таврӑннӑ.
10
Рувим ывӑлӗсем, Гад ывӑлӗсем тата Манассиян ҫур йӑхӗ Ханаан ҫӗрӗнчи Иордан хутлӑхне ҫитсессӗн ҫавӑнта, Иордан хӗрринче, парне вырӑнӗ туса лартнӑ; ҫав парне вырӑнӗ питӗ пысӑк пулнӑ.
11
Израиль ывӑлӗсем вара: акӑ Рувим ывӑлӗсем, Гад ывӑлӗсем тата Манассиян ҫур йӑхӗ Ханаан ҫӗрӗнче, Иордан хутлӑхӗнче, Израиль ывӑлӗсемпе тӗлме-тӗлех парне вырӑнӗ туса лартрӗҫ тенине илтнӗ.
12
Ҫавна илтсессӗн Израиль ывӑлӗсем вӗсене хирӗҫ вӑрҫӑпа каяс тесе пурте Силома пухӑннӑ.
13
Анчах та Израиль ывӑлӗсем малтан Рувим ывӑлӗсем, Гад ывӑлӗсем тата Манассиян ҫур йӑхӗ патне Галаад ҫӗрне Финееса — Елеазар священник ывӑлне — янӑ,
14
унпа пӗрле вунӑ пуҫлӑх, Израиль халӑхӗн кашни йӑхӗнчен пӗрер пуҫлӑх, кайнӑ; вӗсем кашнийӗ ӑру пуҫлӑхӗ, пинпӳ пулнӑ.
15
Вӗсем Рувим ывӑлӗсем, Гад ывӑлӗсем тата Манассиян ҫур йӑхӗ патне Галаад ҫӗрне ҫитнӗ те ҫапла каланӑ:
16
пӗтӗм Ҫӳлхуҫа халӑхӗ ҫапла калать: халӗ Ҫӳлхуҫаран [Израиль Турринчен] пӑрӑнса, хӑвӑр валли парне вырӑнӗ лартса, Ҫӳлхуҫана хирӗҫ тӑрса эсир Израилӗн [Ҫӳлхуҫа] Турри умӗнче мӗнле усал ӗҫ туса хутӑр? тет.
17
Фегора пула тунӑ ирсӗр ӗҫ сирӗншӗн сахал-им? Ҫав ҫылӑхран эпир халиччен те тасалса ҫитейместпӗр, Ҫӳлхуҫа халӑхӗ ҫавӑншӑн хӗн тӳсмерӗ-им?
18
Эсир вара паян Ҫӳлхуҫаран пӑрӑнатӑр! Паян эсир Ҫӳлхуҫана хирӗҫ тӑратӑр, ыран вара [Ҫӳлхуҫа] Израилӗн пӗтӗм халӑхне ҫилленӗ;
19
ытах та сире хӑвӑр тытса тӑракан ҫӗр таса мар пек туйӑнать пулсассӑн, эсир Ҫӳлхуҫа ҫӗрне, Ҫӳлхуҫанӑн кӗлӗ чатӑрӗ ларакан ҫӗре, куҫӑр та пирӗн хушшӑмӑрта еткер ҫӗр илӗр, анчах Ҫӳлхуҫанӑн, хамӑр Туррӑмӑрӑн, парне вырӑнӗсӗр пуҫне тепӗр парне вырӑнӗ туса, эсир Ҫӳлхуҫана хирӗҫ ан тӑрӑр, пире хирӗҫ те ан тӑрӑр;
20
Зара ывӑлӗ Ахан тупаланӑ япалана илсе, пӗр-пӗчченех усал ӗҫ тумарӗ-и? ҫилӗ вара пӗтӗм Израиль халӑхӗ ҫине ӳкмерӗ-и? йӗркесӗр ӗҫӗшӗн вӑл хӑй пӗччен кӑна пӗтмерӗ, тенӗ.
21
Рувим ывӑлӗсем, Гад ывӑлӗсем тата Манассиян ҫур йӑхӗ Израиль халӑхӗн пин ҫын пуҫлӑхӗсене ҫапла хуравласа каланӑ:
22
турӑсенӗн Турри Ҫӳлхуҫа, турӑсенӗн Турри Ҫӳлхуҫа Хӑй пӗлсе тӑрать, Израиль те пӗлтӗр! Эхер те эпир Ҫӳлхуҫана хирӗҫ тӑратпӑр, Ҫӳлхуҫаран пӑрӑнатпӑр пулсассӑн, Ҫӳлхуҫа пире паянах тӗп тутӑр!
23
Эхер те эпир ҫак парне вырӑнне Ҫӳлхуҫаран [хамӑр Туррӑмӑртан] пӑрӑнас тесе тунӑ пулсассӑн, ун ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парне, тырӑ-пулӑ парни, тӑнӑҫлӑх парни кӳрес тесе тунӑ пулсассӑн, пире Ҫӳлхуҫа Хӑй айӑплатӑр!
24
Эпир ҫак парне вырӑнне шикленнипе турӑмӑр, каярахпа сирӗн ывӑлӑрсем пирӗн ывӑлӑмӑрсене: «Сирӗн Израиль Турри ҫумӗнче мӗн ӗҫ пур!
25
Рувим ывӑлӗсем, Гад ывӑлӗсем, сирӗнпе пирӗн хушшӑмӑра Ҫӳлхуҫа Иордан шывне чикӗ туса хунӑ, сире Ҫӳлхуҫаран пай ҫук» теесрен шикленсе турӑмӑр. Апла сирӗн ывӑлӑрсем пирӗн ывӑлӑмӑрсене Ҫӳлхуҫана пуҫҫапма ирӗк паман пулӗччӗҫ.
26
Ҫавӑнпа эпир хамӑр валли парне вырӑнӗ туса лартас терӗмӗр — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне кӳме мар, ытти парне валли те мар,
27
ҫак парне вырӑнӗ пирӗнпе сирӗн хушшӑмӑрти, пирӗнпе сирӗнтен юлакан ӑрусем хушшинчи кӳнтелен пултӑр: Ҫӳлхуҫана эпир те пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнесем те, ытти парнесем те, тав парнисем те кӳме пултарнине пӗлтерсе тӑтӑр, кайран сирӗн ывӑлӑрсем пирӗн ывӑлӑмӑрсене: «Сире Турӑран пай ҫук» тесе ан калайччӑр терӗмӗр.
28
Эпир ҫапла шутларӑмӑр: эхер те пире, пирӗн ӑрусене кайран ҫапла калас пулсассӑн, эпир калӑпӑр: Ҫӳлхуҫа парни вырӑнӗ евӗрлӗскерне куратӑр-и — ӑна пирӗн аттемӗрсем пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне кӳме мар, ытти парне кӳме те мар, вӑл пирӗнпе сирӗн хушшӑмӑрта [тата пирӗн ывӑлӑмӑрсем хушшинче] кӳнтелен пултӑр тесе тунӑ тейӗпӗр, терӗмӗр.
29
Ҫӳлхуҫана хирӗҫ тӑрасси, Ҫӳлхуҫаран пӑрӑнасси, хамӑр Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑрӑн кӗлӗ чатӑрӗ умӗнчи парне вырӑнӗсӗр пуҫне тепӗр парне вырӑнӗ тӑвасси, ун ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне, тырӑ-пулӑ парни, ытти парне кӳресси пирӗнтен ан пултӑр вӑл, тенӗ.
30
Рувим ывӑлӗсем, Гад ывӑлӗсем, Манассиян ҫур йӑхӗ ҫапла каланине илтсессӗн, ҫак сӑмахсене пурте — Финеес священник та, унпа пӗрле пынӑ халӑх пуҫлӑхӗсемпе пинпӳсем те — ырланӑ.
31
Вара Финеес — Елеазар ывӑлӗ, священник — Рувим ывӑлӗсемпе Гад ывӑлӗсене тата Манассия ывӑлӗсене каланӑ: паян ӗнтӗ эпир пирӗн хушшӑмӑрта Ҫӳлхуҫа тӑнине, эсир Ҫӳлхуҫа умӗнче ун пек йӗркесӗр ӗҫ туманнине куртӑмӑр; эсир халӗ Израиль ывӑлӗсене Ҫӳлхуҫа ҫилли ҫитесрен хӑтартӑр, тенӗ.
32
Унтан вара Елеазар ывӑлӗ Финеес священникпа пуҫлӑхсем Рувим ывӑлӗсем, Гад ывӑлӗсем [тата Манассиян ҫур йӑхӗ] патӗнчен Ханаан ҫӗрне Израиль ывӑлӗсем патне таврӑннӑ та хӑйсене мӗн каланине каласа кӑтартнӑ.
33
Израиль ывӑлӗсем ӑна ырланӑ, вара Израиль ывӑлӗсем Турра тав тунӑ, Рувим ывӑлӗсене, Гад ывӑлӗсене [тата Манассиян ҫур йӑхне] хирӗҫ вӑрҫӑпа кайса вӗсем пурӑнакан ҫӗре аркатас тенӗ шухӑша пӑрахӑҫланӑ.
34
Парне вырӑнне вара Рувим ывӑлӗсем, Гад ывӑлӗсем [тата Манассиян ҫур йӑхӗ] Ед тесе ят панӑ, вӗсем: мӗншӗн тесессӗн вӑл — пирӗн хушшӑмӑрти кӳнтелен, вӑл Ҫӳлхуҫа пирӗн Туррӑмӑр иккенне астутарса тӑрать, тенӗ.
← Chapter 21
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 23 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24