bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Joshua 8
Joshua 8
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 7
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 9 →
1
Ҫӳлхуҫа Иисуса каланӑ: ан хӑра, ан сехӗрлен; вӑрҫа юрӑхлӑ мӗнпур халӑха ерт те Гай хули ҫине кай; акӑ Эпӗ санӑн аллуна Гай патшипе унӑн халӑхне, унӑн хулипе ҫӗрне паратӑп;
2
Иерихон хулипе унӑн патшине мӗнле пӗтертӗн, Гай хулипе унӑн патшине те ҫаплах пӗтер, анчах унӑн пурлӑхӗпе выльӑхӗ-чӗрлӗхне хӑвӑр хушшӑрта валеҫӗр; хула хыҫне ҫар пытарса тӑрат, тенӗ.
3
Иисуспа вӑрҫа юрӑхлӑ мӗнпур халӑх Гай ҫине кайма хатӗрленсе тӑнӑ, Иисус чи харсӑррисене вӑтӑр пин ҫын суйласа илнӗ те вӗсене ҫӗрле кӑларса янӑ,
4
вӗсене акӑ ҫапла хушса янӑ: астӑвӑр, эсир хула хыҫне пытанса ларӑр; хуларан инҫе ан кайӑр, пурсӑр та хатӗр тӑрӑр, тенӗ;
5
эпӗ пӗтӗм халӑхпа пӗрле хула патне пырӑп; [Гай ҫыннисем] унчченхи пекех пире хирӗҫ тухсассӑн, эпир вӗсенчен тарма пуҫлӑпӑр;
6
вӗсем пирӗн хыҫҫӑн хӑвалӗҫ, ҫапла майпа эпир вӗсене хуларан аяккалла илӗртсе кайӑпӑр; вӗсем: «кусем, унчченхи пекех, пирӗнтен тараҫҫӗ-ха» тесе шухӑшлӗҫ;
7
эсир вара пытаннӑ ҫӗртен тухӑр та хулана ярса илӗр, Ҫӳлхуҫа Туррӑр ӑна сирӗн аллӑра парать;
8
хулана туртса илсессӗн, ӑна вут тивертсе ярӑр, Ҫӳлхуҫа каланӑ пек тӑвӑр; астӑвӑр, сире ҫапла хушатӑп, тенӗ.
9
Иисус ӗнтӗ кусене кӑларса янӑ, вӗсем кайнӑ та Вефильпе Гай хушшине, Гай хулин анӑҫ енне, пытанса ларнӑ; Иисус ҫав каҫ халӑх хушшинче ҫӗр каҫнӑ.
10
Ирхине ирех тӑрса, Иисус халӑха пӑхса ҫаврӑннӑ та ӑна Израилӗн аслӑ ҫыннисемпе пӗрле Гай еннелле ертсе кайнӑ;
11
ҫапла унпа пӗрле пулнӑ вӑрҫа юрӑхлӑ мӗнпур халӑх Гай хули патне [тухӑҫ енчен] пырса ҫитнӗ, [пытанса тӑнӑ ҫарӗ хуларан анӑҫ еннерех пулнӑ,]
12
вӗсем Гайӑн ҫурҫӗр енче чарӑнса тӑнӑ, ҫарпа хула хушшинче айлӑм пулнӑ; Иисус пӗр пилӗк пин ҫынна Вефильпе Гай хушшине, хулан анӑҫ енне, пытарӑнса ларма хушнӑ.
13
Ҫапла халӑхӑн пӗр ушкӑнӗ хуларан ҫурҫӗр енче хатӗрленсе тӑнӑ, тепӗр ушкӑнӗ анӑҫ енче пулнӑ. Иисус ҫав каҫ айлӑма аннӑ.
14
Ҫакна курсан, Гай патши ирхине ирех хула халӑхне ертнӗ те Израиле хирӗҫ вӑрҫа тухнӑ, ҫапла вӑл хӑйӗн пӗтӗм халӑхӗпе айлӑма, малтанах палӑртса хунӑ вырӑна, ҫитнӗ; вӑл [хӑйӗн] хули хыҫӗнче пытарӑнса ларнӑ ҫар пулнине пӗлмен.
15
Иисуспа пӗтӗм Израиль халӑхӗ, вӗсенчен сехӗрленнӗ пек пулса, каялла ҫаврӑнса пушхирелле пӑрахса тарнӑ;
16
вӗсене хӑваламашкӑн лешӗсем хулари мӗнпур халӑха чӗнсе тухнӑ, Иисуса хӑваланӑҫемӗн хуларан аяккарах та аяккарах кайнӑ;
17
ӗнтӗ Гай хулинче те, Вефиль хулинче те пӗр ҫын та юлман: пурте Израиль халӑхӗ хыҫҫӑн хӑваласа кайнӑ; израильсене хӑваласа кайса хӑйсен хулине уҫах хӑварнӑ.
18
Ҫӳлхуҫа вара Иисуса каланӑ: аллунти сӑннуна Гай ҫинелле тӑс: Эпӗ ӑна санӑн аллуна паратӑп, [пытанса тӑнӑ ҫар ҫийӗнчех хускалӗ,] тенӗ. Иисус ӗнтӗ [аллине тата] аллинчи сӑннине хула ҫинелле тӑснӑ.
19
Иисус аллине тӑссанах, пытанса тӑнӑ ҫар вырӑнтан тапранса хуланалла вӑйкӑннӑ, хулана вирхӗнсе кӗнӗ, ярса илсессӗнех ӑна вут тивертсе янӑ.
20
Гай ҫыннисем каялла ҫаврӑнса пӑхнӑ та хула ҫийӗн тӳпенелле тӗтӗм мӑкӑрланса хӑпарнине курнӑ. Вӗсем ӗнтӗ ни унталла, ни кунталла тара пӗлмен: пушхир енне чупакан израильсем ҫийӗнчех каялла ҫаврӑннӑ та вӗсене тапӑннӑ.
21
Пытанса тӑнӑ ҫар хулана туртса илнине, хула тӗлӗнче тӗтӗм [тӳпенелле] мӑкӑрланса хӑпарнине курсассӑн, Иисуспа израильсем пурте каялла ҫаврӑннӑ та Гай халӑхне ҫӗмӗре пуҫланӑ;
22
хуларисем Гай ҫыннисене хирӗҫ тухнӑ, лешӗсем вара Израиль ҫыннисем хушшине пулса юлнӑ; вӗсене пӗрисем пӗр енчен, теприсем тепӗр енчен хӗстернӗ; Гай ҫыннисене ҫапла ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, вӗсем пӗри те ҫӑлӑнайман, чӗрӗ юлни те, тарса хӑтӑлни те пулман;
23
Гай патшине вара чӗрӗллех тытса Иисус патне илсе пынӑ.
24
Израиль ҫыннисем хӑйсене хирте, пушхирте хӑваланӑ Гай халӑхне аркатса тӑксассӑн, лешӗсем пӗр ҫын юлмиччен хӗҫ ҫивӗчӗш айне пулса пӗтсессӗн, Гай хулине таврӑннӑ та унта юлнисене пӗтӗмпех хӗҫпе пӗтерсе тухнӑ.
25
Ҫав кун Гай ҫыннисем арҫынӗ-арӑмӗ-мӗнӗпе пурӗ вуникӗ пин ҫын пӗтнӗ.
26
Иисус сӑнӑ тытнӑ аллине Гай ҫыннисене пурне те тупаласа пӗтериччен пӗр усмасӑр тӑсса тӑнӑ;
27
Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, [Ҫӳлхуҫа] Иисуса каланӑ пек, хулари выльӑх-чӗрлӗхе, пурлӑха вара Израиль [ывӑлӗсем] хӑйсем хушшинче валеҫнӗ.
28
Иисус ҫапла Гай хулине ҫунтарса ярса ӑна ӗмӗрхи ишӗлчӗк, пушхир туса хӑварнӑ, паянхи кунчченех ҫапла вӑл;
29
Гай патшине ӗнтӗ йывӑҫран ҫакнӑ, [вӑл вара йывӑҫ ҫинче] каҫченех ҫакӑнса тӑнӑ; хӗвел ансассӑн, Иисус хушнипе, унӑн виллине йывӑҫ ҫинчен антарса хула хапхи умне пӑрахнӑ та ун ҫине тем пысӑкӑш чул купи купаласа хунӑ, вӑл паян кунчченех упранса юлнӑ.
30
Унтан Иисус Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррине парне кӳмешкӗн Гевал тӑвӗ ҫинче парне вырӑнӗ тутарнӑ,
31
Ҫӳлхуҫа чури Моисей Израиль ывӑлӗсене халалласа хӑварнӑ пек, Моисей саккунӗ кӗнекинче ҫырнӑ пек, парне вырӑнне чутламан пӗр пӗтӗм чул катрамӗсенчен — чулӗсене тимӗр тивертмесӗр — тунӑ; ун ҫинче Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ: пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнепе тӑнӑҫлӑх парни кӳнӗ.
32
[Иисус] ҫавӑнта чулсем ҫине Моисей Израиль ывӑлӗсем умӗнче ҫырнӑ саккуна йӗркипе ҫырса хунӑ.
33
Пӗтӗм Израиль — [унӑн] аслӑ ҫыннисем, халӑха пӑхса тӑраканӗсем тата тӳрисем — Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчине ҫӗклесе ҫӳрекен священниксем[пе] левитсене тӗлме-тӗл саккун арчин икӗ енне тӑрса тухнӑ; ют ҫӗртен килнисем те, Израиль ҫыннисем те пурте пӗрле, ҫурри — Гаризим тӑвӗ енче, тепӗр ҫурри Гевал тӑвӗ енче йӗркеленсе тӑнӑ: Ҫӳлхуҫа чури Моисей ӗлӗк Израиль халӑхне ҫапла пиллеме хушса хӑварнӑ.
34
Унтан [Иисус] саккун сӑмахӗсене те, пиллӗх сӑмахӗсене те, ылхан сӑмахӗсене те саккун кӗнекинче мӗнле ҫырнӑ, ҫапла вуласа панӑ;
35
Моисей [Иисуса] мӗн каласа хӑварнине Иисус пӗтӗм Израиль халӑхӗ умӗнче — [арҫынни-]хӗрарӑмӗ, ачи-пӑчи, хӑйсем хушшинче пурӑнакан ютран килнӗ ҫынсем [умӗнче] — пӗр сӑмах сиктермесӗр вуласа панӑ.
← Chapter 7
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 9 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24