bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Joshua 6
Joshua 6
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 7 →
1
Ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа Иисуса каланӑ: акӑ Эпӗ Иерихон хулипе унӑн патшине [тата унти] вӑйлӑ ҫынсене санӑн аллуна паратӑп;
2
вӑрҫа юрӑхлисем пурсӑр та пухӑнса хула тавра ҫаврӑнӑр, ун тавра [кунне] пӗр хутчен ҫаврӑнӑр; ултӑ кун хушши ҫапла туса тӑр;
3
саккун арчи умӗнчен ҫичӗ священник ҫичӗ юбилей трупи йӑтса пытӑр; ҫиччӗмӗш кунне вара хула тавра ҫичӗ хут ҫаврӑнӑр, священниксем трупа кӑшкӑртса пыччӑр;
4
юбилей мӑйраки кӑшкӑртса ярсассӑн, эсир трупа сассине илтсессӗн, пӗтӗм халӑх хытӑ сасӑпа кӑшкӑрса ятӑр, вара хула хӳми тӗпӗ-йӗрӗпе ишӗлсе анӗ, вара [пӗтӗм] халӑх харпӑр хӑй тӗлӗнчен [хулана вирхӗнсе] кӗтӗр, тенӗ.
5
Иисус, Нав ывӑлӗ, [Израиль] священникӗсене чӗнсе илнӗ те каланӑ: саккун арчине ҫӗклесе килӗр; ҫичӗ священникӗ Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчи умӗнчен ҫичӗ юбилей трупи ҫӗклесе пытӑр, тенӗ.
6
Тата халӑха [калаччӑр тесе, вӗсене] ҫапла хушнӑ: кайӑр та хула тавра ҫаврӑнӑр; вӑрҫа хатӗрленсе кӑрал тытнисем Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчи умӗнчен пыччӑр, тенӗ.
7
Иисус халӑха ҫапла каласассӑнах, Ҫӳлхуҫа умӗнчен ҫичӗ юбилей трупи тытса пыракан ҫичӗ священник вырӑнтан хускалса труписене [хыттӑн] кӑшкӑртса янӑ, вӗсем хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчи пынӑ;
8
кӑрал тытнисем вара трупа кӑшкӑртса пыракан священниксем умӗнчен пынӑ; кайрисем [Ҫӳлхуҫа саккунӗн] арчи хыҫӗнчен пынӑ, утнӑ майӑн трупа кӑшкӑртнӑ.
9
Халӑха вара Иисус ҫапла хытарса каланӑ: ан кӑшкӑрашӑр, сирӗн сассӑр ан илтӗнтӗр, эпӗ сире: «кӑшкӑрӑр!» тесе калас кунччен сирӗн ҫӑвартан пӗр сӑмах ан тухтӑр, эпӗ каласассӑн кӑшкӑрса ярӑр вара, тенӗ.
10
Ҫапла вара Ҫӳлхуҫа [саккунӗн] арчи хула тавра кайса пӗрре ҫаврӑнса килнӗ; Израиль ывӑлӗсем тапӑра ҫитсе тапӑрта ҫӗр выртнӑ.
11
[Тепӗр кунхине] Иисус ирхине ирех тӑнӑ та, священниксем Ҫӳлхуҫа [саккунӗн] арчине ҫӗклесе вырӑнтан хускалнӑ;
12
Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчи умӗнчен ҫичӗ юбилей трупи тытса пыракан ҫичӗ священник трупа кӑшкӑртса пынӑ; кӑрал тытнисем вӗсен умӗнчен пынӑ, кайрисем Ҫӳлхуҫа [саккунӗн] арчи хыҫӗнчен пынӑ, утнӑ майӑн трупа кӑшкӑртнӑ.
13
Тепӗр кунхине те ҫапла хула тавра пӗр хут ҫаврӑннӑ та тапӑра таврӑннӑ. Ултӑ кун хушши ҫавӑн пек тунӑ.
14
Ҫиччӗмӗш кунхине ирех, шурӑмпуҫпа пӗрлех, тӑнӑ та хула тавра ҫичӗ хут ҫаврӑннӑ; вӗсем унчченхи евӗрлех пынӑ, анчах ҫав кун хула тавра ҫичӗ хутчен ҫаврӑннӑ.
15
Священниксем ҫиччӗмӗш хут трупа кӑшкӑртса ярсассӑн, Иисус халӑха: кӑшкӑрӑр, ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа хулана сирӗн аллӑра пачӗ! тенӗ;
16
хулана хура ылхан ҫитрӗ, унта мӗн пурри — [ҫӳлти ҫарсенӗн] Ҫӳлхуҫине; аскӑн арӑма Раава анчах чӗрӗ хӑварӑр: ӑна хӑйне те, унӑн килӗнчисене те никама та ан тивӗр, мӗншӗн тесессӗн вӑл эпир янӑ ҫынсене сыхласа хӑварчӗ;
17
анчах та тупаланӑ япаларан сыхланӑр, тупаланине илсе хӑвӑрӑн та тупаланмалла ан пултӑр, Израиль [ывӑлӗсен] тапӑрне тупалани ан ҫиттӗр, ӑна инкек ан пултӑр;
18
пӗтӗм ылтӑн-кӗмӗл, пӗтӗм пӑхӑр-тимӗр савӑт Ҫӳлхуҫа ятне пултӑр, Ҫӳлхуҫа пурлӑхӗн ҫӳпҫине кӗтӗр, тенӗ.
19
Халӑх кӑшкӑрса янӑ, трупасем кӑшкӑртнӑ. Трупа сассине илтсессӗнех, [пӗтӗм] халӑх [пӗрле] хыттӑн, вӑйлӑн кӑшкӑрса янӑ, [хула] хӳми вара [пӗтӗмпех,] тӗпӗ-йӗрӗпех ишӗлсе аннӑ, [пӗтӗм] халӑх харпӑр хӑй тӗлӗнчен хулана талпӑннӑ, ҫапла хулана ярса илнӗ.
20
Хулара мӗн пуррине пурне те тупаланӑ, арҫынӗ-хӗрарӑмӗ, ватти-вӗтти, вӑкӑрӗ-сурӑхӗ-ашакӗ — [пурне те] хӗҫпе пӗтерсе тухнӑ.
21
Малтан ҫӗр пӑхса килнӗ икӗ яш ачана Иисус каланӑ: леш аскӑн арӑм килне кайӑр та, хӑвӑр тупа тунӑ пек, ӑна хӑйне те, килӗнче кам пуррине пурне те кӑларӑр, тенӗ.
22
[Хула] пӑхса килнӗ яш ачасем вара [хӗрарӑм килне] кайнӑ та [аскӑн арӑма] Раава, унӑн ашшӗпе амӑшне те, пиччӗшӗ-шӑллӗне те, тӑванӗсене те, ун килӗнче кам пулнӑ — ҫавсене пурне те кӑларса Израиль тапӑрӗн тулашне илсе пырса тӑратнӑ.
23
Хулана, унта мӗн пуррине пӗтӗмпех вут-ҫулӑмпа ҫунтарса янӑ; кӗмӗлпе ылтӑнне, пӑхӑр-тимӗр савӑтсене анчах [Ҫӳлхуҫа ятне пултӑр тесе] Ҫӳлхуҫа ҫурчӗн пурлӑх управӑшне панӑ.
24
Аскӑн арӑма Раава вара, ун ашшӗн кил-йышне, ун патӗнче пулнӑ ҫынсене пурне те Иисус чӗрӗ хӑварнӑ, вӑл паянхи кунчченех Израиль хушшинче пурӑнать, мӗншӗн тесессӗн вӑл Иисус Иерихона пӑхма янӑ ҫынсене сыхласа хӑварнӑ.
25
Ҫавӑн чухне Иисус тупа туса каланӑ: кам та кам ҫак Иерихон хулине ҫӗнӗрен туса лартӗ, ҫав ҫын Ҫӳлхуҫа умӗнче ылханлӑ пулӗ; хула никӗсӗ унӑн аслӑ ывӑлӗн пуҫне пулӗ, хула хапхи кӗҫӗн ывӑлӗн пуҫне пулӗ, тенӗ. [Азан — Вефиль ҫынни — кайран ҫапла тунӑ та: хула никӗсне хывнӑ чухне вӑл Авирона — малтанхи ывӑлне — ҫухатнӑ, хула хапхине лартнӑ чухне ҫӑлӑнса юлнӑ кӗҫӗн ывӑлне ҫухатнӑ.]
26
Иисуспа пӗрле Ҫӳлхуҫа пулнӑ, унӑн чапӗ пӗтӗм тӗнчипе сарӑлнӑ.
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 7 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24