bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Joshua 15
Joshua 15
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 14
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 16 →
1
Иуда ывӑлӗсен йӑхне, ӑрусеренӗн, акӑ ҫапла шӑпа тухнӑ: вӗсен ҫӗрӗ Идумейӑпа чикӗллӗ Син пушхирӗ еннелле, кӑнтӑралла тӑсӑлса, Феман вӗҫне тухнӑ;
2
кӑнтӑр енчи чикки Тӑварлӑ тинӗс хӗрринчен, кӑнтӑралла каякан тинӗс авринчен, пуҫланать те
3
кӑнтӑралла Акраввим тӳпемӗ енне тӑсӑлать, Цинран иртет, вара, кӑнтӑр енчен Кадес-Варни патнелле улӑхса, Хецрон витӗр тухать, Аддара ҫитиччен улӑхса [Кадесӑн анӑҫ енӗпе пырать,] Каркая еннелле пӑрӑнать,
4
унтан Ацмонран иртет, Египет юхӑм шывӗ патне ҫитет, ҫапла вара чикӗ вӗҫӗ тинӗс хӗррине пырса тухать. Ҫакӑ сирӗн кӑнтӑр енчи чикӗ пулать.
5
Тухӑҫ енчи чикӗ [тӑршшӗпех] Тӑварлӑ тинӗс хӗррипе пырса Иордан вӑррине ҫитиччен тӑсӑлать; ҫурҫӗр енчи чикӗ вара тинӗс авринчен, Иордан вӑрринчен пуҫланать;
6
ҫакӑнтан чикӗ Беф-Хогла патнелле улӑхать, ҫурҫӗр енчен Беф-Арава патнелле кайса тӑвалла Рувим ывӑлӗн Боганӑн чулӗ тӗлне ҫитичченех пырать;
7
унтан Ахор айлӑмӗнчен пуҫласа Давир патнелле улӑхса каять, ҫурҫӗр енче Галгал еннелле — юхӑм шывӑн кӑнтӑр енче вырӑнаҫнӑ Адуммим тӳпемӗ тӗлне — пӑрӑнать; унтан чикӗ Ен-Шемеш шывӗнчен иртсе Ен-Рогел патне ҫитет;
8
унтан чикӗ, Иевус теекен Иерусалимӑн кӑнтӑр енӗпе иртсе кайса, Енном ывӑлӗн айлӑмне улӑхать, вара сӑрт тӳпине — Енном айлӑмӗнчен анӑҫалла, Рефаим айлӑмӗ хӗрринчен ҫурҫӗрелле вырӑнаҫнӑ сӑрт тӳпине — хӑпарать;
9
сӑрт тӳпинчен чикӗ Нефтоах ҫӑлкуҫӗ патнелле пӑрӑнать, Ефрон тӑвӗ ҫинчи хуласем патне ҫитсе Ваал еннелле пӑрӑнать, вӑл ӗнтӗ Кириаф-Иарим хули пулать те;
10
вара чикӗ Ваал патӗнчен тинӗс патнелле пӑрӑнать [те] Сеир тӑвӗ енне [каять], Кесалон теекен Иеарим тӑвӗн ҫурҫӗр енӗпе иртсе Вефсамис патнелле анать, Фимна витӗр тухать;
11
унтан чикӗ Екронӑн ҫурҫӗр енӗпе кайса Шикарон патнелле пӑрӑнать, Ваал [ҫӗрӗнчи] ту урлӑ каҫса Иавнеила ҫитет, вара чикӗ вӗҫӗ тинӗс хӗррине пырса тухать. Анӑҫ чикки вара — Аслӑ тинӗс.
12
Иуда ывӑлӗсене ӑрусерен валеҫсе панӑ ҫӗрӗн чиккине пур енчен те кӑтартсассӑн ҫапла пулать вара.
13
Ҫӳлхуҫа Иисуса хушнӑ пек, [Иисус] ӗнтӗ Иефонния ывӑлне Халева та Иуда ывӑлӗсем хушшинче пай панӑ; [Иисус ӑна] Кириаф-Арба хулине, Енак ашшӗн хулине, [панӑ], вӑл хулана тепӗр тӗрлӗ Хеврон теҫҫӗ.
14
[Иефонния ывӑлӗ] Халев ҫав хуларан Енакӑн виҫӗ ывӑлне: Шешая, Ахимана, Фалмая — Енак ачисене — хӑваласа кӑларнӑ.
15
Ҫав вырӑнтан [Халев] Давир халӑхне хирӗҫ кайнӑ [ӗлӗк Давир хулине Кириаф-Сефер тенӗ].
16
Халев каланӑ: кам Кириаф-Сефера туртса илсе йышӑнать, ҫавна хамӑн хӗрӗме Ахсана качча парӑп, тенӗ.
17
Хулине Гофониил — Халев тӑванӗн Кеназӑн [кӗҫӗн] ывӑлӗ — илнӗ, Халев ӑна хӑйӗн хӗрне Ахсана качча панӑ.
18
Ашшӗ килӗнчен тухса кайнӑ чухне ӑна ашшӗнчен хир ыйтма канаш панӑ, вара вӑл ашак ҫинчен аннӑ. Ашшӗ ӑна: мӗн кирлӗ сана? тенӗ.
19
Хӗрӗ каланӑ: мана пиллӗх пар; эсӗ мана кӑнтӑр енче ҫӗр патӑн, шыв та пар, тенӗ. Ашшӗ вара ӑна тури ҫӑлсемпе анатри ҫӑлсене панӑ.
20
Иуда ывӑлӗсен йӑхне ӑрусерен уйӑрса панӑ еткер ҫӗр ҫакӑ пулнӑ:
21
Идумея ҫӗрӗпе юнашар, кӑнтӑр енче, Иуда ывӑлӗсен ӑрӑвӗсене ҫак хуласем тивнӗ: Кавцеил, Едер тата Иагур,
22
Кина, Димона, Адада,
23
Кедес, Асор тата Ифнан,
24
Зиф, Телем тата Валоф,
25
Гацор-Хадафа, Кириаф, Хецрон, тепӗр тӗрлӗ каласассӑн Гацор,
26
Амам, Шема тата Молада,
27
Хацар-Гадда, Хешмон тата Веф-Палет,
28
Хацар-Шуал, Вирсавия тата Визиофея, [вӗсенӗн ялӗсемпе хула таврашӗнчи ҫӗрӗсем,]
29
Ваала, Иим тата Ацем,
30
Елфолад, Кесил тата Хорма,
31
Циклаг, Мадмана тата Сансана,
32
Леваоф, Шелихим, Аин тата Риммон: пурӗ ҫирӗм тӑхӑр хула тата вӗсен ялӗсем.
33
Тата айлӑм ҫӗрти хуласем: Ештаол, Цора тата Ашна,
34
Заноах, Ен-Ганним, Таппуах тата Гаенам,
35
Иармуф, Одоллам, [Немра,] Сохо тата Азека,
36
Шаараим, Адифаим, Гедера е Гедерофаим: вунтӑватӑ хулапа вӗсен ялӗсем.
37
Ценан, Хадаша, Мигдал-Гад,
38
Дилеан, Мицфе тата Иокфеил,
39
Лахис, Воцкаф тата Еглон,
40
Хаббон, Лахмас тата Хифлис,
41
Гедероф, Беф-Дагон, Наема тата Макед: вунултӑ хулапа вӗсен ялӗсем.
42
Ливна, Ефер тата Ашан,
43
Иффах, Ашна тата Нециф,
44
Кеила, Ахзив, Мареша [тата Эдом]: тӑхӑр хулапа вӗсен ялӗсем.
45
Екрон хулипе ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласемпе ялсем,
46
Екронпа тинӗс хушшинчи, Азот таврашӗнчи пӗтӗм ял-хула,
47
Азот хулипе ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласемпе ялсем, Газа хулипе ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласемпе ялсем — Египет юхӑм шывӗпе чикӗ шутланакан Аслӑ тинӗс таранчченех.
48
Тата сӑртлӑхри хуласем: Шамир, Иаттир тата Сохо,
49
Данна, Кириаф-Санна, тепӗр тӗрлӗ каласассӑн Давир,
50
Анаф, Ештемо тата Аним,
51
Гошен, Холон тата Гило: вунпӗр хулапа вӗсен ялӗсем.
52
Арав, Дума тата Ешан,
53
Ианум, Беф-Таппуах тата Афека,
54
Хумта, Кириаф-Арба, тепӗр тӗрлӗ каласассӑн Хеврон, тата Цигор: тӑхӑр хулапа вӗсен ялӗсем.
55
Маон, Кармил, Зиф тата Юта,
56
Изреель, Иокдам тата Заноах,
57
Каин, Гива тата Фимна: вунӑ хулапа вӗсен ялӗсем.
58
Халхул, Беф-Цур тата Гедор,
59
Маараф, Беф-Аноф тата Елтекон: ултӑ хулапа вӗсен ялӗсем. [Феко, Ефрафа, тепӗр тӗрлӗ каласассӑн Вифлеем, Фагор, Етам, Кулон, Татами, Сорес, Карем, Галлим, Вефир тата Манохо: вунпӗр хулапа вӗсен ялӗсем.]
60
Кириаф-Ваал — тепӗр тӗрлӗ каласассӑн Кириаф-Иарим — тата Аравва: икӗ хулапа вӗсен ялӗсем, [хула таврашӗнчи ҫӗрсем].
61
Пушхирте: Беф-Арава, Миддин тата Секаха,
62
Нившан, Ир-Мелах тата Ен-Геди: ултӑ хулапа вӗсен ялӗсем.
63
Анчах Иуда ывӑлӗсем иевусейсене, Иерусалим ҫыннисене, хӑваласа ярайман, ҫавӑнпа иевусейсем паянхи кунчченех Иуда ывӑлӗсемпе пӗрле Иерусалимра пурӑнаҫҫӗ.
← Chapter 14
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 16 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24