bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Joshua 19
Joshua 19
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 18
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 20 →
1
Иккӗмӗш шӑпи Симеона, Симеон йӑхӗн ӑрӑвӗсене, тухнӑ; вӗсен ҫӗрӗ Иуда ывӑлӗсен ҫӗрӗ хушшинче пулнӑ.
2
Вӗсене ак ҫакӑ хуласем тивнӗ: Вирсавия е Шева, Молада,
3
Хацар-Шуал, Вала тата Ацем,
4
Елтолад, Вефул тата Хорма,
5
Циклаг, Беф-Маркавоф тата Хацар-Суса,
6
Беф-Леваоф тата Шарухен: пурӗ — вунвиҫӗ хула тата вӗсенӗн ялӗсем.
7
Аин, Риммон, Ефер тата Ашан: тӑватӑ хулапа вӗсенӗн ялӗсем,
8
тата ҫав хуласем таврашӗнчи мӗнпур ял — Ваалаф-Беер, е кӑнтӑр Рама, таранах. Симеон ывӑлӗсен йӑхӗн ӑрӑвӗсем илнӗ еткер ҫӗр ҫакӑ пулнӑ.
9
Ҫӗрне вара Симеон ывӑлӗсен [йӑхне] Иуда ывӑлӗсен ҫӗрӗнчен уйӑрса панӑ, мӗншӗн тесессӗн Иуда ывӑлӗсенӗн пайӗ вӗсемшӗн ытлашшипех пысӑк пулнӑ, ҫавӑнпа та Симеон ывӑлӗсем вӗсенӗн ҫӗрӗ хушшинче ҫӗр илнӗ.
10
Виҫҫӗмӗш шӑпи Завулон ывӑлӗсен ӑрӑвӗсене тухнӑ, вӗсен ҫӗрӗн чикки Сарид патне ҫитичченех тӑсӑлса пынӑ;
11
вӗсен чикки тинӗс енне, Марала патнелле, хӑпарать те Дабешеф патне ҫитсе Иокнеам умӗнчи юхӑм шыв патнех ҫитет;
12
Сарид патӗнчен каялла, тухӑҫ еннелле, хӗвелтухӑҫ еннелле, Кислоф-Фавор чиккине ҫити каять; кунтан Давраф патӗнчен иртсе Иафия патнелле улӑхать;
13
кунтан тухӑҫалла каять, Геф-Хефер, Итту-Кацин патӗнчен иртсе Риммон, Мифоар, Нея еннелле каять;
14
вара чикӗ Ханнафон патӗнчен ҫурҫӗр енчен пӑрӑнса каять те Ифтах-Ел айлӑмне ҫитсе тухать;
15
вӗсене тата Каттаф, Нагалал, Шимрон, Идеала, Вифлеем хулисем тивнӗ: пурӗ — вуникӗ хула тата вӗсен ялӗсем.
16
Завулон ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем илнӗ еткер ҫӗр, вӗсенӗн хулисемпе ялӗсем ҫакӑ пулнӑ.
17
Тӑваттӑмӗш шӑпи Иссахара, Иссахар ывӑлӗсен ӑрӑвӗсене, тухнӑ;
18
вӗсене ҫак хуласем тивнӗ: Изреель, Кесуллоф тата Сунем,
19
Хафараим, Шион тата Анахараф,
20
Раввиф, Кишион тата Авец,
21
Ремеф, Ен-Ганним, Ен-Хадда тата Беф-Пацец;
22
вӗсен ҫӗрӗн чикки Фавор, Шагацима тата Вефсамис патӗнчен иртсе Иордан патне ҫитсе тухать: пурӗ — вунултӑ хула тата вӗсен ялӗсем.
23
Иссахар ывӑлӗсен йӑхӗн ӑрӑвӗсем илнӗ еткер ҫӗр, вӗсен хулисемпе ялӗсем ҫакӑ пулнӑ.
24
Пиллӗкӗмӗш шӑпи Асир ывӑлӗсен йӑхӗн ӑрӑвӗсене тухнӑ;
25
вӗсене ҫак хуласем тивнӗ: Хелкаф, Хали, Ветен тата Ахсаф,
26
Аламелех, Амад тата Мишал; вӗсен ҫӗрӗн чикки анӑҫ енче Кармил патне, Шихор-Ливнаф патне ҫитет;
27
тепӗр еннелле — хӗвел тухӑҫӗ еннелле — Беф-Дагон патне ҫитет, ҫурҫӗр енчен Завулон ҫӗрӗпе Ифтах-Ел айлӑмӗ ҫумнех пырать, [Асафа чиккине ҫитет,] Беф-Емек патӗнчен, Неиел патӗнчен иртсе Кавул патне сулахай енчен пырса тухать.
28
Вӗсен ҫӗрне Еврон, Рехов, Хаммон, Кана хулисем кӗреҫҫӗ. Чикӗ аслӑ Сидон патне ҫитсе
29
Рама енне пӑрӑнать те тӗреклӗлетнӗ Тир хулине ҫитет, Хосса еннелле пӑрӑнса кӗрсе тинӗс хӗррине пырса тухать. Вӗсен ҫӗрне Махалев, Ахзив,
30
Акко, Афек, Рехов хулисем кӗреҫҫӗ: пурӗ — ҫирӗм икӗ хула тата вӗсенӗн ялӗсем.
31
Асир ывӑлӗсен йӑхӗн ӑрӑвӗсем илнӗ еткер ҫӗр ҫакӑ; вӗсенӗн хулисемпе ялӗсем ҫакӑ.
32
Улттӑмӗш шӑпи Неффалим ывӑлӗсен ӑрӑвӗсене тухнӑ;
33
вӗсен ҫӗрӗн чикки Хелеф патӗнчен [тата] Цананнимри юманлӑх патӗнчен Адами-Некев енне, Иавнеил енне каять, Лаккум патне ҫитет, Иордан хӗррине ҫитсе тухать;
34
ку тӗлтен чикӗ анӑҫ енне ҫаврӑнса Азноф-Фавор енне каять, унтан Хуккок патнелле кайса кӑнтӑр енчен Завулон ҫӗрӗн чиккине пырса тухать, анӑҫ енчен Асир ҫӗрӗ патне тухать, тухӑҫ енчен Иордан хӗррине Иуда чиккине ҫитет.
35
Вӗсенӗн тӗреклӗлетнӗ хулисем: Циддим, Цер, Хамаф, Раккаф тата Хиннереф,
36
Адама, Рама тата Асор,
37
Кедес, Едрея тата Ен-Гацор,
38
Иреон, Мигдал-Ел, Хорем, Беф-Анаф тата Вефсамис: пурӗ — вунтӑхӑр хула тата вӗсенӗн ялӗсем.
39
Неффалим ывӑлӗсен йӑхӗн ӑрӑвӗсем илнӗ еткер ҫӗр ҫакӑ; вӗсенӗн хулисемпе ялӗсем ҫакӑ.
40
Дан ывӑлӗсен йӑхӗн ӑрӑвӗсене ҫиччӗмӗш шӑпа тухнӑ;
41
вӗсен ҫӗрне ҫак хуласем кӗнӗ: Цора, Ештаол тата Ир-Шемеш,
42
Шаалаввин, Аиалон тата Ифла,
43
Елон, Фимнафа тата Екрон,
44
Елтеке, Гиввефон тата Ваалаф,
45
Игуд, Бене-Верак тата Гаф-Риммон,
46
Ме-Иаркон, Ракон тата Иоппи ҫывӑхӗнчи ҫӗрсем. Дан ывӑлӗсемшӗн ҫак ҫӗр ҫителӗксӗр пулнӑ.
47
Ҫавӑнпа Дан ывӑлӗсем Ласем ҫине вӑрҫӑпа кайнӑ, ӑна туртса илсе хӗҫпе пӗтерсе тухнӑ, ӑна еткерлӗхе илсе унта пурӑнма вырӑнаҫнӑ, Ласема хӑйсенӗн тӗп ашшӗ ячӗпе Дан теме тытӑннӑ, [аморрейсем Еломпа Саламин хулисенчех пурӑнма юлнӑ, анчах вӗсене Ефрем ывӑлӗсем пӑхӑнтарнӑ та хырҫӑ тӳлеттере пуҫланӑ.]
48
Дан ывӑлӗсен йӑхӗн ӑрӑвӗсем илнӗ еткер ҫӗр ҫакӑ; вӗсенӗн хулисемпе ялӗсем ҫакӑ. [Дан ывӑлӗсем аморрейсене пӗтермен те, лешӗсем вӗсене ту ҫинче хӗссе пурӑннӑ, тӳрем ҫӗре анма та паман, кайран хӑйсен ҫӗрне каялла туртса илнӗ.]
49
Ҫапла пӗтӗм ҫӗре пайӑн-пайӑн валеҫсе пӗтерсессӗн, Израиль ывӑлӗсем Нав ывӑлне Иисуса хӑйсен ҫӗрӗсем хушшинче еткер ҫӗр уйӑрса панӑ:
50
Ҫӳлхуҫа хушнипе ӑна Ефрем тӑвӗ ҫинчи Фамнаф-Сараи хулине — хӑй ыйтнӑ хулана — панӑ; вӑл вара ҫавӑнта хула туса вырӑнаҫнӑ.
51
Елеазар священник, Нав ывӑлӗ Иисус тата ӑрусен пуҫлӑхӗсем, шӑпа ярса, Силом хулинчи пуху чатӑрӗн алӑкӗ патӗнче, Ҫӳлхуҫа умӗнче, Израиль ывӑлӗсен йӑхӗсене валеҫсе панӑ еткер ҫӗрсем ҫакӑ ӗнтӗ. Ҫапла ҫӗр валеҫес ӗҫе вӗҫленӗ.
← Chapter 18
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 20 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24