bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Joshua 24
Joshua 24
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 23
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
1
Унтан Иисус Израилӗн мӗнпур йӑхне, унӑн аслӑ ҫыннисене, пуҫлӑхӗсене, тӳрисене, халӑха пӑхса тӑракансене Сихеме чӗнсе пуҫтарнӑ та, вӗсем пурте Турӑ умне тӑнӑ.
2
Вара Иисус пӗтӗм халӑха каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри акӑ ҫапла калать: «Авал сирӗн аҫӑрсем — Фарра, Авраампа Нахор ашшӗ — юханшыв леш енче пурӑннӑ, урӑх турӑсене пуҫҫапнӑ.
3
Эпӗ сирӗн аҫӑра Авраама юханшыв леш енчен куҫарса килтӗм те пӗтӗм Ханаан ҫӗрӗ тӑрӑх ертсе ҫӳрерӗм, унӑн вӑрлӑхне ӗрчетсе ятӑм, ӑна Исаак ятлӑ ывӑл патӑм.
4
Исаака Эпӗ ывӑлсем — Иаковпа Исава — патӑм. Исава еткерлӗхе Сеир тӑвне патӑм; Иаковпа унӑн ывӑлӗсем вара Египет ҫӗрне куҫса кайрӗҫ, [унта аслӑ, вӑйлӑ, йышлӑ халӑх пулса тӑчӗҫ, анчах вӗсене Египет ҫыннисем хӗстере пуҫларӗҫ].
5
Вара Эпӗ вӗсем патне Моисейпе Аарона ятӑм, Египет ҫыннисене хӗн-суран ярса асаплантартӑм, кайран сире Египет ҫӗрӗнчен илсе тухрӑм.
6
Эпӗ сирӗн аҫӑрсене Египетран илсе тухрӑм, эсир [Хӗрлӗ] тинӗс хӗррине ҫитрӗр. Ҫавӑн чухне Египет ҫыннисем сирӗн аҫӑрсем хыҫҫӑн ҫар ураписемпе, утлӑ ҫарпа Хӗрлӗ тинӗс патне ҫитичченех хӑваларӗҫ;
7
вӗсем, сирӗн аҫӑрсем, Турра тилмӗрсе тархасларӗҫ те, Вӑл вара сирӗнпе Египет ҫыннисем хушшине [пӗлӗтпе] сӗмлӗх антарчӗ, тинӗсе Египет ҫыннисем ҫине ячӗ, вӗсене тинӗс хупларӗ. Эпӗ Египетра мӗн тунине эсир хӑвӑр куҫӑрпа куртӑр. Кайран эсир нумай вӑхӑт хушши пушхирте ҫӳрерӗр.
8
Эпӗ сире Иордан леш енче пурӑнакан аморрейсен ҫӗрне илсе ҫитертӗм; вӗсем сире хирӗҫ вӑрҫӑпа тӑчӗҫ, анчах Эпӗ вӗсене сирӗн аллӑра ӳкертӗм, ҫапла эсир вӗсенӗн ҫӗрне еткерлӗхе илтӗр, Эпӗ вӗсене сирӗн умӑрта ҫӗмӗрсе тӑкрӑм.
9
Валак — Сепфор ывӑлӗ, Моав патши — пикенсех Израиле хирӗҫ вӑрҫа тухрӗ, сире ылханма Веор ывӑлне Валаама чӗнтерсе пычӗ;
10
анчах Эпӗ Валаама итлесшӗн пулмарӑм, вара вӑл сире пиллӗх пачӗ, Эпӗ сире унӑн аллинчен ҫӑлса хӑвартӑм.
11
Эсир Иордан урлӑ каҫса Иерихон патне ҫитрӗр. Иерихон ҫыннисем, аморрейсем, ферезейсем, ханаансем, хетсем, гергесейсем, евейсем, иевусейсем сирӗнпе вӑрҫӑ вӑрҫма тытӑнчӗҫ, анчах Эпӗ вӗсене сирӗн аллӑра ӳкертӗм.
12
Эпӗ сирӗн умӑртан сӑвӑслан ятӑм, ҫавсем вӗсене, аморрейсен икӗ патшине, сирӗн патӑртан хӑваласа ячӗҫ, санӑн хӗҫӳпе, санӑн уххупа туман ку ӗҫе.
13
Эпӗ сире хӑвӑр тар тӑкса ӗҫлесе курман ҫӗре-шыва патӑм, хӑвӑр туса лартман хуласем патӑм, халӗ эсир ҫавӑнта пурӑнатӑр; эсир хӑвӑр лартса чӗртмен иҫӗм ҫырли пахчисен, ҫу йывӑҫӗ пахчисен ҫимӗҫне ҫиетӗр» тет Турӑ.
14
Ҫапла ӗнтӗ Ҫӳлхуҫаран хӑраса тӑрӑр, Уншӑн пӗтӗм таса кӑмӑлтан, тӳрӗ чунпа ӗҫлесе тӑрӑр; аҫӑрсем юханшыв леш енче тата Египетра пуҫҫапса пурӑннӑ турӑсене пӑрахӑр, Ҫӳлхуҫана ӗҫлесе тӑрӑр.
15
Сирӗн Ҫӳлхуҫана пӑхӑнас килмест пулсассӑн, кама пӑхӑнассине халӗ суйласа хурӑр: юхӑм шыв леш енче пурӑннӑ аҫӑрсем пуҫҫапса пурӑннӑ турӑсене пӑхӑнас тетӗр-и е хӑвӑр халӗ пурӑнакан ҫӗрти аморрейсен туррисене пӑхӑнас тетӗр-и? эпир вара — эпӗ, манӑн кил-йышӑм — Ҫӳлхуҫана пӑхӑнса пурӑнӑпӑр, [мӗншӗн тесессӗн Вӑл сӑваплӑ], тенӗ Иисус.
16
Халӑх хуравласа ҫапла каланӑ: ҫук, эпир Ҫӳлхуҫана пӑрахса ытти турӑсене пӑхӑнса пурӑнасси пулмӗ!
17
Пирӗн Турӑ — Ҫӳлхуҫа, Вӑл пире, пирӗн аттемӗрсене Египет ҫӗрӗнчен, чуралӑх ҫуртӗнчен илсе тухрӗ, пирӗн куҫ умӗнче темӗн тӗрлӗ хӑват паллисем кӑтартрӗ, мӗн чухлӗ ҫӳремерӗмӗр пулӗ, мӗн тӗрлӗ халӑх витӗр тухмарӑмӑр пулӗ, пур ҫӗрте те пире Вӑл сыхласа ҫӳрерӗ.
18
Ҫӳлхуҫа пирӗн патӑмӑртан пур халӑхсене те, ҫак ҫӗрте пурӑнакан аморрейсене те хӑваласа ячӗ. Ҫавӑнпа эпир те Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлесе тӑрӑпӑр: Вӑл — пирӗн Турӑ, тенӗ.
19
Иисус халӑха каланӑ: эсир Ҫӳлхуҫа [Турӑшӑн] ӗҫлесе тӑраймӑр: Вӑл — сӑваплӑ Турӑ, кӗвӗҫекен Турӑ. Вӑл сирӗн йӗркесӗр ӗҫӗрсемпе ҫылӑхӑрсене тӳссе тӑраймӗ.
20
Эхер те эсир Ҫӳлхуҫана пӑрахса ют турӑсене пӑхӑнса тӑма пуҫласассӑн, Вӑл сирӗн ҫине хӗн-асап ярӗ те сире ҫапла ырӑлӑх кӑтартнӑ хыҫҫӑн тӗппипе пӗтерсе пӑрахӗ, тенӗ.
21
Вара халӑх Иисуса каланӑ: ҫук, эпир Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлӗпӗр, тенӗ.
22
Иисус халӑха каланӑ: эсир хӑвӑр валли Ҫӳлхуҫана суйласа илнине, Уншӑн ӗҫлесе тӑма хатӗррине кӳнтелетӗр-и? тенӗ. Халӑх: кӳнтелетпӗр, тенӗ.
23
Иисус каланӑ: эппин, хӑвӑр хушшӑрти суя турӑсене пӑрахӑр, хӑвӑр чӗрӗрсене Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри еннелле ҫавӑрӑр, тенӗ.
24
Халӑх Иисуса каланӑ: хамӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑршӑн ӗҫлӗпӗр, Ӑна итлӗпӗр, тенӗ.
25
Вара Иисус, ҫав кун Сихем хулинче [Израиль Ҫӳлхуҫа Туррийӗн кӗлӗ чатӑрӗ умӗнче] халӑхпала халал хывса, ӑна йӗркесемпе саккун панӑ.
26
Иисус ҫав сӑмахсене Турӑ саккунӗн кӗнекине ҫырса хунӑ, унтан пӗр пысӑк чул илсе ӑна кӗлӗ чатӑрӗ ҫывӑхӗнче ларакан юман айне хунӑ.
27
Иисус халӑха каланӑ: акӑ ҫак чул пирӗн кӳнтелен пулӗ: вӑл [паян] Ҫӳлхуҫа пире каланӑ пӗтӗм сӑмаха илтрӗ; эсир [ӳлӗмрен Ҫӳлхуҫа] Туррӑр умӗнче суя суяс пулсассӑн, вӑл сире хирӗҫ кӳнтелетӗр, тенӗ.
28
Вара Иисус халӑха пурне те харпӑр хӑй пурӑнакан ҫӗре кайма ирӗк панӑ.
29
Ҫакӑн хыҫҫӑн Иисус — Нав ывӑлӗ, Ҫӳлхуҫа чури — вилнӗ вара, вӑл ун чухне ҫӗр вунӑ ҫулта пулнӑ.
30
Ӑна хӑйне панӑ ҫӗр ҫинче — Гааш тӑвӗнчен ҫурҫӗр енче ларакан Ефрем тӑвӗ ҫинчи Фамнаф-Сараи хулинче — пытарнӑ. [Унпа пӗрле тупӑклӑха чул ҫӗҫӗсем хунӑ: Иисус Израиль халӑхне Египетран илсе тухсассӑн, Ҫӳлхуҫа хушнипеле, вӗсене Галгал хулинче ҫав ҫӗҫӗсемпе ӳт каснӑ пулнӑ; ҫав ҫӗҫӗсем халӗ те ҫавӑнтах выртаҫҫӗ.]
31
Иисус пурӑннӑ чухне те, ун вӑхӑтӗнче пурӑннӑ, кайран ун хыҫҫӑн та пурӑнса Израиль халӑхӗшӗн Ҫӳлхуҫа мӗнле ӗҫсем тунине курса тӑнӑ аслӑ пуҫлӑхсенӗн ӗмӗрӗнче те Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫана пӑхӑнса пурӑннӑ.
32
Израиль ывӑлӗсем Египетран илсе тухнӑ Иосифӑн шӑмми-шаккине вара Сихем хулинче — Иаков ӗлӗк Еммор ывӑлӗсенчен, Сихем ашшӗнчен, ҫӗр сикль тӳлесе туяннӑ хирте, кайран Иосиф ывӑлӗсенӗн пай ҫӗрне кӗнӗ вырӑнта — пытарнӑ.
33
[Ҫакӑн хыҫҫӑн] Аарон ывӑлӗ [аслӑ священник] Елеазар та вилнӗ, ӑна Ефрем тӑвӗ ҫинче, хӑйӗн ывӑлне Финееса панӑ сӑртлӑха, пытарнӑ.
34
[Ҫав кун Израиль ывӑлӗсем Турӑ саккунӗн арчине илсе хӑйсемпе пӗрле ҫӗклесе ҫӳренӗ; Елеазар вырӑнне унӑн ывӑлӗ Финеес юлнӑ, вӑл мӗн виличченех священник пулнӑ, ӑна хӑйӗн хулинче Гаваафра пытарнӑ.
35
Израиль ывӑлӗсем вара пурте хӑйсен ҫӗрне, хӑйсен хулисене таврӑннӑ.
36
Пурӑна киле Израиль ывӑлӗсем Астартӑпа Астарофа, таврари халӑхсен туррисене пуҫҫапа пуҫланӑ; Ҫӳлхуҫа вара вӗсене Моав патши Еглон аллине панӑ, Еглон вӗсене вунсакӑр ҫул хушши тытса тӑнӑ.]
← Chapter 23
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24