bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Joshua 4
Joshua 4
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 5 →
1
Пӗтӗм халӑх Иордан урлӑ каҫса кайсассӑн, Ҫӳлхуҫа Иисуса каланӑ:
2
халӑх хушшинчен вуникӗ ҫын — кашни йӑхран пӗрер ҫын — суйласа илӗр те
3
вӗсене ҫапла тума хушӑр: ҫакӑнтан, Иордан варринчен, священниксем хускалмасӑр тӑнӑ вырӑнтан, вуникӗ чул илӗр те вӗсене хӑвӑрпа пӗрле йӑтса кайса кӗҫӗр ӑҫта ҫӗр выртма чарӑнӑр, ҫав тӗле купаласа хурӑр, тейӗр, тенӗ.
4
Иисус Израиль ывӑлӗсем хушшинчен вуникӗ ҫын — кашни йӑхран пӗрер ҫын — чӗнсе илнӗ те
5
каланӑ вӗсене: хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑр саккунӗн арчи умне, Иордан варрине кӗрӗр те [ҫавӑнтан] йӑхсерен пӗрер чул — Израиль йӑхӗсен шучӗпе вуникӗ чул [илсе] — хулпуҫҫи ҫине хурӑр:
6
вӗсем сирӗн аса илтерекен паллӑ пулччӑр, [ялан ҫакӑнта выртчӑр]; ӳлӗм ывӑлӑрсем хӑвӑртан: «Мӗнле чулсем кусем?» тесе ыйтсассӑн,
7
вӗсене ҫапла калӑр: «[Пӗтӗм ҫӗр] Ҫӳлхуҫи саккунӗн арчи умӗнче Иордан шывӗ икке уйӑрӑлса тӑнӑ; вӑл Иордан урлӑ каҫнӑ чухне шыв икке уйӑрӑлса тӑнӑ, ку чулсене ҫавна асӑнмалӑх хунӑ» тейӗр; ҫапла вара ҫак чулсем Израиль ывӑлӗсемшӗн ӗмӗрӗпе астутарса тӑракан палӑк пулӗҫ, тенӗ.
8
Израиль ывӑлӗсем вара Иисус мӗнле хушнӑ, ҫавӑн пек тунӑ: Ҫӳлхуҫа Иисуса каланӑ пек, Израиль йӑхӗсен шутне кура, Иордан тӗпӗнчен вуникӗ чул илнӗ те вӗсене хӑйсем ҫӗр каҫма чарӑннӑ вырӑна ҫӗклесе кайса ҫавӑнта хунӑ.
9
Иисус тата Иордан варрине, [Ҫӳлхуҫа] саккунӗн арчине ҫӗклесе пыракан священниксем тӑнӑ вырӑна, [тепӗр] вуникӗ чул купаласа хунӑ. Вӗсем паянхи кунчченех ҫавӑнта.
10
[Иисус] пӗтӗмпех туса пӗтериччен — Ҫӳлхуҫа халӑха Иисус урлӑ мӗн каланине, Моисей Иисуса мӗн халалланине туса ҫитериччен — [Ҫӳлхуҫа саккунӗн] арчине ҫӗклесе пыракан священниксем Иордан варринче тӑнӑ; халӑх ҫав вӑхӑтра васкавлӑн Иордан урлӑ каҫнӑ.
11
Пӗтӗм халӑх [Иордан] урлӑ каҫса кайсассӑн вара халӑх умӗнче Ҫӳлхуҫа [саккунӗн] арчи те, священниксем те тепӗр енне каҫнӑ;
12
Рувим ывӑлӗсемпе Гад ывӑлӗсем тата Манассиян ҫур йӑхӗ, Моисей хӑйсене каланӑ пек, кӑрал тытса Израиль ывӑлӗсем умӗнчен каҫнӑ.
13
Вӑрҫа хатӗрленнӗ хӗрӗх пине яхӑн ҫын Ҫӳлхуҫа умӗнче Иерихон тӳремлӗхне каҫнӑ, ӗнтӗ вӗсем ҫапӑҫма хатӗр пулнӑ.
14
Ҫав кун Ҫӳлхуҫа Иисуса пӗтӗм Израиль халӑхӗ умӗнче асла кӑларнӑ, вара унран Моисейрен мӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпе хӑраса пурӑннӑ пекех хӑрама пуҫланӑ.
15
Ҫӳлхуҫа Иисуса ҫапла тесе каланӑ:
16
Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчине ҫӗклесе пыракан священниксене ҫыран хӗррине тухма хуш, тенӗ.
17
Иисус вара священниксене: ҫыран хӗррине тухӑр, тенӗ.
18
Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчине ҫӗклесе пыракан священниксем ҫыран хӗррине тухса типӗ ҫӗр ҫине ура ярса пуссанах, Иордан шывӗ хӑйӗн яланхи ҫулӗпе хускалса кайнӑ, ӗнерхи-виҫӗмкунхи пекех, ҫыран тулли тулса юха пуҫланӑ.
19
Халӑх ҫапла Иорданран пӗрремӗш уйӑхӑн вуннӑмӗш кунӗнче тухнӑ та Галгал хулинче, Иерихонӑн хӗвелтухӑҫ енче, тапӑра тӑнӑ.
20
Иордан тӗпӗнчен илнӗ вуникӗ чула Иисус Галгал хулинче купаласа лартнӑ,
21
вара Израиль ывӑлӗсене каланӑ: ӳлӗм сирӗн ывӑлӑрсем хӑйсенӗн ашшӗсенчен: «Ку чулсем мӗне пӗлтереҫҫӗ?» тесе ыйтсассӑн,
22
ывӑлӑрсене ҫапла калӑр: «Израиль ҫак Иордан урлӑ типӗ ҫӗртен каҫнӑ» тейӗр:
23
сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр эпир ӗлӗк Хӗрлӗ тинӗс урлӑ каҫса кайиччен ӑна типӗ тӑратнӑ пек, [сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр] ҫак Иордана та эпир ун урлӑ каҫса кайиччен типӗ тӑратрӗ, ҫакна Вӑл Ҫӳлхуҫа алли хӑватлине ҫӗр ҫинчи пӗтӗм халӑх пӗлсе ҫиттӗр, сирӗн хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑртан ӗмӗр хӑраса пурӑнмалла пултӑр тесе тунӑ, тенӗ.
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 5 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24