bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Joshua 18
Joshua 18
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 17
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 19 →
1
Пӗтӗм Израиль халӑхӗ Силома пухӑннӑ та унта пӗрле пуҫтарӑнса кӗлтумалли кӗлӗ чатӑрӗ лартнӑ, мӗншӗн тесессӗн ҫавӑнти ҫӗр ӗнтӗ вӗсен аллинче пулнӑ.
2
Израиль ывӑлӗсенӗн ҫичӗ йӑхӗ хӑйсене тивӗҫлӗ ҫӗрне илмен пулнӑ-ха.
3
Иисус Израиль ывӑлӗсене каланӑ: эсир тата нумайччен вӑрахлатӑр-и? Хӑвӑра аҫӑрсенӗн Ҫӳлхуҫа Турри панӑ ҫӗрӗре мӗншӗн халиччен те еткерлӗхе илместӗр? тенӗ;
4
йӑхсерен виҫшер ҫын суйласа парӑр; эпӗ вӗсене ҫӗр пӑхма ярам, вӗсем кайччӑр, ҫӗре пӑхса тухчӑр, ӑна епле валеҫмеллине татса парса ман патӑма пыччӑр;
5
ҫӗре ҫичӗ пая уйӑрччӑр; Иуда хӑй ҫӗрӗ ҫинче кӑнтӑр енче юлтӑр, Иосиф килӗ вара хӑй ҫӗрӗ ҫинче ҫурҫӗр енче юлтӑр;
6
эсир вара юлнӑ ҫӗре ҫичӗ пая палӑртса ӳкерӗр те мӗн ӳкернине ман патӑма илсе килӗр: эпӗ сире ҫакӑнта Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр умӗнче шӑпа кӑларса парӑп;
7
левитсем валли сирӗн хушшӑрта пай ҫук, вӗсенӗн пайӗ — Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлесе тӑрасси; Гад йӑхӗпе Рувим йӑхӗ тата Манассиян ҫур йӑхӗ хӑйсене Ҫӳлхуҫа чури Моисей Иорданран тухӑҫалла панӑ ҫӗре илнӗ, тенӗ.
8
Ҫыннисем вара ҫӗр пӑхма тухса кайнӑ. Иисус вӗсене ҫапла хушса янӑ: кайӑр, ҫав ҫӗре йӗри-таврипех пӑхса тухӑр та ӑна тӗплӗн ӳкерсе-палӑртса ман патӑма таврӑнӑр; эпӗ вара кунта, Силомра, Ҫӳлхуҫа умӗнче сире шӑпа кӑларса парӑп, тенӗ.
9
Лешӗсем ӗнтӗ [пӗтӗм ҫӗре пӑхса тухнӑ,] пӗтӗм ялне-хулине шута илсе ҫӗре ҫичӗ пая пайласа ҫырса тухнӑ, вара Иисус патне тапӑра, Силом хулине, таврӑннӑ.
10
Силомра Иисус, Ҫӳлхуҫа умӗнче шӑпа ярса, ҫӗре Израиль ывӑлӗсене пайӑн-пайӑн валеҫсе панӑ.
11
[Малтанхи] шӑпа Вениамин ывӑлӗсен ӑрӑвӗсене тухнӑ. Вӗсене шӑпа тӑрӑх тухнӑ ҫӗрӗ Иуда ывӑлӗсемпе Иосиф ывӑлӗсен ҫӗрӗ хушшинче пулнӑ;
12
ҫав ҫӗрӗн ҫурҫӗр енчи чикки Иордан патӗнчен пуҫланса Иерихон ҫумӗпе ҫурҫӗр енчен иртсе каять те анӑҫалла пӑрӑнать, ту ҫине хӑпарса Бефавен пушхирне пырса тухать;
13
унтан чикӗ Луз енне каять, Лузӑн — урӑхла каласан Вефиль теекен хулан — кӑнтӑр еннелле пырса Анатри Беф-Оронӑн кӑнтӑр енче ларакан Атароф-Адар тӑвӗ патнелле анать;
14
унтан чикӗ кӑнтӑралла пӑрӑнать те Беф-Оронран кӑнтӑр енчи сӑртран кӑнтӑр енне тинӗс патнелле сулӑнать, вара Кириаф-Ваал патне — урӑхла каласан Кириаф-Иарим патне, Иуда ывӑлӗсен хули патне — ҫитсе тухать. Ку ӗнтӗ — анӑҫ енӗ.
15
Кӑнтӑр чикки Кириаф-Иарим патӗнчен пуҫланать, кӑнтӑр енӗпе тинӗс еннелле пырса Нефтоах ҫӑлӗ патне ҫитет;
16
унтан чикӗ ту енне — Енном ывӑлӗн айлӑмӗпе юнашар, рефаимсен айлӑмӗнчен ҫурҫӗр енче ларакан ту енне — анать, вара Енном айлӑмӗпелен Иевусӑн кӑнтӑр енне анса Ен-Рогел патнелле каять;
17
вара ҫурҫӗр еннелле пӑрӑнать те Ен-Шемеш патнелле пырать, унтан Адуммим сӑртне хирӗҫех вырӑнаҫнӑ Гелилоф патне ҫитет, ҫакӑнтан вара Боганӑн — Рувим ывӑлӗн — чулӗ патне анать;
18
унтан тӳремлӗх ҫывӑхӗпе ҫурҫӗрелле иртсе тӳремлӗхе анать;
19
кунтан чикӗ Беф-Хогла ҫумӗпе ҫурҫӗрелле кайса Тӑварлӑ тинӗсӗн ҫурҫӗр енчи авӑрне, Иорданӑн кӑнтӑр енчи вӗҫне, ҫитсе тухать. Ку ӗнтӗ — кӑнтӑр чикки. Иордан вара тухӑҫ енчи чикӗ пулать.
20
Вениамин ывӑлӗсене ӑрусерен уйӑрса панӑ ҫӗрӗн чиккине пур енчен те кӑтартсассӑн ҫапла пулнӑ вара.
21
Вениамин ывӑлӗсене ӑрусерен уйӑрса панӑ хуласем ҫакӑ пулнӑ: Иерихон, Беф-Хогла тата Емек-Кециц,
22
Беф-Арава, Цемараим тата Вефиль,
23
Аввим, Фара тата Офра,
24
Кефар-Аммонай, Афни тата Гева: вуникӗ хулапа вӗсен ялӗсем.
25
Гаваон, Рама тата Бероф,
26
Мицфе, Кефира тата Моца,
27
Рекем, Ирфеил тата Фарала,
28
Цела, Елеф, Иевус, урӑхла каласан Иерусалим, Гивеаф тата Кириаф: вунтӑватӑ хулапа вӗсенӗн ялӗсем. Вениамин ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем илнӗ еткер ҫӗр ҫакӑ пулнӑ.
← Chapter 17
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 19 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24