bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Acts 1
Acts 1
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 2 →
1
Эй Феофил, пӗрремӗш кӗнекемре сана эпӗ Иисус мӗн-мӗн туни ҫинчен, мӗне вӗрентни ҫинчен пуҫламӑшӗнченех тытӑнса, Хӑй суйласа илнӗ апостолӗсене Таса Сывлӑш урлӑ малашне мӗн тумаллине хушса хӑварса, тӳпене ҫӗкленнӗ кун таранчченех ҫырса кӑтартнӑччӗ.
3
Хӑй асапланнӑ хыҫҫӑн Вӑл вӗсене Хӑй чӗрӗ иккенне нумай тӗрлӗн кӑтартса панӑ, вӗсене хӗрӗх кун хушши курӑнса, Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен каланӑ.
4
Вӑл вӗсене пӗрле пуҫтарнӑ та ҫапла хушса хӑварнӑ: Иерусалимран ан кайӑр, Аттем ярса пама пулнине кӗтсе тӑрӑр; ун ҫинчен эсир Манран илтнӗ ӗнтӗ:
5
Иоанн шыва кӗртнӗ, эсир вара темиҫе кун иртсенех Таса Сывлӑшпа тӗне кӗретӗр, тенӗ.
6
Пӗрле пухӑнсассӑн вӗсем Унран ҫапла каласа ыйтнӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑр, ҫӗнӗ Израиль патшалӑхне Эсӗ ҫак вӑхӑтра никӗслесшӗн-и? тенӗ.
7
Вӑл вӗсене каланӑ: Аттем Хӑй ирӗкӗпе палӑртнӑ вӑхӑта е тапхӑра эсир пӗлме пултараймастӑр;
8
хӑвӑр ҫине Таса Сывлӑш ансассӑн, эсир хӑват илетӗр те вара Ман ҫинчен Иерусалимра та, пӗтӗм Иудейӑра та, Самарире те, ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитичченех каласа кӑтартакансем пулатӑр, тенӗ.
9
Ҫакна каласассӑн Вӑл вӗсен куҫӗ умӗнчех ҫӗкленсе кайнӑ, Ӑна пӗлӗт хупласа илнӗ те, Вӑл вӗсене курӑнми пулнӑ.
10
Вӑл ҫӗкленсе кайнӑ вӑхӑтра, вӗсем тӳпенелле пӑхса тӑнӑ чухне, вӗсем патне сасартӑк шурӑ тумлӑ икӗ ҫын пырса тӑнӑ та
11
каланӑ: эй Галилея ҫыннисем, мӗншӗн эсир тӳпенелле пӑхса тӑратӑр? Ҫак хӑвӑр патӑртан тӳпене ҫӗкленсе кайнӑ Иисус килессе те ҫаплах, Вӑл тӳпене ҫӗкленсе кайнине хӑвӑр курнӑ пекех, килӗ, тенӗ.
12
Вӗсем вара Елеон теекен ту ҫинчен Иерусалима таврӑннӑ; ҫав ту — Иерусалим ҫывӑхӗнчех, шӑматкун каймалӑх ҫул чухлӗ ҫеҫ утмалла.
13
Унта таврӑнсассӑн вӗсем — Петр, Иаков, Иоанн, Андрей, Филипп, Фома, Варфоломей, Матфей, Алфей Иаковӗ, Симон Зилот, Иаковпа пӗртӑван Иуда — хӑйсем тӑтӑшах пуҫтарӑнакан ҫӳлти пӳлӗме хӑпарнӑ.
14
Вӗсем хӑш-пӗр хӗрарӑмсемпе, Иисус амӑшӗпе Марийӑпа тата Иисус тӑванӗсемпе пӗрле пӗр шухӑшлӑн пулса, вӗҫсӗр кӗлтуса тӑнӑ.
15
Ҫав кунсенче Петр вӗренекенсем хушшине тӑрса каланӑ (пуҫтарӑннӑ ушкӑнра пӗр ҫӗр ҫирӗм ҫынна яхӑн пулнӑ):
16
эй тӑван ҫыннӑмсем! Иисуса тытакансене ертсе пынӑ Иуда ҫинчен Таса Сывлӑш Ҫырура Давид чӗлхипе малтанах каласа хуни вырӑна килмелле пулчӗ;
17
ӑна пирӗнпе пӗр йыша кӗртнӗччӗ, вӑл ҫак ӗҫе тума тивӗҫ илнӗччӗ;
18
анчах вӑл усал ӗҫӗшӗн илнӗ укҫипе ҫӗр туянчӗ, ӗнтӗ ҫӳлтен персе ансан унӑн хырӑмӗ ҫурӑлса кайнӑ та, пӗтӗм ӑшӗ-чикки тухса ӳкнӗ;
19
Иерусалимра пурӑнакансем пурте ҫакӑн ҫинчен пӗлчӗҫ те вара ҫав ҫӗре хӑйсен тӑван чӗлхипе Акелдама? тесе ят хучӗҫ, ку «Юн ҫӗрӗ» тени пулать.
20
Псалом кӗнекинче ҫапла ҫырнӑ: «унӑн ҫурчӗ-йӗрӗ пушанса юлтӑр, унта пурӑнакан та ан пултӑр» тенӗ; тата: «унӑн тивӗҫлӗхне тепӗри илтӗр» тенӗ.
21
Ӗнтӗ ҫапла тума кирлӗ: Иисус Ҫӳлхуҫамӑр хамӑр хушӑра, хамӑрпа пӗрле ҫӳренӗ чухне,
22
Иоанн шыва кӗртнинчен пуҫласа Хӑй пирӗн патӑмран ҫӳле ҫӗкленнӗ куна ҫитиччен яланах пирӗнпе пӗрле ҫӳренисенчен пӗри Иисус чӗрӗлсе тӑнине пирӗнпе пӗрле каласа кӑтартаканӗ пулмалла, тенӗ.
23
Вара икӗ ҫынна сӗннӗ: Иуст тесе ят хунӑ Варсава теекен Иосифа тата Матфие;
24
ун чухне вӗсем ҫапла каласа кӗлтунӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑр, Эсӗ кашнийӗн чӗрине пӗлсе тӑратӑн, ҫаксенчен иккӗшӗнчен Хӑв кама суйласа илнине, хӑй вырӑнне каймашкӑн апостол тивӗҫӗнчен хӑпнӑ Иуда вырӑнне кам апостол пулмаллине кӑтартсамччӗ, тенӗ.
26
Унтан вӗсемшӗн шӑпа янӑ, шӑпа Матфие тухнӑ; ӑна вара вунпӗр апостол йышне кӗртнӗ.
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 2 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28