bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Acts 14
Acts 14
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 13
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 15 →
1
Иконире те Павелпа Варнава иудейсен синагогине кӗнӗ, унта вӗсем питӗ витӗмлӗн вӗрентнӗ; ҫавӑнпа темӗн чухлӗ иудей, темӗн чухлӗ эллин Турра ӗненнӗ.
2
Ӗненмен иудейсем вара, суя тӗнлисенӗн чӗрисене хаярлатса, ӗненекен тӑвансене хирӗҫ тӑратнӑ.
3
Ҫапах та вӗсем унта чылайчченех пурӑннӑ, вӗсем Ҫӳлхуҫа ҫинчен хӑюллӑн вӗрентнӗ, Вӑл, Хӑйӗн тивлечӗ ҫинчен вӗсем тӗрӗс каланине кӑтартса, вӗсен аллипе паллӑсем, хӑватсем тунӑ.
4
Ҫав хушӑра хула халӑхӗ икӗ пая уйӑрӑлнӑ: хӑшӗсем иудейсем майлӑ, хӑшӗсем апостолсем майлӑ пулнӑ.
5
Суя тӗнлӗ ҫынсемпе иудейсем хӑйсен пуҫлӑхӗсемпе пӗрле Павелпа Варнавӑна тытса чулпа персе вӗлерме каварлашнӑ,
6
ҫакӑн ҫинчен пӗлсессӗн, кусем || Ликаони ҫӗрне тарнӑ, унта Листра хулипе Дерви хулинче тата вӗсен таврашӗнче
7
Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳренӗ.
8
Листрӑра ури утайман пӗр ҫын пулнӑ; ҫуралассах утайми ҫуралнӑскер, вӑл ларма ҫеҫ пултарнӑ, нихӑҫан та утса курман.
9
Вӑл Павел каланине итлесе ларнӑ. Павел ун ҫине тимлӗн пӑхса илнӗ те, вӑл хӑй сывалмалӑх ӗненнине курса,
10
хытӑ сасӑпа каланӑ: Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ячӗпе калатӑп сана: уру ҫине тӳррӗн тӑр! тенӗ. Лешӗ ҫав самантрах сиксе тӑнӑ та ҫӳре пуҫланӑ.
11
Павел мӗн тунине курсассӑн халӑх ликаонла калаҫса, хыттӑн: турӑсем этем евӗрлӗ пулса пирӗн пата анчӗҫ! тенӗ.
12
Вара вӗсем Варнавӑна Зевс тенӗ; питӗ ӑста калаҫнӑран Павела Гермес тенӗ.
13
Хӑйсен хули умӗнче ларакан Зевс кӗлеткин апӑсӗ вара, вӗсене халӑхпа пӗрле парне кӳрес тесе, хапха патне вӑкӑрсем, чечек ҫыххисем илсе пынӑ.
14
Ҫавна илтсен Варнавӑпа Павел апостол хӑйсен ҫийӗнчи тумтирне туртса ҫурса халӑх хушшине вирхӗнсе кӗнӗ те хытӑ сасӑпа каланӑ:
15
эй арсем! мӗн тӑватӑр эсир капла? Эпир те — сирӗн пек ҫынсемех; эпир сире ҫак суя турӑсене пӑрахтарса Чӗрӗ Турӑ енне, тӳпепе ҫӗре, тинӗсе, вӗсенче мӗн пуррине пултарнӑ Чӗрӗ Турӑ енне, ҫавӑрасшӑн Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳретпӗр;
16
Вӑл халӑхсен унчченхи тӑхӑмӗсене харпӑр хӑй ҫулӗпе ҫӳреме чарман,
17
ҫавах та Вӑл пире тӗрлӗ ырӑлӑх кӑтартса, тӳперен ҫумӑр ҫутарса, тырӑ-пулӑллӑ ҫулсем ярса, ҫимӗҫпе тӑрантарса, пирӗн чӗрене савӑнтарса Хӑй ҫинчен пӗлтерме чарӑнман, тенӗ.
18
Ҫапла каласа, вӗсем хӑйсене чысласа парне кӳме хатӗрленнӗ халӑха аран-аран тытса чарнӑ.
19
Каярахпа Антиохипе Иконирен иудейсем килнӗ те, халӑха апостолсене хирӗҫ хӗтӗртсе, Павела чулпа пере-пере пӗтернӗ, вилчӗ пулӗ тесе ӑна ӗнтӗ хула тулашне кӑларса пӑрахнӑ.
20
Вӗренекенӗсем ун тавра пуҫтарӑнсассӑн, вӑл тӑнӑ та хулана таврӑннӑ; тепӗр кунне вара Варнавӑпа пӗрле Дерви хулине тухса кайнӑ.
21
Ҫав хулара Ырӑ Хыпар пӗлтерсе, нумайӑшне Иисуса ӗненекен туса, вӗсем Листрӑпа Икони урлӑ, Антиохи урлӑ каялла таврӑннӑ,
22
пур ҫӗрте те вӗренекенсен чунне вӑй-хал парса, вӗсене чӑн тӗнпе ҫирӗп ӗненме ӳкӗтленӗ: «Турӑ Патшалӑхне кӗмешкӗн пирӗн нумай хӗн-хур тӳсмелле» тесе вӗрентнӗ.
23
Вӗсем кашни ӗненекен ушкӑн валли алӑ хурса пресвитер лартнӑ, унтан типӗ тытса кӗлтунӑ та лешӗсене хӑйсем ӗненекен Ҫӳлхуҫа аллине парса хӑварнӑ.
24
Унтан Писиди урлӑ тухса Памфилие ҫитнӗ;
25
Ҫӳлхуҫа сӑмахне Пергире вӗрентсе ҫӳресен Атталие аннӑ;
26
Атталирен вӗсем шывпа ишсе каялла Антиохие кайнӑ — халӗ туса пӗтернӗ ӗҫне тумашкӑн вӗсем ӗнтӗ Турӑ тивлетне шанса шӑпах ҫакӑнтан тухса кайнӑ пулнӑ.
27
Антиохие ҫитсессӗн вӗсем ӗненекен ушкӑна пухнӑ та Турӑ вӗсем урлӑ мӗн-мӗн тунине тата Вӑл суя тӗнлисем валли чӑн тӗн алӑкне епле уҫса панине пӗтӗмпе каласа кӑтартнӑ.
28
Вӗренекенсемпе пӗрле вӗсем унта чылай вӑхӑтах пурӑннӑ.
← Chapter 13
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 15 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28