bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Acts 23
Acts 23
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 22
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 24 →
1
Павел синедрион ҫыннисем ҫине пӑхса каланӑ: эй тӑван ҫыннӑмсем! эпӗ ҫак кунчченех Турӑ умӗнче таса кӑмӑлпа пурӑнтӑм, тенӗ.
2
Аслӑ священник Анания ун умӗнче тӑракансене ӑна ҫӑварӗнчен ҫапма хушнӑ.
3
Вара Павел каланӑ ӑна: эй шуратнӑ хӳме, хӑвна Турӑ ҫапӗ! Сана саккун хушнӑ пек сут тума лартнӑ, эсӗ, саккуна хирӗҫ пырса, мана ҫапма хушатӑн, тенӗ.
4
Унта тӑракансем: эсӗ Туррӑн аслӑ священникне хурлатӑн-и-ха? тенӗ.
5
Павел каланӑ: эй тӑванӑмсем! вӑл аслӑ священник иккенне эпӗ пӗлмен. Ҫырура «хӑвӑн халӑхун пуҫлӑхне усал сӑмах ан кала» тесе ҫырнӑ, тенӗ.
6
Синедрионра ларакансем хӑшӗ саддукей, хӑшӗ фарисей иккенне пӗлсе, Павел ҫавӑнта хыттӑн каланӑ: эй тӑван ҫыннӑмсем! эпӗ — фарисей, фарисей ывӑлӗ; мана вилнӗ ҫынсем чӗрӗлсе тӑрассине шанса тӑнӑшӑн сут тӑваҫҫӗ, тенӗ.
7
Вӑл ҫапла каласассӑн, фарисейсемпе саддукейсем хушшинче хирӗҫӳ тухнӑ; вара пуху пайланса кайнӑ,
8
мӗншӗн тесессӗн саддукейсем: «чӗрӗлсе тӑрасси пулас ҫук, ангел та, чун та ҫук» теҫҫӗ; фарисейсем вара: «вӑл та, ку та пур» теҫҫӗ.
9
Ӗнтӗ питӗ вӑйлӑ кӑшкӑрашнӑ; фарисейсем майлӑ кӗнекеҫӗсем тӑнӑ та тавлашма пуҫланӑ: эпир ку ҫынра нимӗн япӑххи те курмастпӑр; ӑна чӑнах та сывлӑш е ангел каламан-и? Турра хирӗҫ пыма юрамасть пире, тенӗ.
10
Тавлашу тата ытларах хӗрсе кайнӑран, Павела тытса ҫурасран шикленсе, пинпӳ ӗнтӗ салтаксене Павела тавлашакансем хушшинчен илсе тухса кереме леҫме хушнӑ.
11
Тепӗр каҫхине Павела Ҫӳлхуҫа курӑнса каланӑ: Павел, хӑюллӑ пул! эсӗ Ман ҫинчен Иерусалимра чӑннине пӗлтернӗ пек, санӑн Рим хулинче те ҫаплах чӑннине пӗлтермелле, тенӗ.
12
Тул ҫутӑлсан хӑш-пӗр иудейсем Павела вӗлерме каварлашнӑ: ӑна вӗлериччен эпир ҫиместпӗр те, ӗҫместпӗр те тесе тупа тунӑ.
13
Ҫапла тупа тӑвакансем хӗрӗхӗн ытла пулнӑ.
14
Вӗсем аслӑ священниксемпе аслӑ ҫынсем патне пырса каланӑ: эпир Павела вӗлериччен нимӗн те ҫиместпӗр тесе Турӑ умӗнче тупа турӑмӑр.
15
Эсир ӗнтӗ, синедрион ҫыннисемпе пӗрле ун ӗҫне тӗплӗрех пӗлесшӗн пек пулса, паянах пинпӗве пӗлтерсе хурӑр, вӑл ӑна ыран сирӗн патӑра илсе килтӗр; эпир ӑна кунта ҫитичченех вӗлерме хатӗр тӑрӑпӑр, тенӗ.
16
Павел аппӑшӗн ывӑлӗ ҫав кавар ҫинчен илтсенех кереме кайнӑ та Павела пӗтӗмпе каласа панӑ.
17
Павел ӗнтӗ ҫӗрпӳсенчен пӗрне чӗнтерсе илнӗ те каланӑ: ҫак ачана пинпӳ патне ертсе кай-ха: унӑн ӑна пӗр сӑмах каламалли пур, тенӗ.
18
Лешӗ ачана ертнӗ те пинпӳ патне пырса каланӑ: тӗрмере ларакан Павел мана чӗнтерчӗ те ҫак ачана сан патна ертсе килме хушрӗ: унӑн сана пӗр сӑмах каламалли пур, тенӗ.
19
Пинпӳ ачана аллинчен тытнӑ та, унпа пӗрле айккинелле пӑрӑнса, ыйтнӑ унран: санӑн мана мӗн каламалли пур? тенӗ.
20
Лешӗ ҫапла хуравланӑ: иудейсем Павел ӗҫне тӗплӗрех пӗлесшӗн пек пулса, ӑна ыран синедрион умне илсе килтерес тесе, сана йӑлӑнма канаш тунӑ.
21
Эсӗ вӗсене ан итле: вӗсем хӗрӗх ҫын ытла Павела сыхласа тӑраҫҫӗ, вӗсем «Павела вӗлериччен ҫиместпӗр те, ӗҫместпӗр те» тесе тупа тунӑ; вӗсем ӗнтӗ хатӗр, эсӗ хушасса анчах кӗтсе тӑраҫҫӗ, тенӗ.
22
Пинпӳ вара, мана ху каласа панине никама та ан кала тесе, ачана кӑларса янӑ.
23
Унтан вӑл ҫӗрпӳсене иккӗшне чӗнсе илнӗ те каланӑ: икҫӗр ҫуран салтак, ҫитмӗл юланутҫӑ салтак, икҫӗр тӗкӗрҫӗ хатӗрлӗр — вӗсен ҫӗрле виҫҫӗмӗш сехетре Кесарие каймалла пулать;
24
Павела Феликс прокуратор патне лартса ӑсатмашкӑн ашаксем те хатӗрлӗр, тенӗ.
25
Вӑл тата ҫакӑн пек ҫыру ҫырнӑ:
26
«Тивӗҫлипе хисеплӗ Феликс прокуратора Клавдий Лисий савӑнӑҫ сунать.
27
Ҫак ҫынна иудейсем тытса вӗлермеллех тапӑннӑччӗ; вӑл Рим халӑхӗн ҫынни иккенне пӗлсе, эпӗ салтаксемпе пытӑм та ӑна хӑтартӑм.
28
Унтан, ӑна мӗншӗн айӑпланине пӗлесшӗн, ӑна вӗсен синедрионне илсе пытӑм.
29
Вара пӗлтӗм: ӑна вӗсем хӑйсен саккунӗ тӗлӗшӗпе тавлашакан сӑмахсем пирки айӑплаҫҫӗ-мӗн, вӗлермешкӗн е сӑнчӑрламашкӑн унӑн нимӗнле айӑп та ҫук.
30
Ман патӑма иудейсем ӑна хирӗҫ каварлашнӑ текен хыпар ҫитрӗ те, эпӗ ӑна хӑвӑртрах сан патна ӑсатрӑм, ӑна айӑплакансене те ун ҫинчен сан умӑнта калама хушрӑм. Сывӑ пул».
31
Ҫапла вара салтаксем, хӑйсене хушнӑ пек, Павела ҫӗрле Антипатридӑна илсе ҫитернӗ.
32
Тепӗр кунне Павелпа пӗрле утлӑ салтаксене кайма хушнӑ та, ыттисем кереме таврӑннӑ.
33
Лешӗсем Кесарие ҫитсе ҫырӑвне прокуратора тыттарнӑ та Павела та ун умне тӑратнӑ.
34
Ҫырӑвне вуласа тухсассӑн, прокуратор Павелран вӑл хӑш ҫӗрти ҫын иккенне ыйтнӑ. Павел Килики ҫынни иккенне пӗлсессӗн каланӑ:
35
хӑвна айӑплакансем килсессӗн, эпӗ сана итлесе пӑхӑп, тенӗ. Унтан ӑна Ирод керменне хуптарса хурал тӑратма хушнӑ.
← Chapter 22
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 24 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28