bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Acts 12
Acts 12
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 11
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 13 →
1
Ҫав вӑхӑтра Ирод патша ӗненекен ушкӑнри хӑш-пӗр ҫынсене хӗсӗрлеме пуҫланӑ;
2
ҫапла вӑл Иоанн тӑванне Иакова хӗҫпе кастарса вӗлернӗ.
3
Ҫакӑ иудейсен кӑмӑлне килнине курсассӑн, вӑл Петра та ярса тытма хушнӑ; ун чухне тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗн кунӗсем пулнӑ;
4
ҫапла ӑна ярса тытнӑ та тӗрмене хупнӑ, тӑватшар салтаклӑ тӑватӑ ушкӑна ӑна черетпе хураллама хушнӑ; Ирод ӑна Пасха иртсенех халӑх умне илсе тухма шутланӑ.
5
Ҫапла вара Петра тӗрмере хуралласа усранӑ; ҫав вӑхӑтра ӗненекен ушкӑн уншӑн питӗ тӑрӑшса Турра кӗлтунӑ.
6
Ирод Петра тӗрмерен илсе тухас тенӗ чухне ҫӗрле Петр икӗ сӑнчӑрпа тимӗрленипех икӗ салтак хушшинче ҫывӑрнӑ, хуралҫӑсем тӗрме алӑкне сыхласа тӑнӑ.
7
Акӑ Ҫӳлхуҫа Ангелӗ пырса тӑнӑ та тӗрмене ҫутӑ ҫутатса янӑ. Ангел Петра аякӗнчен тӗртсе вӑратнӑ та: тӑр часрах, тенӗ. Петр аллинчи сӑнчӑрсем ҫав самантрах хывӑнса ӳкнӗ.
8
Ангел ӑна: пилӗкне ҫых, уруна сыр, тенӗ. Вӑл ҫапла тунӑ. Унтан ӑна каланӑ: тумтирне тӑхӑн та ман хыҫӑмран пыр, тенӗ.
9
Ангел мӗн туни чӑн иккенне пӗлмесӗрех Петр тухнӑ та ун хыҫӗнчен утнӑ, вӑл ӗнтӗ куҫа ҫапла курӑнать пулӗ тесе шухӑшланӑ.
10
Малтанхи хуралпа иккӗмӗш хуралтан иртсессӗн вӗсем хулана тухакан тимӗр хапха патне ҫитнӗ; хапха вӗсем умӗнче хӑй тӗллӗнех уҫӑлса кайнӑ; хапхаран тухсан вӗсем пӗр урамран иртнӗ ҫеҫ, сасартӑк Ангел ун патӗнчен ҫухалнӑ.
11
Мӗн пулнине ӑнланса илсессӗн Петр каланӑ вара: халӗ ӗнтӗ чӑн-чӑнах куртӑм: Турӑ Хӑй Ангелне ярса мана Ирод аллинчен, Иудея халӑхӗ мӗн-мӗн кӗтсе тӑнинчен хӑтарчӗ, тенӗ.
12
Ҫакна ӑнланса илсессӗн вӑл Марк теекен Иоанӑн амӑшӗ Мария ҫурчӗ патне пынӑ; ҫавӑнта нумайӑшӗ кӗлтума пуҫтарӑннӑ пулнӑ.
13
Петр хапхаран шаккасан, алӑк патне Рода ятлӑ хӗрарӑм тарҫӑ тухнӑ.
14
Петр сассине илтсен вӑл, савӑннипе, хапхине уҫмасӑрах чупса кӗрсе, Петр хапха умӗнче тӑрать тесе пӗлтернӗ.
15
Лешӗсем ӑна: эсӗ аташмастӑн-и? тенӗ. Ку хӑйӗннех каланӑ. Вара лешӗсем: ку унӑн ангелӗ пулӗ, тенӗ.
16
Петр пӗрмаях шаккаса тӑнӑ. Хапхине уҫсассӑн ӑна курнӑ та тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ.
17
Петр ӗнтӗ, шӑп тӑма ыйтса, аллипе паллӑ кӑтартнӑ та вӗсене хӑйне Турӑ тӗрмерен епле кӑларни ҫинчен каласа панӑ, унтан: ҫакӑн ҫинчен Иаковпа тӑванӑмӑрсене пӗлтерӗр, тенӗ. Вара урӑх ҫӗре тухса кайнӑ.
18
Тул ҫутӑлсан, Петр ӑҫта кайса кӗнӗ-ши тесе салтаксем шуйхансах ӳкнӗ.
19
Ирод ӑна шыраттарса тупайман та хуралҫисене сут туса вӗлерме хушнӑ. Унтан вӑл Иудейӑран Кесарие кайнӑ, вара ҫавӑнтах пурӑннӑ.
20
Ирод ҫавӑн чухне Тирпа Сидон ҫыннисем ҫине ҫилӗллӗ тӑнӑ; лешӗсем пӗр канаша килнӗ те ун патне пынӑ: патша вырӑнне тирпейлесе тӑракан Власта хӑйсен енне ҫавӑрса, патшаран хӑйсемпе килӗшӳ тума ыйтнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсен ҫӗрӗнчи халӑх Ирод патша ҫӗрӗнчи тырӑпа тӑранса пурӑннӑ.
21
Каласа хунӑ кун Ирод, патша тумтирӗ тӑхӑнса, ҫӳллӗ вырӑна хӑпарса ларнӑ та вӗсемпе калаҫнӑ.
22
Халӑх вара: ку — этем сасси мар, Турӑ сасси! тесе кӑшкӑрса тӑнӑ.
23
Ҫавӑн чухне Ирода Турра мухтаманшӑн Ҫӳлхуҫа Ангелӗ сасартӑках хускалайми туса лартнӑ; вӑл хӑйне хурт ҫисе пӗтернипе вилнӗ.
24
Турӑ сӑмахӗ сарӑлнӑҫемӗн сарӑлсах пынӑ.
25
Хӑйсене хушса янӑ ӗҫе туса пӗтерсессӗн, Варнавӑпа Савл Иерусалимран Антиохие таврӑннӑ, хӑйсемпе пӗрле Марк теекен Иоана та илсе килнӗ.
← Chapter 11
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 13 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28