bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Acts 18
Acts 18
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 17
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 19 →
1
Ҫакӑн хыҫҫӑн Павел Афинӑран кайса Коринфа ҫитнӗ.
2
Унта вӑл Понт ҫӗрӗнче ҫуралнӑ Акила ятлӑ пӗр иудее тата унӑн арӑмне Прискиллӑна тӗл пулнӑ. Вӗсем нумаях пулмасть Италирен килнӗ пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн Клавдий кесарь иудейсене пурне те Римран тухса кайма хушнӑ. Павел вӗсем патне кӗнӗ.
3
Вӗсенӗн ӗҫӗ пӗре килнӗрен Павел вӗсем патӗнче чарӑннӑ та пӗрле ӗҫлесе пурӑннӑ: вӗсем чатӑр тӑвакансем пулнӑ.
4
Шӑмакунсерен Павел синагогӑра калаҫнӑ, иудейсемпе эллинсене ҫине тӑрсах ӳкӗтленӗ.
5
Македонирен Силапа Тимофей ҫитсессӑн вара, Павел, иудейсене вӗрентес ӗҫе пуҫӗпех парӑнса, Иисус ҫинчен Вӑл Христос иккенне уҫҫӑн кӑтарта-кӑтарта панӑ.
6
Анчах та лешӗсем хирӗҫ тӑнӑран, усал сӑмахсемпе хӑртнӑран вӑл, хӑйӗн тумтирне силлесе, каланӑ вӗсене: сирӗн юнӑр — хӑвӑр пуҫӑр ҫинче; эпӗ таса; паянтан вара суя тӗнлисем патне каятӑп, тенӗ.
7
Ӗнтӗ унтан кайнӑ та Ҫӳлхуҫана хисеплесе тӑракан Иуст ятлӑ пӗр ҫын патне пынӑ; унӑн ҫурчӗ синагогӑпа юнашар пулнӑ.
8
Синагога пуҫлӑхӗ Крисп хӑйӗн пӗтӗм кил-йышӗпе Ҫӳлхуҫана ӗненнӗ; Ырӑ Хыпар илтсе, Коринф ҫыннисем те нумайӑшӗ ӗненнӗ те тӗне кӗнӗ.
9
Павела ҫӗрле Ҫӳлхуҫа курӑнса каланӑ: ан хӑра, кала, калама ан чарӑн:
10
Эпӗ санпала пӗрле, сана никам та усал тӑваймӗ — ку хулара Манӑн ҫыннӑм нумай, тенӗ.
11
Павел вара Коринфра ҫулталӑк та ултӑ уйӑх вӗсене Турӑ сӑмахне вӗрентсе пурӑннӑ.
12
Анчах та Ахаи проконсулӗ Галлион пулнӑ вӑхӑтра иудейсем, пӗр канашлӑ пулса, Павела ярса тытнӑ та сут умне илсе пырса:
13
вӑл ҫынсене Турра мӗнле хисеплемеллине саккунри пек вӗрентмест, тенӗ.
14
Павел ҫӑвар та уҫма ӗлкӗреймен-ха, Галлион иудейсене ҫапла каланӑ: эй иудейсем! калаҫу пӗр-пӗр киревсӗр ӗҫ ҫинчен е усал ӗҫ ҫинчен пулсан, манӑн сире итлесе пӑхма сӑлтав пулӗччӗ;
15
анчах та сӑмахсем ҫинчен, ятсем ҫинчен, хӑвӑр саккунӑр ҫинчен тавлашатӑр пулсассӑн, хӑвӑрах татса парӑр, эпӗ ку тӗлӗшпе тӳре пулмастӑп, тенӗ.
16
Лешӗсене ӗнтӗ сут тӑвакан ҫӗртен хӑваласа кӑларнӑ.
17
Вара пурте синагога пуҫлӑхне Сосфена ярса тытнӑ та ӑна сут тӑвакан ҫурт умӗнчех хӗненӗ; Галлион ҫакӑншӑн пачах та пӑшӑрханман.
18
Унта тата чылай кун пурӑннӑ хыҫҫӑн Павел, Турра сӑмах панипе, Кенхрейӑра ҫӳҫне кастарнӑ та, тӑвансенчен уйӑрӑлса, шывпа ишсе Сирие кайнӑ, унпа пӗрле Акилӑпа Прискилла та пынӑ.
19
Эфес хулине ҫитсессӗн, Павел вӗсене ҫавӑнта хӑварнӑ та, хӑй синагогӑна кӗрсе, иудейсемпе калаҫа пуҫланӑ.
20
Вӗсем ӑна хӑйсем патӗнче ытларах пурӑнма тимленӗ, анчах та вӑл килӗшмен,
21
вӗсемпе уйӑрӑлнӑ чухне каланӑ: ҫывӑхарса килекен уява манӑн Иерусалимрах ирттермелле; Турра кирлӗ пулсан, эпӗ сирӗн патӑра татах килӗп-ха, тенӗ. Вара Эфесран тухса кайнӑ (Акилӑпа Прискилла Эфесрах юлнӑ).
22
Кесарире анса юлнӑ хыҫҫӑн вӑл Иерусалима пынӑ; унта ӗненекен ушкӑнпа курӑнӑҫнӑ та Антиохие кайнӑ.
23
Унта пӑртакҫӑ пурӑнсассӑн каллех ҫула тухнӑ, Галатипе Фриги ҫӗрӗсем тӑрӑх йӗркипе пырса, пур вӗренекене те тӗреклӗлентерсе ҫӳренӗ.
24
Эфеса пӗр иудей — Аполлос ятлӑскер, Александрийӑра ҫуралнӑскер — пынӑ; вӑл питех те ӑста калаҫакан, Турӑ Ҫырӑвне тӗплӗ пӗлекен ҫын пулнӑ.
25
Вӑл Ҫӳлхуҫа ҫулӗн пуҫламӑшне вӗреннӗ ҫын пулнӑ; Иоанн шыва кӗртнине ҫеҫ пӗлнӗ пулсан та, вӑл, чунтан тӑрӑшса, Ҫӳлхуҫа ҫинчен тӗрӗс вӗрентнӗ.
26
Вӑл синагогӑра питӗ хӑюллӑн вӗренте пуҫланӑ. Акилӑпа Прискилла вӑл вӗрентнине илтнӗ те ӑна хӑйсем патне чӗнсе кӗртсе Ҫӳлхуҫа ҫулне тата тӗплӗрех ӑнлантарса панӑ.
27
Аполлос Ахаие кайма шухӑш тытсассӑн, тӑвансем унти вӗренекенсем патне хыпар янӑ, вӗсене ӑна хапӑл тума ӳкӗтленӗ; унта ҫитсессӗн вӑл Турӑ тивлечӗпе ӗненме пуҫланисене нумай пулӑшнӑ,
28
Иисус чӑн Христос иккенне Ҫырури сӑмахсемпе кӑтартса парса, вӑл иудейсене пӗтӗм халӑх умӗнче пӗр чӗнейми тунӑ.
← Chapter 17
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 19 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28