bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Acts 8
Acts 8
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 7
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 9 →
1
Савл ӑна вӗлернине ырланӑ. Ӗненекен ушкӑна ҫав кунран пуҫласа Иерусалимра питӗ хӗсӗрле пуҫланӑ, апостолсемсӗр пуҫне ыттисем пурте Иудейӑпа Самарири тӗрлӗ ҫӗрсене саланса пӗтнӗ.
2
Стефана ӗнтӗ сӑвап сунан ҫынсем пытарнӑ, вӗсем уншӑн питӗ хытӑ хӳхленӗ.
3
Савл вара ӗненекен ушкӑна хӗн кӑтартнӑ: килӗрен киле ҫӳресе арҫыннисене, хӗрарӑмӗсене сӗтӗре-сӗтӗре тухса тӗрмене хуптарнӑ.
4
Тӗрлӗ ҫӗре саланнисем ҫав хушӑра Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳренӗ.
5
Ҫапла Филипп Самари хулине ҫитнӗ те ҫавӑнти ҫынсене Христос ҫинчен каласа вӗрентнӗ.
6
Филипп тунӑ хӑватсене курса, вӗсем ҫинчен илтсе, халӑх ун сӑмахне пӗр кӑмӑлпа тӑнланӑ:
7
усал ернисенчен нумайӑшӗнчен усал сывлӑшсем темӗн тӗрлӗ уласа туха-туха кайнӑ, шалкӑм ҫапнисемпе уксаххисем те нумайӑшӗ сывалнӑ.
8
Ӗнтӗ ҫав хулара калама ҫук савӑннӑ.
9
Ҫав хулара Симон ятлӑ пӗр ҫын пулнӑ; хӑйне хӑй темӗнле аслӑ ҫын вырӑнне хурса, ӑрӑмласа, вӑл ҫакӑн умӗн Самари халӑхне тӗлӗнтерсе пурӑннӑ.
10
Пӗчӗккинчен пуҫласа пысӑккине ҫитиех пурте ӑна итленӗ: ку — Туррӑн питӗ пысӑк хӑвачӗ, тенӗ.
11
Ӑрӑмласа вӑл чылай вӑхӑт хушши тӗлӗнтерсе пурӑннӑ, ӑна ҫавӑнпа тӑнланӑ та.
12
Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен, Иисус Христос ячӗ ҫинчен вӗрентекен Филипа ӗненсе ҫитсессӗн, вӗсем арҫынӗ-хӗрарӑмӗпех тӗне кӗнӗ.
13
Симон хӑй те ӗненме пуҫланӑ; тӗне кӗрсен Филипран хӑпма та пӗлмен; пысӑк хӑватсем, паллӑсем пулнине курса, вӑл тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ.
14
Самари ҫыннисем Турӑ сӑмахне йышӑннине илтсессӗн, Иерусалимра тӑракан апостолсем вӗсем патне Петрпа Иоана янӑ.
15
Кусем ҫитнӗ те, Таса Сывлӑш илччӗр тесе, вӗсемшӗн Турра кӗлтунӑ,
16
мӗншӗн тесессӗн унччен Таса Сывлӑш вӗсем ҫине пӗрин ҫине те анман-ха, вӗсене Иисус Ҫӳлхуҫа ячӗпе тӗне анчах кӗртнӗ пулнӑ.
17
Апостолсем ӗнтӗ вӗсем ҫине аллине хунӑ та, лешӗсем те Таса Сывлӑш илнӗ.
18
Апостолсем алӑ хунипе Таса Сывлӑш аннине курсассӑн, Симон вӗсем патне укҫа илсе пынӑ та
19
ҫапла каланӑ: ку хӑвата мана та парӑр — эпӗ алӑ хунӑ ҫын та Таса Сывлӑш илтӗр, тенӗ.
20
Петр вара ӑна каланӑ: санӑн кӗмӗлӳ хӑвӑнпа пӗрлех пӗттӗр: эсӗ Турӑ тивлетне укҫалла илме шухӑш тытрӑн,
21
Турӑ умӗнче санӑн чӗрӳ таса мар, ҫавӑнпа ҫак тӗлӗшпе санӑн пай та, тивӗҫ те ҫук.
22
Ҫак ҫылӑхунтан ӳкӗн те Турра кӗлту: тен, чӗрӳ мӗн шутлани каҫарӑнӗ.
23
Эпӗ курсах тӑратӑп: сан ӑшна йӳҫӗ ват тулнӑ, эсӗ суяпа ҫыхӑнса тӑратӑн, тенӗ.
24
Симон ҫапла хуравласа каланӑ: эсир маншӑн Ҫӳлхуҫана хӑвӑр кӗлтӑвӑр — эсир калани нимӗн те ан ҫиттӗрччӗ мана, тенӗ.
25
Вӗсем вара Ҫӳлхуҫа сӑмахне вӗрентсе, вӑл тӗрӗссине ӗнентерсе ҫӳресессӗн, Самарири чылай ялта Ырӑ Хыпар пӗлтерсе, каялла Иерусалима кайнӑ.
26
Филипа вара Турӑ Ангелӗ каланӑ: тӑр та кӑнтӑр енне, Иерусалимран Газӑна каякан ҫул ҫине, кай, унта ҫын ҫӳремест, тенӗ.
27
Вӑл тӑнӑ та тухса кайнӑ. Акӑ ҫав ҫулпа пӗр Эфиопи ҫынни — хайран, Эфиопири хӗрарӑм патшанӑн Кандакийӗн улпучӗ, унӑн мӗнпур пурлӑхне пӑхса тӑраканскер, Иерусалима Турра пуҫҫапма пынӑскер —
28
таврӑннӑ, вӑл, урапи ҫинче ларса пыраканскер, Исаия пророк кӗнекине вуласа пынӑ.
29
Таса Сывлӑш Филипа: ҫак урапа ҫумне пыр та ҫыпӑҫ ӑна, тенӗ.
30
Филипп пынӑ та лешӗ Исаия пророк кӗнекине вуланине илтсе каланӑ: мӗн вуланине ӑнланатӑн-и? тенӗ.
31
Лешӗ каланӑ: кам та пулин ӑнлантармасассӑн, эпӗ епле ӑнланам? тенӗ; унтан вӑл Филипа хӑй ҫумне улӑхса ларма ыйтнӑ.
32
Вӑл Ҫырури ҫак тӗле вуланӑ пулнӑ: «пусма илсе каякан сурӑх пек илсе кайнӑ Ӑна, ҫӑмне касакан умӗнче пӗр сассӑр выртакан путек пек, Вӑл нимӗн те чӗнмен. Ӑна мӑшкӑл кӑтартнӑ, тӳрӗ сут туман.
33
Ӑна чӗррисен ҫӗрӗнчен уйӑрнӑ пулсан, Ун йӑхӗ ҫинчен кам каласа патӑр?»
34
Хайран Филипа каланӑ: каласамччӗ мана: ҫакна пророк кам ҫинчен калать? хӑй ҫинчен-и, урӑххи ҫинчен-и? тенӗ.
35
Филипп вара сӑмах пуҫарса, Ҫырури ҫак сӑмахсенчен пуҫласа, ӑна Иисус ҫинчен Ырӑ Хыпар каласа панӑ.
36
Ҫапла малалла кайса вӗсем шыв хӗррине ҫитнӗ; хайран ӗнтӗ: акӑ шыв, тӗне кӗме мана мӗн чарать? тенӗ.
37
Вара Филипп ӑна ҫапла каланӑ: пӗтӗм чӗрӳнтен ӗненетӗн пулсассӑн, юрать, тенӗ. Лешӗ хуравласа каланӑ: Иисус Христос Турӑ Ывӑлӗ иккенне ӗненетӗп, тенӗ.
38
Унтан урапине чарма хушнӑ та, вӗсем Филиппала иккӗшӗ шыв хӗррине аннӑ; Филипп ӑна тӗне кӗртнӗ.
39
Вӗсем шывран тухсан, хайран ҫине Таса Сывлӑш аннӑ; Филипа вара ҫавӑнтах Ҫӳлхуҫа Ангелӗ илсе кайнӑ; хайран ӑна урӑх курман та, вӑл ӗнтӗ, савӑнӑҫлӑскер, малалла ҫул тытнӑ.
40
Филипп Азота ҫитсе тӑнӑ, Кесарие ҫитичченех вӑл пур хулара та Ырӑ Хыпар пӗлтерсе пынӑ.
← Chapter 7
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 9 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28