bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Acts 9
Acts 9
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 8
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 10 →
1
Савл вара, ҫав-ҫавах Ҫӳлхуҫа вӗренекенӗсене вӗлерме шухӑш тытнӑскер, аслӑ священник патне пынӑ та
2
унран Дамаскри синагогӑсем валли ҫырусем ыйтса илнӗ: вӑл ӗнтӗ ҫав вӗрентӗве йышӑннӑ унти арҫыннине те, хӗрарӑмне те — кама тӗл пулнӑ, ҫавна — тытса-ҫыхса Иерусалима илсе пыма ирӗк илесшӗн пулнӑ.
3
Ҫул ҫинче, Дамаска ҫывӑхарса пынӑ чухне, ӑна сасартӑк тӳперен ҫутӑ ҫутатса янӑ.
4
Вӑл ҫӗре ӳкнӗ; унтан хӑйне: эй Савл, Савл! эсӗ Мана мӗншӗн хӗсӗрлетӗн? теекен сасӑ илтнӗ.
5
Вӑл вара: эй Ҫӳлхуҫамӑм, кам Эсӗ? тенӗ. Ҫӳлхуҫа каланӑ: Эпӗ — эсӗ хӗсӗрлекен Иисус. Шӑчча хирӗҫ пыма йывӑр сана, тенӗ.
6
Сехӗрленсе те чӗтресе, Савл: эй Ҫӳлхуҫамӑм! мӗн тума хушатӑн мана? тенӗ. Ҫӳлхуҫа ӑна каланӑ: тӑр та хулана кай, мӗн тумаллине сана калӗҫ унта, тенӗ.
7
Унпа пӗрле пыракан ҫынсем никама курмасӑрах сасӑ илтсессӗн тӑнӑ ҫӗртех хытса кайнӑ.
8
Савл ҫӗртен тӑнӑ та, куҫӗ уҫах пулин те, никама та курман. Ӑна вара аллинчен ҫавӑтса кайса Дамаска илсе ҫитернӗ.
9
Вӑл виҫӗ кун хушши курман, ӗҫмен те, ҫимен те.
10
Дамаскра Анания ятлӑ пӗр вӗренекен пулнӑ; Ҫӳлхуҫа ӑна курӑнса каланӑ: Анания! тенӗ. Вӑл: эпӗ кунтах, Ҫӳлхуҫамӑм, тенӗ.
11
Ҫӳлхуҫа ӑна каланӑ: тӑр та Тӳрӗ теекен урама кай, унта Иуда килӗнче Савл ятлӑ Тарс ҫыннине шыраса туп; халӗ вӑл кӗлтӑвать-ха,
12
ӑна хӑй патне Анания ятлӑ ҫын килни, ҫавӑ ӑна куракан тӑвасшӑн ун ҫине аллине хуни курӑннӑ, тенӗ.
13
Анания ҫапла хуравланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑм! ҫак ҫын ҫинчен эпӗ нумайӑшӗнчен вӑл Санӑн сӑваплӑ ҫыннусене Иерусалимра темӗн чухлӗ хӗн кӑтартнӑ тенине илтнӗ,
14
кунта та вӑл Санӑн ятна асӑнакансене пурне те тыта-тыта ҫыхмашкӑн аслӑ священниксенчен ирӗк илсе килнӗ, тенӗ.
15
Ҫӳлхуҫа ӑна каланӑ: кай, вӑл — Манӑн суйласа илнӗ савӑтӑм; Эпӗ ӑна Хамӑн ятӑм ҫинчен халӑхсем, патшасем, Израиль ывӑлӗсем умӗнче каласа пӗлтерме суйласа илтӗм.
16
Эпӗ ӑна вӑл Манӑн ятӑмшӑн мӗн чухлӗ асап курмаллине кӑтартӑп, тенӗ.
17
Анания кайнӑ та, ҫав ҫурта кӗрсе, Савл ҫине аллине хурса каланӑ: Савл тӑванӑм! эсӗ ҫулпа пынӑ чухне хӑвна курӑннӑ Иисус Ҫӳлхуҫа мана санӑн куҫна уҫма, сана Таса Сывлӑшпа хӑватлӑлантарма ячӗ, тенӗ.
18
Ҫав самантрах Савл куҫӗнчен темӗскерле хупӑ хӑпӑнса ӳкнӗ те, вӑл куракан пулнӑ; вӑл ӗнтӗ тӑнӑ та тӗне кӗнӗ;
19
апат ҫисессӗн ӑна вӑй та кӗнӗ. Вӗренекенсемпе пӗрле Савл темиҫе кун хушши Дамаскра пурӑннӑ.
20
Вӑл ҫийӗнчех синагогӑсенче Иисус ҫинчен «Вӑл — Турӑ Ывӑлӗ» тесе вӗренте пуҫланӑ.
21
Ӑна илтекенсем пурте тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ: ҫак ята асӑнакансене Иерусалимра хӗсӗрлекенӗ шӑпах ҫакӑ мар-и-ха? кунта та вӑл вӗсене тыта-тыта ҫыхса аслӑ священниксем патне илсе каясшӑн килменччӗ-и? тенӗ.
22
Савл ӗнтӗ хӑватлӑланнӑҫемӗн хӑватлӑланса пынӑ, Иисус шӑпах Христос пулнине ҫирӗплетсе парса, вӑл Дамаскра пурӑнакан иудейсене нимӗн чӗнейми тунӑ.
23
Пайтах вӑхӑт иртсессӗн иудейсем ӑна вӗлерме каварлашнӑ.
24
Анчах та Савл вӗсен каварӗ ҫинчен пӗлнӗ. Ӑна вӗлерес тесе лешӗсем кунӗн-ҫӗрӗн хапха умӗнче сыхласа тӑнӑ.
25
Ӗнтӗ хӑйӗн вӗренекенӗсем ӑна ҫӗрле кунтӑна лартса хула хӳми ҫинчен антарса янӑ.
26
Савл Иерусалима ҫитнӗ те вӗренекенсемпе хутшӑнасшӑн пулнӑ; анчах вӑл вӗренекен иккенне шанмасӑр, пурте унран хӑранӑ.
27
Вара ӑна апостолсем патне Варнава ертсе кайнӑ, вӑл вӗсене Савл епле ҫул ҫинче Ҫӳлхуҫана курнине, Ҫӳлхуҫа ӑна мӗн каланине, вӑл Дамаскра епле хӑюллӑн Иисус ҫинчен вӗрентнине каласа кӑтартнӑ.
28
Савл вара вӗсемпе пӗрле кӗрсе-тухса ҫӳресе Иерусалимра пурӑннӑ, Иисус ҫинчен вӑл питӗ хӑюллӑн вӗрентнӗ.
29
Вӑл эллинсем хушшинче пурӑнакан еврейсемпе те калаҫнӑ, тавлашнӑ; лешӗсем ӑна вӗлерме те хӑтланнӑ.
30
Ҫавна пӗлсен тӑвансем ӑна Кесарие янӑ, унтан Тарс хулине ӑсатнӑ.
31
Пӗтӗм Иудейӑри, Галилейӑри, Самарири ӗненекен ушкӑнсем пурте тӑнӑҫлӑ пурӑннӑ, вӗсем тӗреклӗленсе пынӑ, Ҫӳлхуҫана юратса, Унран хӑраса тӑнӑ; Таса Сывлӑш лӑплантарса тӑнипе вӗсенӗн йышӗ ӳссех пынӑ.
32
Пурне те пӑхса ҫаврӑннӑ чухне Петра Лиддӑра пурӑнакан сӑваплӑ ҫынсем патне ҫитме те тӳр килнӗ.
33
Унта вӑл Эней ятлӑ пӗр ҫынна тӗл пулнӑ; лешӗ, шалкӑм ҫапнӑскер, ӗнтӗ сакӑр ҫул хушши вырӑнпа выртнӑ.
34
Петр каланӑ ӑна: Эней! сана Иисус Христос сыватать; вырӑну ҫинчен тӑр, тенӗ. Лешӗ ҫав самантрах ура ҫине тӑнӑ.
35
Лиддӑпа Саронра пурӑнакансем ӑна пурте пӗлнӗ, ҫак ӗҫ пулса иртнӗ хыҫҫӑн вӗсем вара Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑннӑ.
36
Иоппире пӗр Тавифа ятлӑ хӗрарӑм, вӗренекен, пулнӑ; Тавифа тени «хир качаки» тени пулать; вӑл, нумай ырӑ ӗҫ туса, чухӑнсене пулӑшса пурӑннӑ.
37
Ҫав кунсенче вӑл чирлесе ӳкнӗ те — вилнӗ. Ӑна ӗнтӗ ҫуса ҫӳлти пӳлӗме вырттарнӑ.
38
Лидда Иоппи ҫывӑхӗнчех пулнӑран вӗренекенсем Петр унта тенине илтнӗ те ӑна хӑвӑртрах хӑйсем патне килме ыйтса ун патне икӗ ҫын янӑ.
39
Петр тӳрех вӗсемпе пӗрле кайнӑ; ҫитсессӗнех ӑна ҫӳлти пӳлӗме илсе кӗнӗ: унта ӑна тӑлӑх арӑмсем ҫавӑрса илнӗ те, куҫҫульпе йӗре-йӗре, Тавифа хӑйсемпе пӗрле чухне ҫӗлесе панӑ кӗписене, тумтирӗсене кӑтартнӑ.
40
Петр пурне те кӑларса янӑ та чӗркуҫленсе ларса кӗлтунӑ, унтан вилнӗ ҫын еннелле ҫаврӑнса: Тавифа, тӑр! тенӗ. Лешӗ куҫне уҫнӑ та, Петра курсассӑн, тӑрса ларнӑ.
41
Петр ӑна аллинчен тытса ҫӗклесе тӑратнӑ. Унтан, сӑваплӑ ҫынсене, тӑлӑх арӑмсене чӗнсе илсе, ӑна вӗсен умне чӗрӗ халлӗн тӑратнӑ.
42
Ку ӗҫ ҫинчен пӗтӗм Иоппие хыпар сарӑлнӑ, вара нумайӑшӗ Ҫӳлхуҫана ӗненнӗ.
43
Петр Иоппире сӑран тӑвакан Симон ятлӑ пӗр ҫын патӗнче чылай кун пурӑннӑ.
← Chapter 8
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 10 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28