bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Acts 25
Acts 25
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 24
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 26 →
1
Хӑй аллине панӑ ҫӗре пырса ҫитсессӗн, виҫӗ кунран, Фест Кесарирен Иерусалима кайнӑ.
2
Ҫавӑн чухне аслӑ священникпа иудейсен паллӑ ҫыннисем ун патне Павел ҫинчен ҫӑхав пама пынӑ,
3
вӗсем ӑна, хӑйсемшӗн ырӑ туса, Павела Иерусалима чӗнтерсе килме тимленӗ; вӗсем Павела ҫул ҫинче вӗлерме шухӑшланӑ.
4
Фест вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: Павел Кесарире хурал аллинче тӑрать, кӗҫех эпӗ хам та унта каятӑп.
5
Сирӗн хушшӑртан кам та пулин манпа пӗрле пыма пултарать пулсан — пыччӑр, ҫав ҫынра мӗнле те пулин айӑп пулсассӑн ӑна айӑплаччӑр, тенӗ.
6
Вӑл вӗсем патӗнче пӗр сакӑр куна е вунӑ куна яхӑн пурӑннӑ та Кесарие таврӑннӑ; тепӗр кунне сут тӑвакан вырӑнне ларса Павела илсе килме хушнӑ.
7
Павел кӗрсе тӑрсанах, ӑна Иерусалимран пынӑ иудейсем сырса илнӗ, ӑна ӗнтӗ темӗн тӗрлӗ те айӑпланӑ, анчах айӑпӗсем чӑннине кӑтартса парайман.
8
Павел хӑйне хӳтӗлесе ҫапла каланӑ: эпӗ иудей саккунне хирӗҫ те, Турӑ Ҫуртне хирӗҫ те, кесаре хирӗҫ те нимӗнле усал ӗҫ те туман, тенӗ.
9
Фест, иудейсене юрасшӑн пулса, Павела ҫапла хуравласа каланӑ: эсӗ Иерусалима каясшӑн мар-и, унта сана ҫак ӗҫ тӗлӗшпе ман умӑмра сут тӑвӗҫ, тенӗ.
10
Павел каланӑ: эпӗ кесарь сучӗ умӗнче тӑратӑп, мана ҫакӑнта сут тума тивӗҫлӗ те. Иудейсене эпӗ нимӗн тӗлӗшпе те усал туман, эсӗ ӑна ху та лайӑх пӗлетӗн;
11
эпӗ айӑплах пулсассӑн, вилӗме тивӗҫлӗ усал ӗҫ тунӑ пулсассӑн, вилӗмрен тармастӑп; вӗсем мана мӗн айӑплани пӗтӗмпе тӗрӗс мар пулсан, мана никам та вӗсен аллине тытса пама пултараймасть. Мана кесарь сучӗ пултӑр, тенӗ.
12
Фест вара канашра ларакан ҫынсемпе калаҫса пӑхнӑ та ҫапла хуравланӑ: эсӗ кесарь сутне ыйтрӑн, апла кесарь патне кайӑн, тенӗ.
13
Темиҫе кунран Кесарие Феста ырлӑх-сывлӑх сунмашкӑн || Агриппа патшапа Вереника ҫитнӗ.
14
Вӗсем унта чылай кунах пурӑннӑ; Фест ӗнтӗ Павел ӗҫӗ ҫинчен патшана каласа панӑ: кунта Феликс тӗрмене хупса хӑварнӑ пӗр ҫын пур;
15
эпӗ Иерусалимра чухне аслӑ священниксемпе иудейсен аслӑ ҫыннисем ун ҫинчен ҫӑхав пама пычӗҫ, ӑна сут туса айӑплама хушрӗҫ.
16
Эпӗ вӗсене Рим ҫыннисен ун пек йӑла ҫук терӗм, вӗсем айӑплавҫӑсене айӑпланаканпа куҫа-куҫӑн тӑратмасӑр, айӑпланакана хӳтӗленме май памасӑр ӑна вӗлерме ирӗк памаҫҫӗ терӗм.
17
Вӗсем кунта килсессӗн, эпӗ тӑхтаса тӑмарӑм, тепӗр куннех сут тӑваканӗн вырӑнне лартӑм та ҫав ҫынна илсе килме хушрӑм.
18
Айӑплаканӗсем ӑна сырса илчӗҫ, анчах эпӗ кӗтнӗ айӑпсенчен пӗр айӑпне те кӑтартса параймарӗҫ;
19
вӗсем Павелпа хӑйсенӗн Турра хисеплес йӗрки ҫинчен тата пӗр вилнӗ Иисус ҫинчен анчах тавлашкаларӗҫ; Павел Ун ҫинчен: «Вӑл чӗрӗ» тесе тӑчӗ.
20
Ҫав ӗҫе татса пама аптӑраса эпӗ каларӑм: эсӗ Иерусалима кайса ҫак ӗҫ тӗлӗшпе хӑвна ҫавӑнта сут тутарасшӑн мар-и? терӗм.
21
Анчах та Павел хӑй ӗҫне Август татса патӑр терӗ те, эпӗ вара ӑна кесарь патне яриччен тӗрмерех тытма хушрӑм, тенӗ.
22
Агриппа вара Феста: вӑл ҫынна эпӗ хам та итлесе пӑхасшӑн, тенӗ. Лешӗ: ӑна эсӗ ыранах илтӗн, тенӗ.
23
Тепӗр кунне, Агриппӑпа Вереника пинпӳсемпе, хулари ятлӑ ҫынсемпе пӗрле сут тӑвакан ҫурта питӗ чаплӑн пырса кӗрсессӗн, Фест хушнипе Павела та илсе пырса тӑратнӑ.
24
Вара Фест каланӑ: эй Агриппа патша, эй ҫакӑнта пирӗнпе пӗрле пухӑннӑ ҫынсем! эсир халӗ пур иудей та айӑплакан ҫынна куратӑр, вӗсем ӗнтӗ, ман патӑма Иерусалимра та, кунта та пухӑнса пырса, ӑна чӗрӗ хӑварма юрамасть тесе кӑшкӑрчӗҫ.
25
Анчах та эпӗ вӑл вилӗме тивӗҫлӗ нимӗнле ӗҫ те туман тетӗп; ӗнтӗ хӑй Август патӗнче сут тутарма ыйтнӑран эпӗ ӑна ун патне яма шутларӑм.
26
Ун ҫинчен кесаре мӗн ҫырса ямаллине уҫӑмлӑнах пӗлместӗп те, ҫавӑнпа эпӗ ӑна сирӗн умӑра, эй Агриппа патша, уйрӑмах санӑн умна, илсе килтертӗм.
27
Тимӗрленӗ ҫынна айӑпне кӑтартмасӑр яни мана шухӑшламасӑр тунӑ ӗҫ пек туйӑнать, тенӗ.
← Chapter 24
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 26 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28