bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Acts 21
Acts 21
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 20
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 22 →
1
Эпир вӗсемпе сывпуллашса тинӗспе тӳррӗн кайрӑмӑр та Кос утравӗ патне ҫитрӗмӗр, тепӗр кунне Родоса, унтан Патарӑна пытӑмӑр;
2
унта Финикийӑна каякан карап тупрӑмӑр та ун ҫине ларса тухса кайрӑмӑр.
3
Кипр курӑна пуҫласан, ӑна сулахая хӑвартӑмӑр та, Сири еннелле ишсе кайса, Тира ҫитсе чарӑнтӑмӑр: унта карап ҫинчи тиеве пушатмаллаччӗ.
4
Унта вӗренекенсене тупрӑмӑр та ҫичӗ кун пурӑнтӑмӑр. Сывлӑш пӗлтернипе вӗсем Павела Иерусалима кайма каламарӗҫ.
5
Ҫав кунсене ирттерсен эпир тухса кайрӑмӑр, вӗсем пире пурте арӑмӗсемпе, ачисемпе пӗрле хуларан тухсах ӑсатса ячӗҫ; тинӗс хӗрринче чӗркуҫленсе ларса кӗлтурӑмӑр.
6
Пӗр-пӗринпе сывпуллашсассӑн эпир карап ҫине лартӑмӑр, вӗсем килӗсене таврӑнчӗҫ.
7
Эпир вара Тир хулинчен шывпа ишсе кайса Птолемаидӑна ҫитрӗмӗр, унта тӑвансемпе курӑнӑҫсан, вӗсем патӗнче пӗр кун пурӑнтӑмӑр.
8
Тепӗр кунне Павел тата эпир, унпа пӗрле ҫӳрекенсем, ҫула тухрӑмӑр та Кесарие ҫитрӗмӗр; унта эпир Ырӑ Хыпар саракан Филипп килне кӗрсе ун патӗнче пурӑнтӑмӑр; вӑл — ҫичӗ дьяконран пӗри.
9
Унӑн пророкла калаҫакан тӑватӑ хӗрӗ пурччӗ.
10
Вӗсем патӗнче эпир чылай кунах пурӑнтӑмӑр, ҫав хушӑра Иудейӑран Агав ятлӑ пӗр пророк ҫитрӗ,
11
пирӗн патӑмӑра кӗрсессӗн вӑл Павел пиҫиххине илчӗ те хӑй алли-урине ҫыхса каларӗ: Таса Сывлӑш акӑ ҫапла калать: «ҫак пиҫиххи хуҫине иудейсем Иерусалимра ҫапла ҫыхса суя тӗнлӗ ҫынсен аллине парӗҫ» тет, терӗ.
12
Ҫакна илтсессӗн эпир те, унти ҫынсем те Павела: Иерусалима ан кай, тесе тархасларӑмӑр.
13
Анчах та Павел пире ҫапла хуравларӗ: мӗн тӑватӑр эсир? мӗншӗн эсир йӗрсе манӑн чуна хурлантаратӑр? эпӗ хама сӑнчӑрлаттарма ҫеҫ мар, Иисус Ҫӳлхуҫамӑр ячӗшӗн Иерусалимра вилме те хатӗр, терӗ.
14
Ӑна ӳкӗте кӗртсе пулмарӗ, вара эпир: ӗнтӗ Турӑ ирӗкӗ пултӑр! тесе лӑплантӑмӑр.
15
Ҫак кунсем иртсен эпир хатӗрлентӗмӗр те Иерусалима тухса кайрӑмӑр.
16
Пирӗнпе пӗрле Кесарири хӑш-пӗр вӗренекенсем те пычӗҫ; пире пурӑнма меллӗрех пултӑр тесе, вӗсем пире Мнасон ятлӑ пӗр Кипр ҫынни патне илсе пычӗҫ, лешӗ ӗнтӗ малтанхи вӗренекенӗсенчен пӗри пулнӑ.
17
Иерусалима ҫитсессӗн тӑвансем пире питӗ савӑнса хапӑл турӗҫ.
18
Тепӗр кунне Павел пирӗнпе пӗрле Иаков патне пычӗ; пресвитерсем те пурте пухӑнчӗҫ.
19
Вӗсене сывлӑх суннӑ хыҫҫӑн Павел хӑй ӗҫӗ урлӑ Турӑ суя тӗнлӗ ҫынсем хушшинче мӗн-мӗн туни ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе каласа пачӗ.
20
Итлесе пӗтерсессӗн вӗсем Турра мухтарӗҫ те Павела ҫапла каларӗҫ: эй тӑванӑмӑр! хӑвах куратӑн ӗнтӗ: иудейсем хушшинче Христоса ӗненекенсем пинӗ-пинӗпе, вӗсем пурте — саккуншӑн ҫунса тӑракан ҫынсем.
21
Вӗсем сан ҫинчен вӑл суя тӗнлӗ халӑхсем хушшинче пурӑнакан иудейсене пурне те: «ачӑрсен ӳтне ан кастарӑр, авалхи йӑлапа ан пурӑнӑр» тесе Моисейрен пӑрӑнма вӗрентет тенине илтсе пӗтнӗ.
22
Мӗн тӑвас ӗнтӗ? Ахӑртнех, халӑх пуҫтарӑнать пулӗ: вӗсем эсӗ килни ҫинчен илтеҫҫех.
23
Эсӗ эпир хӑвна мӗн каланине ту-ха: пирӗн сӑмах панӑ тӑватӑ ҫын пур.
24
Ҫавсене ертсе кай та вӗсемпе пӗрле тасал; вӗсемшӗн парне кӳрсе тӑккаланмаллине те ху ҫине ил, ҫӳҫне кастарччӑр вӗсем; вара сан ҫинчен илтнӗ сӑмах тӗрӗс маррине, эсӗ ху та саккуна уяса пурӑннине пурте пӗлӗҫ.
25
Суя тӗнрен хӑпса ӗненекен пулнӑ ҫынсене эпир вӗсем ҫинчен мӗн йышӑннине ҫырса пӗлтертӗмӗр: вӗсем йӗрӗхсене парне кӳнипе ирсӗрленнӗ апатран, юнран, пӑвса вӗлернинчен, аскӑнлӑхран сыхланччӑр, урӑх вӗсем ӑна-кӑна нимӗн те ан туччӑр терӗмӗр, терӗҫ.
26
Вара Павел ҫав ҫынсемпе кайрӗ те, тепӗр кунне вӗсемпе пӗрле тасалнӑ хыҫҫӑн Турӑ Ҫуртне кӗрсе, тасалмалли кунсем хӑҫан вӗҫленессе, вӗсемшӗн кашнийӗшӗн хӑҫан парне кӳрессе пӗлтерчӗ.
27
Ҫичӗ кун иртсе пынӑ чухне Асия иудейӗсем Павела Турӑ Ҫуртӗнче курнӑ та, пӗтӗм халӑха пӑлхатса: эй Израиль ҫыннисем, пулӑшӑр! ҫак ҫын пур тӗлте те пурне те халӑха хирӗҫ, саккуна хирӗҫ, ҫак вырӑна хирӗҫ вӗрентет; ҫитменнине тата эллинсене Турӑ Ҫуртне илсе кӗрсе, ҫак таса вырӑна ирсӗрлетрӗ! тесе кӑшкӑрашнӑ.
29
Вӗсем ҫакӑн умӗн унпа пӗрле хулара Эфес ҫынни Трофим ҫӳренине курнӑ, ҫавӑнпа Павел ӑна Турӑ Ҫуртне илсе кӗнӗ пулӗ тесе шухӑшланӑ.
30
Ӗнтӗ пӗтӗм хула хускалнӑ, халӑх пухӑннӑ. Вара Павела ярса тытнӑ та Турӑ Ҫуртӗнчен сӗтӗрсе тухнӑ, алӑкӗсене ҫийӗнчех питӗрсе хунӑ.
31
Вӗсем ӑна вӗлермех тӑнӑ, анчах ҫав вӑхӑтра полкри пинпӳ патне пӗтӗм Иерусалим пӑлханать текен хыпар ҫитнӗ;
32
лешӗ вара тӳрех салтаксемпе ҫӗрпӳсене ертнӗ те вӗсем патне ыткӑннӑ; кусем пинпӳпе салтаксене курсассӑн Павела хӗнеме чарӑннӑ.
33
Пинпӳ Павел патне пынӑ та ӑна ярса тытса икӗ сӑнчӑрпа тимӗрлеме хушнӑ, унтан: мӗнле ҫын ку, мӗн турӗ вӑл? тесе ыйтнӑ.
34
Халӑх хушшинче пӗри пӗр тӗрлӗ, тепӗри тепӗр тӗрлӗ кӑшкӑрнӑ. Халӑх пӑтраннӑран тӗрӗссине пӗлеймесӗр, пинпӳ ӑна кереме илсе кайма хушнӑ.
35
Павела пусма тӑрӑх илсе улӑхнӑ чухне, халӑх хӗстернӗрен, салтаксен ӑна йӑтса улӑхма тивнӗ,
36
мӗншӗн тесессӗн хыҫалтан темӗн чухлӗ халӑх: вӗлерес ӑна! тесе кӑшкӑрса пынӑ.
37
Кереме кӗнӗ чухне Павел пинпӗве: сана пӗр сӑмах калама юрать-и мана? тенӗ. Лешӗ каланӑ: эсӗ грекла пӗлетӗн-им?
38
Апла пулсан ҫак кунсем умӗн халӑха пӑтратса, пушхире тӑватӑ пин вӑрӑ-хурах ертсе тухнӑ хайхи Египет ҫынни эсӗ мар-и? тенӗ.
39
Павел каланӑ вара: эпӗ — иудей, Килики ҫӗрӗнчи паллӑ Тарс хули ҫынни; сана йӑлӑнатӑп: халӑха сӑмах калама ирӗк парсамччӗ мана, тенӗ.
40
Лешӗ ирӗк панӑ та, вара Павел пусма ҫине тӑрса аллипе халӑха паллӑ кӑтартнӑ; шӑпах пулса ҫитсессӗн, вӑл еврейла ҫапла кала пуҫланӑ:
← Chapter 20
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 22 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28