bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Acts 6
Acts 6
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 7 →
1
Ҫав кунсенче, вӗренекенсем йышлӑлансассӑн, эллинсем хушшинчи еврейсем Иудейӑри еврейсене ӳпкелеме пуҫланӑ: куллен-кун мӗн кирлине валеҫнӗ чухне пирӗн тӑлӑх арӑмсене хисепе хумаҫҫӗ, тенӗ.
2
Вара вуникӗ апостол мӗнпур вӗренекене пуҫтарнӑ та каланӑ: пире Турӑ ҫинчен вӗрентме пӑрахса ӗҫме-ҫимешкӗн тӑрӑшни аван мар.
3
Тӑванӑмӑрсем, эсир хӑвӑр хушшӑртан пурте хисеплекен ҫичӗ ҫынна — Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланнӑскерсене, ӑслӑ-тӑнлӑскерсене — суйласа илӗр; ҫак ӗҫе туса тӑма ҫавсене хушӑпӑр;
4
эпир хамӑр яланах кӗлтуса, Турӑ сӑмахне вӗрентсе тӑрӑпӑр, тенӗ.
5
Ҫапла калани пӗтӗм пухӑва кӑмӑллӑ пулнӑ; вара Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланнӑ, питӗ ҫирӗп ӗненекен Стефана суйланӑ, унпа пӗрле тата Филипа, Прохора, Никанора, Тимона, Пармена, суя тӗнрен чӑн тӗне кӗнӗ Антиохи ҫыннине Николая суйласа илнӗ;
6
вӗсене апостолсен умне тӑратнӑ, апостолсем кӗлтуса вӗсем ҫине аллисене хунӑ.
7
Турӑ сӑмахӗ сарӑлнӑҫем сарӑлса пынӑ, Иерусалимра та вӗренекенсен йышӗ те ӳссех пынӑ; священниксем те нумайӑшӗ чӑн тӗне парӑннӑ.
8
Стефан вара Турӑ панӑ тивлетпе хӑватлӑланса халӑх хушшинче пысӑк кӗтретсем, паллӑсем тунӑ.
9
Анчах та либертинсен синагоги теекен синагогӑна ҫӳрекен хӑш-пӗр ҫынсем — Кирена, Александрия иудейӗсем, тата Килики, Асия иудейӗсем — Стефанпа тавлашма тытӑннӑ;
10
анчах вӗсем Стефан ӑсне хирӗҫ, ӑна калаҫтаракан Таса Сывлӑша хирӗҫ тӑма пултарайман.
11
Вара вӗсем хӑш-пӗр ҫынсене: эпир вӑл Моисее тата Турра хурласа калаҫнине илтрӗмӗр, тесе калама вӗрентнӗ.
12
Ҫапла вӗсем, халӑха, аслӑ ҫынсене, кӗнекеҫӗсене хӗтӗртсе, ӑна пырса сырӑннӑ та ярса тытса синедриона илсе кайнӑ.
13
Унтан суя кӳнтеленсене илсе пынӑ, лешӗсем ҫапла каланӑ: ку ҫын ҫак сӑваплӑ вырӑн ҫинчен те, саккун ҫинчен те хурласа калаҫма чарӑнмасть;
14
Назарет Иисусӗ ҫак вырӑна аркатӗ, сире Моисей панӑ йӑласене улӑштарӗ тесе каланине эпир хамӑр илтрӗмӗр, тенӗ.
15
Стефан ҫине пӑхнӑ чухне синедрионра ларакансене пурне те унӑн сӑнӗ ангел сӑнӗ пек курӑнса тӑнӑ.
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 7 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28