bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Acts 13
Acts 13
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 12
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 14 →
1
Антиохири ӗненекен ушкӑнра ҫакӑн пек пророксемпе вӗрентекенсем пулнӑ: Варнава, Нигер теекен Симеон, Киринея ҫынни Лукий, ҫӗршывӑн тӑваттӑмӗш пайне тытса тӑракан Иродпа пӗрле вӗренсе ӳснӗ Манаил тата Савл.
2
Пӗррехинче, вӗсем Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлесе, типӗ тытса кӗлӗ тунӑ чухне, Таса Сывлӑш каланӑ: Эпӗ Варнавӑпа Савла пӗр ӗҫ тума чӗннӗ, вӗсене Мана ҫавӑн валли уйӑрса парӑр, тенӗ.
3
Вара типӗ тытса кӗлтунӑ хыҫҫӑн ҫав ҫынсем ҫине алӑ хурса вӗсене ӑсатса янӑ.
4
Варнавӑпа Савл, хӑйсене Таса Сывлӑш янӑскерсем, Селевкие ҫитнӗ, унтан карап ҫине ларса Кипра кайнӑ;
5
Саламина ҫитсессӗн вӗсем Турӑ сӑмахне иудейсен синагогисенче вӗрентнӗ; пулӑшса тӑма хӑйсемпе пӗрле Иоана та илсе ҫӳренӗ.
6
Пӗтӗм утрав тӑрӑх ҫӳресе тухса Паф хулине ҫитсессӗн, вӗсем пӗр асамҫӑна, Вариисус ятлӑ иудей ҫыннине, суя пророка, тӗл пулнӑ;
7
вӑл ӑслӑ-тӑнлӑ Сергий Павел проконсул таврашӗнчи ҫын пулнӑ. Лешӗ Турӑ сӑмахне илтесшӗн хӑй патне Варнавӑпа Савла чӗнтерсе илнӗ.
8
Анчах Елима асамҫӑ (унӑн ячӗ ҫапла куҫарӑнать), проконсул чӑн тӗн енне ан сулӑнтӑрччӗ тесе, вӗсене хирӗҫ тӑнӑ.
9
Павел теекен Савл Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланса, ун ҫине вирлӗн пӑхса
10
ҫапла каланӑ: эй шуйттан ывӑлӗ, пӗтӗм тӳрӗлӗх тӑшманӗ! эсӗ тӗрлӗ ултавпа та усаллӑхпа тулса ларнӑ! Ҫӳлхуҫанӑн тӳрӗ ҫулӗнчен аташтарса яма чарӑнӑн-и?
11
Акӑ халӗ сана Ҫӳлхуҫа алли ҫитрӗ: эсӗ суккӑр пулӑн та пӗр вӑхӑт хӗвеле те кураймӑн, тенӗ. Ҫав самантрах лешне сӗмлӗх хупласа илнӗ, вӑл унталла та кунталла ҫаврӑнкаласа хӑйне ертсе кайма ҫын шыранӑ.
12
Мӗн пулса иртнине курсассӑн, тата Ҫӳлхуҫа ҫинчен вӗрентнине илтсе тӗлӗннӗскер, проконсул Турра ӗненнӗ.
13
Павел тата унпа пӗрле ҫӳрекенсем Паф хули патӗнчен ишсе кайсан Памфили ҫӗрӗнчи Перги хулине ҫитнӗ. Иоанн вӗсенчен уйӑрӑлса Иерусалима таврӑннӑ.
14
Кусем вара Пергирен тухса Писиди ҫӗрӗнчи Антиохи хулине ҫитнӗ, шӑматкун унта синагогӑна кӗрсе ларнӑ.
15
Саккун кӗнекипе пророксен кӗнекине вуланӑ хыҫҫӑн синагога пуҫлӑхӗсем вӗсем патне ҫапла калама ҫын янӑ: тӑван ҫыннӑмӑрсем! сирӗн халӑха вӗрентсе каламалли сӑмахӑр пулсан — калӑр, тенӗ.
16
Павел тӑнӑ та аллипе паллӑ кӑтартса каланӑ: эй Израиль арӗсем, эй Турӑран хӑраса тӑракансем, итлӗр!
17
Ҫак халӑх Турри пирӗн аттемӗрсене суйласа илнӗ, Египет ҫӗрӗнче пурӑннӑ чухне вӗсене асла кӑларнӑ, хӑватлӑ аллипе вӗсене унтан ертсе тухнӑ,
18
хӗрӗх ҫула яхӑн пушхирте вӗсемшӗн тӑрӑшнӑ;
19
Ханаан ҫӗрӗнче ҫичӗ тӗрлӗ халӑха пӗтерсе, вӗсене ҫавсенӗн ҫӗрӗсене ӗмӗрлӗхе уйӑрса панӑ.
20
Ҫапла тӑватҫӗр аллӑ ҫула яхӑн иртсе кайнӑ; ҫакӑн хыҫҫӑн Вӑл вӗсене тӳресем парса тӑнӑ, вара Самуил пророк вӑхӑчӗ ҫитичченех халӑха тӳресем тытса тӑнӑ.
21
Унтан вӗсем хӑйсем валли патша ыйтнӑ та, Турӑ вӗсене Вениамин йӑхӗнчи ҫынна, Кис ывӑлне Саула, панӑ. Ҫапла пӗр хӗрӗх ҫул иртнӗ.
22
Саула катертсен вӗсем валли Давида патшана лартнӑ. Ун ҫинчен пӗлтерсе каланӑ: «Эпӗ Хамӑн кӑмӑлӑма килекен ҫынна — Давида, Иессей ывӑлне — тупрӑм; вӑл Эпӗ тӑвас тенине пурне те пурӑнӑҫа килтерӗ» тенӗ.
23
Турӑ, Хӑй сӑмах панине пурӑнӑҫласа, Давид йӑхӗнчен Израиль валли Ҫӑлакан Иисуса кӑларнӑ.
24
Вӑл килес умӗн Иоанн пӗтӗм Израиль халӑхне ҫылӑхран ӳкӗнсе шыва кӗме вӗрентсе ҫӳренӗ;
25
хӑй ӗҫне туса пӗтерес умӗн Иоанн каланӑ: «эсир мана кам вырӑнне хуратӑр? эпӗ — Вӑл мар; акӑ ӗнтӗ ман хыҫҫӑн килет, эпӗ Унӑн ури сыррине салтма та тивӗҫлӗ мар» тенӗ.
26
Эй тӑван ҫыннӑмӑрсем, Авраам йӑхӗн ачисем, эй сирӗн хушшӑрта Турӑран хӑраса тӑракан ҫынсем! ҫак ҫӑлӑнӑҫ сӑмахне сирӗн валли янӑ.
27
Иерусалим ҫыннисемпе вӗсен пуҫлӑхӗсем Ӑна йышӑнмарӗҫ, Ӑна айӑпларӗҫ, ҫапла пророксенӗн шӑматкунсерен вулакан сӑмахӗсене вырӑна кӳчӗҫ,
28
вӗлерме тивӗҫлӗ нимӗнле айӑп та тупаймасӑрах вӗсем Пилата Ӑна вӗлерттерме хистерӗҫ.
29
Ун ҫинчен ҫырнине пӗтӗмпех вырӑна кӳрсе ҫитерсен, Ӑна хӗрес ҫинчен антарса тупӑклӑха хучӗҫ.
30
Анчах Турӑ Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратрӗ;
31
Хӑйпе пӗрле Галилейӑран Иерусалима тухса пынӑ ҫынсене Вӑл чылай кун хушши курӑннӑ; халӗ ӗнтӗ вӗсем халӑх умӗнче Ун ҫинчен каласа кӑтартаҫҫӗ.
32
Эпир сире Ырӑ Хыпар пӗлтеретпӗр: Иисуса вилӗмрен чӗртсе тӑратса, Турӑ аттемӗрсене пама пулнине халӗ пире — вӗсенӗн ачисене — пачӗ,
33
ҫакӑн ҫинчен иккӗмӗш псаломра та ҫырнӑ: «Эсӗ — Манӑн Ывӑлӑм, Эпӗ Сана паян ҫуратрӑм» тенӗ.
34
Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратни ҫинчен, Вӑл ҫӗрсе каяс ҫукки ҫинчен ҫапла каланӑ: «Давида пама пулнӑ ырӑлӑхсене Эпӗ чӑнах сире парӑп» тенӗ.
35
Ҫав тӗлӗшпех тата тепӗр тӗлте те каланӑ: «Эсӗ Хӑвӑн Святойна ҫӗрме памӑн» тенӗ.
36
Давид хӑй ӗмӗрӗнче Турӑ ирӗкне туса пурӑннӑ, унтан вилнӗ те канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ҫӗрнӗ.
37
Ку вара, Турӑ чӗртсе Тӑратни, ҫӗрмен.
38
Эй тӑван ҫыннӑмӑрсем, ҫапла ӗнтӗ эсир пӗлсе тӑрӑр: сирӗн ҫылӑхӑрсем Ун урлӑ каҫарӑнассине пӗлтеретпӗр;
39
эсир Моисей саккунӗпе пурӑнса тӳрре тухаймарӑр пулсан, кашни ӗненекен ҫынах Ун урлӑ пур тӗлӗшпе те тӳрре тухать.
40
Сыхланӑр, пророксен кӗнекинче калани ан ҫиттӗр сире; унта ҫапла каланӑ:
41
«эй мӑшкӑлҫӑсем, курӑр акӑ! Тӗлӗнӗр те — ҫухалӑр: сирӗн ӗмӗрте Эпӗ ҫакӑн пек ӗҫ тӑватӑп, ун ҫинчен сире кам та пулин каласа кӑтартас пулсан, эсир ӑна ӗненмен те пулӑттӑр» тенӗ.
42
Вӗсем иудейсен синагогинчен тухнӑ чухне суя тӗнлӗ ҫынсем вӗсене ҫитес шӑматкун та ҫавӑн ҫинченех каласа пама ыйтнӑ.
43
Пуху вӗҫленнӗ хыҫҫӑн темӗн чухлӗ иудей тата суя тӗнрен иудейсен тӗнне куҫнисем, Турра хисеплекенскерсем, Павелпа тата Варнавӑпа пӗрле кайнӑ; лешӗсем ӗнтӗ, вӗсемпе калаҫса пырса, вӗсене Турӑ тивлетне шанса пурӑнма ӳкӗтленӗ.
44
Тепӗр шӑматкун пӗтӗм хули тенӗ пекех Турӑ сӑмахне итлеме пуҫтарӑннӑ.
45
Халӑха курсассӑн иудейсем питӗ вӗчӗрхенсе ҫитнӗ те Павела хирӗҫ каласа, усал сӑмахпа хӑртса, ун сӑмахне пӳлсе пынӑ.
46
Вара Павелпа Варнава хӑюллӑн та ҫирӗппӗн ҫапла каланӑ: Турӑ сӑмахне чӑн малтан сире каласа кӑтартмаллаччӗ; анчах эсир ӑна йышӑнмастӑр, хӑвӑра хӑвӑр ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗме тивӗҫсӗр тӑватӑр, ҫавӑнпа ӗнтӗ эпир суя тӗнлисене вӗрентме тытӑнатпӑр.
47
Пире Ҫӳлхуҫа ҫапла хушнӑ: «Эпӗ Сана суя тӗнлисен ҫути турӑм, ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитиех Эсӗ ҫӑлӑнӑҫ кӳрекен пул терӗм» тенӗ.
48
Ҫакна илтсен суя тӗнлӗ ҫынсем савӑнса тӑнӑ, Ҫӳлхуҫа сӑмахне мухтанӑ, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗме малтанах пӳрнисем пурте ӗненнӗ.
49
Ҫапла Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ пӗтӗм ҫӗршыва сарӑлса пынӑ.
50
Анчах та иудейсем чаплӑ кил-йышри хӗрарӑмсене — Турра ӗненекенскерсене, хисеплӗскерсене — тата хулари паллӑ ҫынсене хӗтӗртнӗ те Павелпа Варнавӑна хӗсӗрле пуҫланӑ, вӗсене хӑйсен ҫӗрӗнчен хӑваласа янӑ.
51
Кусем ӗнтӗ ури ҫумӗнчи тусана вӗсем еннелле силлесе хӑварнӑ та Иконие ҫул тытнӑ.
52
Вӗренекенсем вара пӗтӗм чун-чӗререн савӑннӑ, вӗсем Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланса пынӑ.
← Chapter 12
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 14 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28