bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Acts 16
Acts 16
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 15
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 17 →
1
Вӑл Дервипе Листрӑна ҫитнӗ. Унта Тимофей ятлӑ пӗр вӗренекен пулнӑ; унӑн амӑшӗ ӗненекен иудей ҫынни, ашшӗ эллин пулнӑ;
2
ун ҫинчен Листрӑпа Иконири тӑвансем ырӑласа калаҫнӑ.
3
Павел ӑна хӑйпе пӗрле илсе каясшӑн пулнӑ; хӑй патне илсен, ҫав ҫӗрте пурӑнакан иудейсен кӑмӑлӗшӗн унӑн ӳтне каснӑ, мӗншӗн тесессӗн унӑн ашшӗ эллин пулнине пурте пӗлсе тӑнӑ.
4
Хуласем тӑрӑх ҫӳренӗ чухне вӗсем ӗненекенсене апостолсемпе пресвитерсем Иерусалимра хунӑ йӗркесене тытса тӑма вӗрентнӗ.
5
Ӗненекен ушкӑнсем ҫапла тӗн тӗлӗшӗнчен тӗреклӗленсе пынӑ, куллен-кун йышлӑланнӑ.
6
Таса Сывлӑш вӗсене Турӑ сӑмахне Асийӑра вӗрентсе ҫӳреме паман, ҫавӑнпа вӗсем Фриги ҫӗрӗпе Галати ҫӗрӗ тӑрӑх кайнӑ.
7
Мисия патне ҫитсессӗн, вӗсем Вифиние каяс шухӑш тытнӑ, анчах Таса Сывлӑш вӗсене унта яман.
8
Мисияран пӑрӑнса иртсе вӗсем Троадӑна аннӑ.
9
Ҫӗрле Павела пӗр Македони ҫынни пырса тӑнӑ пек курӑннӑ, ҫавӑ ӑна йӑлӑнса каланӑ: «Македоние пырса пире пулӑшсам» тенӗ.
10
Ҫапла курӑннӑ хыҫҫӑнах эпир Македоние кайма шутларӑмӑр: Ҫӳлхуҫа пире унта вӗрентсе ҫӳреме чӗнет пулӗ терӗмӗр.
11
Вара Троадӑран тухса кайса, эпир тӳрех Самофракийӑна пытӑмӑр, тепӗр кунне Неаполе ҫитрӗмӗр,
12
кунтан Филиппӑна кайрӑмӑр: вӑл — Македонин пӗрремӗш пайӗнчи хула, Римран куҫса ларнӑ ҫынсен хули. Ҫак хулара эпир темиҫе кун пурӑнтӑмӑр.
13
Шӑматкун эпир хула тулашне, шыв хӗррине, тухрӑмӑр; унта, ытти ҫӗрти пекех, кӗлӗ ҫурчӗ пурччӗ; пырса ларсан, унта пухӑннӑ хӗрарӑмсемпе калаҫа пуҫларӑмӑр.
14
Фиатир хулинчен пынӑ Лидия ятлӑ пӗр арӑм итлесе тӑчӗ; вӑл Турра хисеплекенскерччӗ, хӗрхӗлтӗм пир сутса пурӑнатчӗ; Ҫӳлхуҫа, унӑн чӗрине уҫса, Павел мӗн каланине ӑнланмалла турӗ.
15
Вӑл хӑй те, унӑн кил-йышӗ те тӗне кӗрсессӗн, вӑл пире тимлесех каларӗ: эсир мана Ҫӳлхуҫана тӗрӗс ӗненекен вырӑнне хуратӑр пулсан, ман ҫуртӑма кӗрсе, ман патӑмра пурӑнӑр, терӗ. Ҫапла пире ӳкӗте кӗртрӗ.
16
Пӗррехинче, эпир кӗлӗ ҫуртне кайнӑ чухне, мӗн пулассине калаттаракан усал ернӗ хӗрарӑм тарҫӑ тӗл пулчӗ; мӗн пулассине каласа панипе вӑл хуҫисене нумай тупӑш кӳрсе тӑнӑ.
17
Павелпа пирӗн хыҫҫӑн утса пынӑҫемӗн вӑл кӑшкӑрса пычӗ: ку ҫынсем — Ҫӳлти Туррӑн чурисем! вӗсем пире ҫӑлӑнӑҫ ҫулне пӗлтереҫҫӗ, терӗ.
18
Вӑл нумай кун хушши ҫапла турӗ. Павел ҫилленсе ҫитрӗ те ҫаврӑнса пӑхса усал сывлӑша каларӗ: Иисус Христос ячӗпе сана ун ӑшӗнчен тухма хушатӑп, терӗ. Сывлӑш ҫав самантрах тухса кайрӗ.
19
Вара ҫав хӗрарӑм тарҫӑн хуҫисем, тупӑш тума шанӑҫ пӗтнине курса, Павелпа Силана тытрӗҫ те халӑх пуҫтарӑнакан ҫӗре пуҫлӑхсем патне сӗтӗрсе кайрӗҫ.
20
Вӗсене хула пуҫлӑхӗсем патне илсе пырса каларӗҫ: ҫак ҫынсем иудейсем пулнӑ май пирӗн хулана пӑтратса ҫӳреҫҫӗ,
21
пире, Рим ҫыннисене, йышӑнма та, пурӑнӑҫлама та юраман йӑласене вӗрентеҫҫӗ, терӗҫ.
22
Халӑх та вӗсене хирӗҫ тӑчӗ, хула пуҫлӑхӗсем вара, вӗсен ҫийӗнчен тумтирне сӳсе илсе, вӗсене патакпа хӗнеме хушрӗҫ,
23
хаяррӑн хӗненӗ хыҫҫӑн вӗсене тӗрмене хупрӗҫ, тӗрме хуралҫине вӗсене хытӑ сыхлама хушрӗҫ.
24
Лешӗ, мӗн хушнине итлесе, вӗсене шалти тӗрменех хупнӑ, урисене каска тӑхӑнтартса ҫапса лартнӑ.
25
Павелпа Сила ҫӗр варринче кӗлтуса, Турра мухтаса юрланӑ; тӗрмере ларакансем ӗнтӗ вӗсене итленӗ.
26
Сасартӑк ҫӗр питӗ вӑйлӑн чӗтресе кайнӑ та, тӗрме тӗпӗ-йӗрӗпе кисреннӗ; ҫав самантрах пур алӑк та уҫӑлса кайнӑ, пурин те тимӗрленӗ тимӗрӗсем пушаннӑ.
27
Тӗрме хуралҫи вӑраннӑ та, тӗрме алӑкӗсем уҫӑ тӑнине курса, хупнӑ ҫынсем тарса пӗтнӗ пулӗ тесе, хӗҫне туртса кӑларса хӑйне хӑй вӗлересшӗн пулнӑ.
28
Анчах та Павел хыттӑн кӑшкӑрса ярса каланӑ: хӑвна ху нимӗн усал та ан ту, эпир пурсӑмӑр та кунтах! тенӗ.
29
Тӗрме хуралҫи ӗнтӗ ҫутӑ ыйтса илнӗ те тӗрмене чупса кӗнӗ, чӗтрекенскер, Павелпа Сила умне ӳкнӗ;
30
унтан вӗсене ертсе тухса каланӑ: эй аслӑ ҫыннӑмсем! ҫӑлӑнас тесен манӑн мӗн тӑвас? тенӗ.
31
Вӗсем каланӑ: Иисус Христос Ҫӳлхуҫана ӗнен, вара эсӗ ху та, санӑн пӗтӗм кил-йышу та ҫӑлӑнӗ, тенӗ.
32
Унтан ӑна хӑйне те, ун килӗнчи пур ҫынна та Ҫӳлхуҫа сӑмахне каласа вӗрентнӗ.
33
Вӑл вӗсене ҫӗрле ҫав сехетрех тӗрмерен илсе тухнӑ та суранӗсене ҫуса тасатнӑ; унтан хӑй те, унӑн пӗтӗм кил-йышӗ те ҫийӗнчех тӗне кӗнӗ.
34
Унтан вӗсене хӑй килне илсе кӗрсе апат ҫитернӗ, Турра ӗненме пуҫланӑшӑн хӑйӗн пӗтӗм кил-йышӗпе тем пекех савӑннӑ.
35
Тул ҫутӑлсан хула пуҫлӑхӗсем ун патне хула тарҫисене янӑ: «ҫав ҫынсене кӑларса яр» теме хушнӑ.
36
Тӗрме хуралҫи ҫавна Павела пӗлтернӗ: хула пуҫлӑхӗсем сире кӑларса яма хушнӑ, ӗнтӗ тухӑр та ыррӑн-сыввӑн кайӑрах, тенӗ.
37
Анчах та Павел вӗсене каланӑ: пире, Рим халӑхӗ шутӗнчи ҫынсене, сутсӑрах пӗтӗм халӑх умӗнче хӗнесе тӗрмене хупрӗҫ те халӗ вӑрттӑн кӑларса яраҫҫӗ-и? ҫук, килччӗр те пире хӑйсем кӑларччӑр, тенӗ.
38
Хула тарҫисем ҫак сӑмахсене хула пуҫлӑхӗсене каласа панӑ та, лешӗсем, Павелпа Сила Рим халӑхӗ шутӗнчи ҫынсем тенине илтсен, хӑраса ӳкнӗ.
39
Вара пынӑ та вӗсенчен каҫару ыйтнӑ; тӗрмерен илсе тухсан вӗсене хуларан кайма йӑлӑннӑ.
40
Тӗрмерен тухсан вӗсем Лидия патне кӗнӗ, унта тӑвансемпе тӗл пулса вӗсене хавхалантарса хӑварнӑ та унтан ҫула тухнӑ.
← Chapter 15
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 17 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28