bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Acts 24
Acts 24
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 23
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 25 →
1
Пилӗк кунран аслӑ священник Анания ҫитнӗ, унпа пӗрле аслӑ ҫынсем тата Тертулл ятлӑ пӗр адвокат пулнӑ; вӗсем прокуратор умӗнче Павела хирӗҫ каланӑ.
2
Павела чӗнсе пырсассӑн, Тертулл ҫапла каласа ӑна айӑпла пуҫланӑ:
3
эй тивӗҫлипе хисеплӗ Феликс, сана кирек хӑҫан та пур ҫӗрте те эпир тем тӗрлӗ тав туса асӑнатпӑр: эпир питех те канлӗхлӗ пурӑнни санран килет, эсӗ тӑрӑшнипе ҫак халӑх ырӑ курса пурӑнать.
4
Эпӗ сана нумаях чӑрмантарса тӑрасшӑн мар, ӗнтӗ сана йӑлӑнатӑп: эпир кӗскенӗн каланине эсӗ яланхи пекех йӑвашшӑн итлесемччӗ:
5
ҫак ҫын халӑх синкерӗ иккенне пӗлсе, пӗтӗм тӗнчери иудейсем хушшинче пӑлхав кӑларнине, назорейсен суя вӗрентӗвне ертсе пынине пӗлсе,
6
вӑл Турӑ Ҫуртне те ирсӗрлентерме хӑйнине курса, эпир ӑна тытрӑмӑр та хамӑр саккун тӑрӑх сут тӑвас тесеттӗмӗр.
7
Анчах та Лисий пинпӳ пычӗ те, ӑна пирӗн алӑран вӑйпах илсе, сан патна ячӗ;
8
пире те, ӑна айӑплакансене, сан патна кайма хушрӗ. Тишкерсе пӑхсассӑн, эпир ӑна мӗн тӗлӗшпе айӑпланине эсӗ хӑвах унтан хӑйӗнчен ыйтса пӗлӗн, тенӗ.
9
Иудейсем те: ҫапла ҫав, тесе тӑнӑ.
10
Прокуратор Павела калаҫма паллӑ кӑтартсан, вӑл ҫапла хуравласа каланӑ: эсӗ ҫак халӑха нумай ҫул хушши тӗрӗс сут туса тӑнине пӗлсе, эпӗ хамӑн ӗҫӗме пӗр шикленмесӗр хӳтӗлӗп.
11
Эсӗ ху та пӗлме пултаратӑн: эпӗ Иерусалима Турра пуҫҫапма килни вуникӗ кунран та ытла мар-ха.
12
Эпӗ кампа та пулин тавлашнине е халӑха пӑлхатса ҫӳренине вӗсем Турӑ Ҫуртӗнче те, синагогӑсенче те, хулара та курман,
13
ҫавӑнпа халӗ хӑйсем мана мӗн тӗлӗшпе айӑпланине кӑтартса параяс ҫук.
14
Анчах та ҫакна сана пӗр пытармасӑр каласа паратӑп: саккунра тата пророксен кӗнекисенче ҫырнине пурне те ӗненсе, эпӗ вӗсем суя вӗрентӳ вырӑнне хуракан Ҫул ҫинче чӑнах та хамӑр аттемӗрсенӗн Турришӗн ӗҫлетӗп,
15
вилнӗ ҫынсем — сӑваплисем те, сӑвапсӑррисем те — чӗрӗлсе тӑрӗҫ тесе, Турра шанса тӑратӑп, ҫавна вӗсем хӑйсем те кӗтсе тӑраҫҫӗ.
16
Ҫавӑнпа эпӗ яланах Турӑ умӗнче те, ҫын умӗнче те таса кӑмӑллӑ пуласшӑн тӑрӑшатӑп.
17
Темиҫе ҫул хыҫҫӑн эпӗ кунта хамӑн халӑхӑм валли пулӑшмалӑх пуҫтарнине тата парнесем кӳме килтӗм.
18
Мана Турӑ Ҫуртӗнче тытрӗҫ, эпӗ ун чухне тасалмалли йӗркесене туса ҫитернӗччӗ, ман тавра халӑх та, шӑв-шав та ҫукчӗ.
19
Мана тытакансем Асийӑран килнӗ иудейсемччӗ; вӗсен мана хирӗҫ мӗн те пулин каласси пулсассӑн, сан умӑнта ҫавсен тӑмаллаччӗ, мана ҫавсен айӑпламаллаччӗ.
20
Е ӗнтӗ ҫаксем калаччӑр: эпӗ синедрион умӗнче тӑнӑ чухне ман тӗлӗшпе мӗнле айӑп тупрӗҫ-ши?
21
Каласан та вӗсем пӗр ҫак сӑмаха анчах калӗҫ: эпӗ вӗсем хушшинче тӑнӑ чухне хыттӑн: «халӗ эсир мана вилнӗ ҫынсем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен вӗрентнӗшӗн сут тӑватӑр!» терӗм, тенӗ.
22
Ҫакна итлесе пӗтерсен Феликс, Ҫӳлхуҫа Ҫулӗ ҫинчен ыттисенчен тӗплӗрех пӗлекенскер, вӗсен ӗҫне каяраха хӑварса: сирӗн ӗҫӗре эпӗ Лисий пинпӳ килсен татса парӑп, тенӗ.
23
Павела хурал тӑма ҫӗрпӗве хушнӑ, анчах ӑна Павела хытах тытма каламан, ун патне ҫывӑх ҫыннисем килсессӗн, ӑна пулӑшакансем пырсассӑн, никама та чарма хушман.
24
Темиҫе кун иртсессӗн Феликс хӑйӗн арӑмӗпе Друзиллӑпа (иудей ҫыннипе) пӗрле пынӑ та, Павела чӗнтерсе илсе, вӑл Иисус Христоса ӗненесси ҫинчен каланине итленӗ.
25
Павел тӳрӗлӗх ҫинчен, чаруллӑ пулмалли ҫинчен, пулас сут ҫинчен кала пуҫласан, Феликс хӑраса ӳкнӗ те: халӗ кай-ха, вӑхӑт пулсан сана тата чӗнтерӗп, тенӗ.
26
Феликс ӗнтӗ Павел хӑйне кӑларса яртарасшӑн мана укҫа парӗ тесе те ӗмӗтленнӗ, ҫавӑнпа ӑна тӑтӑшах чӗнтерсе унпа калаҫнӑ.
27
Икӗ ҫултан Феликс вырӑнне Порций Фест ларнӑ. Иудейсен кӑмӑлне ҫырлахтарса Феликс Павела тӗрмерех хӑварнӑ.
← Chapter 23
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 25 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28