bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Acts 20
Acts 20
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 19
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 21 →
1
Пӑлхав чарӑнсан Павел вӗренекенсене чӗнсе илсе, вӗсене хавхалантарса, ӑс парса хӑварса сывпуллашнӑ та Македоние тухса кайнӑ.
2
Унти ҫӗрсене ҫӳресе тухнӑ чухне вӑл ӗненекенсемпе питӗ нумай калаҫнӑ, вӗсене ӑс панӑ, унтан Элладӑна ҫитнӗ.
3
Унта вӑл виҫӗ уйӑх пурӑннӑ. Вӑл ҫавӑнтан Сирие кайма шутланӑ, анчах та, иудейсем ӑна вӗлерме каварлашнине пӗлсе, Македони урлӑ каялла кайнӑ.
4
Асийӑна ҫитиччен унпа пӗрле Верия ҫынни Пирр ывӑлӗ Сосипатр, Фессалоника ҫыннисем Аристархпа Секунд, Дервий ҫыннисем Гай, Тимофей тата Асия ҫыннисем Тихикпа Трофим пынӑ.
5
Вӗсем малтан кайса пире Троадӑра кӗтсе тӑчӗҫ.
6
Эпир вара, тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗн кунӗсем иртсессӗн, Филиппӑран тинӗспе ишсе кайрӑмӑр та пӗр пилӗк кунран вӗсем патне Троадӑна ҫитрӗмӗр; унта ҫичӗ кун пурӑнтӑмӑр.
7
Эрненӗн малтанхи кунӗнче вӗренекенсем ҫӑкӑр хуҫмашкӑн пухӑнсан, Павел, хӑй тепӗр кунне тухса кайма шухӑш тытнипе, вӗренекенсемпе калаҫса сӑмахне ҫур ҫӗр ҫитиччен те татмарӗ.
8
Эпир пуҫтарӑнса ларнӑ ҫӳлти пӳлӗмре ҫутаткӑҫ нумайччӗ.
9
Павел вӑрахчен калаҫнӑ хушӑра чӳрече янахӗ ҫинче ларакан Евтих ятлӑ пӗр яш ача ҫывӑрсах кайнӑ, ыйхӑллӑскер сулӑнса кайса ҫуртӑн виҫҫӗмӗш хутӗнчен персе анчӗ; ҫӗртен ҫӗклерӗҫ те — вӑл ӗнтӗ вилнӗччӗ.
10
Павел аяла анчӗ те, ун ҫийӗн пӗшкӗнсе, ӑна ыталаса илчӗ, унтан: ан пӑшӑрханӑр, чунӗ — ӑшӗнчех, терӗ.
11
Унтан каялла улӑхса ҫӑкӑр хуҫса ҫисессӗн, тата чылаях калаҫрӗ, мӗн тул ҫутӑличченех калаҫса ларчӗ, вара тухса кайрӗ.
12
Ҫав хушӑра хайхи ачана, вӑл чӗрӗ-сывӑ пулнӑшӑн тем пекех савӑнса, килне ӑсатса янӑ.
13
Эпир маларах кайса карап ҫине лартӑмӑр та Асс хулине ишсе кайрӑмӑр: пирӗн унтан Павела илсе тухмаллаччӗ — ҫапла тума хушса хӑварса, вӑл хӑй ҫуран кайрӗ.
14
Вӑл пире Асра тӗл пулчӗ те, эпир пӗрле Митилинӑна пырса ҫитрӗмӗр.
15
Унтан ишсе кайса, тепӗр кунне эпир Хиос тӗлне пырса чарӑнтӑмӑр, тата тепӗр кунне Самосра чарӑнса тӑтӑмӑр; унтан Трогиллие кӗрсе тухрӑмӑр та тепӗр кунне Милита ҫитрӗмӗр.
16
Асийӑра вӑрахчен тӑрас мар тесе, Павел Эфеса кӗмесӗрех иртсе кайма шутларӗ: ӗлкӗрме май пулсан, Аллӑмӗш кун уявӗнче Иерусалимра пуласчӗ тесе васкарӗ.
17
Милитран Эфеса ҫын ярса, вӑл ӗненекен ушкӑн (Чиркӳ) пресвитерӗсене хӑй патне чӗнтерсе илчӗ.
18
Лешӗсем ун патне килсе ҫитсессӗн, вӑл вӗсене каларӗ: Асийӑна килнӗ кунранпа эпӗ сирӗн патӑрта мӗнле пурӑннине эсир пӗлетӗр:
19
эпӗ Ҫӳлхуҫашӑн пур тӗлӗшрен те йӑвашшӑн, куҫҫуль юхтарса, иудейсен каварлӑхӗсене пула хӗн-хур тӳссе ӗҫлесе тӑтӑм;
20
эпӗ сирӗншӗн усӑллӑ пулма пултарнине нимӗн те сиктерсе хӑвармарӑм: сире пӗтӗм халӑх умӗнче те, килӗрсенче те вӗрентрӗм;
21
Турӑ умӗнче ҫылӑхран ӳкӗнмеллине, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра ӗненме кирлине иудейсене те, эллинсене те кала-кала кӑтартрӑм.
22
Акӑ ӗнтӗ Сывлӑш хушнине пӑхӑнса, эпӗ Иерусалима каятӑп, унта хам мӗн курассине пӗлместӗп;
23
анчах эпӗ тӗрмепе хӗн-хур курассине Таса Сывлӑш мана кашни хуларах пӗлтерет.
24
Пурӑнӑҫӑм маншӑн ниме те тӑмасть, хамӑн мӗн тумаллине ҫеҫ — Иисус Ҫӳлхуҫамӑртан илнӗ ӗҫӗме: Турӑ тивлечӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар сарассине — туса ҫитересчӗ тетӗп.
25
Эпӗ сирӗн хушшӑрта Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен вӗрентсе ҫӳрерӗм, анчах та халӗ пӗлсех тӑратӑп: ӗнтӗ эсир пӗри те манӑн сӑнӑма урӑх курас ҫук.
26
Ҫавӑнпа ӗнтӗ сире паянхи кун татӑклӑн калатӑп: сирӗнтен хӑшӗ те пулин ҫӑлӑнаймасассӑн, эпӗ ҫавӑншӑн айӑплӑ пулмӑп,
27
мӗншӗн тесессӗн эпӗ Туррӑн пӗр ирӗкне те сире пӗлтермесӗр хӑвармарӑм.
28
Ҫапла ӗнтӗ эсир хӑвӑра хӑвӑр астӑвӑр, пӗтӗм кӗтӗве те астуса тӑрӑр: Туррӑн ӗненекен ушкӑнне, Чиркӗве, кӗтме Таса Сывлӑш сире пӑхса тӑракансем тунӑ: Ҫӳлхуҫа ҫав ушкӑна, Чиркӗве, Хӑй юнне тӑкса илнӗ.
29
Эпӗ кайнӑ хыҫҫӑн сирӗн хушшӑра кӗтӗве хӗрхенмен тискер кашкӑрсем кӗрессине эпӗ пӗлетӗп;
30
тата хӑвӑр хушшӑртанах вӗренекенсене хӑйсем хыҫҫӑн илсе каясшӑн урӑх майлӑ калаҫакан ҫынсем тухӗҫ.
31
Ҫавӑнпа ӗнтӗ сыхӑ тӑрӑр, эпӗ куҫҫулӗ тӑкса сире пурне те виҫӗ ҫул ҫӗрӗн-кунӗн пӗр чарӑнмасӑр вӗрентнине астуса тӑрӑр.
32
Эй тӑванӑмсем! халӗ ӗнтӗ эпӗ сире Турӑ аллине, Унӑн тивлетлӗ сӑмахне парса хӑваратӑп, Турӑ сӑмахӗ сире тӗреклӗлентерме, тасалнисемпе пӗрле пая кӗртме пултарӗ.
33
Эпӗ хам валли никамран та кӗмӗл те, ылтӑн та, тумтир таврашӗ те ыйтмарӑм:
34
хама кирлине те, хампа ҫӳрекенсене мӗн кирлине те ҫак аллӑмсем туса тӑчӗҫ, эсир ӑна пӗлетӗр.
35
Ҫапла тӑрӑшса эпӗ халсӑррисене пулӑшса тӑмаллине, Иисус Ҫӳлхуҫамӑр сӑмахне асра тытса тӑма кирлине сире пур ӗҫпе те кӑтартса патӑм — Вӑл Хӑй ҫапла: «илессинчен парасси ҫынна телейлӗрех тӑвать» тенӗ.
36
Ҫакна каласан Павел чӗркуҫленсе ларчӗ те вӗсемпе пуринпе те пӗрле кӗлтурӗ.
37
Ҫавӑн чухне пурте питӗ хытӑ йӗчӗҫ, Павела мӑйӗнчен ытала-ытала илсе чуптурӗҫ;
38
пуринчен ытла вӗсем хӑйсене «эсир ман сӑнӑма урӑх курас ҫук» тенӗрен хуйхӑрчӗҫ. Вара ӑна карап патне ҫитех ӑсатса ячӗҫ.
← Chapter 19
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 21 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28